Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хваттере вӑл кая юлса таврӑнчӗ.

Вернулся он на квартиру поздно.

Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Вӑл часах таврӑнчӗ: — Ку ялта питех памаҫҫӗ, малалла каяс пулать, — терӗ.

Вернулся он скоро и сказал, что в этом селе подают плохо, надо идти дальше.

Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Асламӑшӗ сӗт илчӗ те киле таврӑнчӗ.

Бабушка купила молока и пошла домой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Алӑк патӗнче вӑл чарӑнса тӑчӗ, шухӑшларӗ те каялла таврӑнчӗ, унтан, пӗр листа хут татӑк илсе, Таня вуламалла шултра саспаллисемпе ҫырса хучӗ:

На пороге он остановился, подумал, вернулся, вырвал из записной книжки листок и крупно, чтобы Таня смогла разобрать, написал:

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Юлашкинчен амӑшӗ те таврӑнчӗ.

Наконец пришла мама.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Пӗррехинче атте заводран таврӑнчӗ те: «Сывпуллашма килтӗм, каятӑп», — терӗ.

И вот раз папа пришёл с завода и говорит: «Пришёл проститься, иду».

Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Салтаксем кайрӗҫ, Лёша килне чупса таврӑнчӗ те: «Атте, вӑрҫа кайӑпӑр-и?» — тесе ыйтрӗ.

Бойцы ушли, а Лёша прибежал домой и сказал: «Папа, пойдём на войну!»

Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ватӑ Сунь каялла ҫӗрле пулсан тин таврӑнчӗ.

Старик Сунь вернулся ночью.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Маньчжоу-го вӑхӑтӗнче вӑл икӗ ҫул салтакра пулнӑ, августӑн вунпиллӗкмӗшӗ хыҫҫӑн яла таврӑнчӗ.

— Во времена Маньчжоу-го два года служил солдатом, а после пятнадцатого августа вернулся домой.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хай килне Лю Гуй-лань хыҫҫӑнах таврӑнчӗ.

Го Цюань-хай вернулся домой следом за Лю Гуй-лань.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унпа канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл хаваслӑ сӑнпа каялла таврӑнчӗ.

Посоветовавшись с ней, он, сияющий, вернулся к группе активистов.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ватӑ Сунь килне чи хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа таврӑнчӗ.

Старый Сунь вернулся домой в самом веселом расположении духа.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян кӑмӑллӑ таврӑнчӗ.

Сяо Сян ушел довольный.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Дэ-шань арӑмӗ ӑна хапха патне ҫитиех ӑсатрӗ, каялла вӑл кичеммӗн таврӑнчӗ.

Жена Лю Дэ-шаня проводила ее до ворот и вернулась в комнату печальная и подавленная.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсир кайсан таврӑнчӗ.

Только теперь вернулся.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах та нумаях вӗренеймерӗ Володя педучилищӗре, ҫур ҫул ытларахран пек вӑл, амӑшӗ чир-чӗрпе аптӑрама тапратнипе, ялне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепӗр кунне Чжао Юй-линь пӗр лав туллиех вутӑ турттарса таврӑнчӗ.

На следующий день Чжао Юй-линь, нарубив дров, вернулся в деревню с наполненным доверху возом.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бай Юй-шань ӗнер килне сӗм ҫӗрле пулсан тин таврӑнчӗ.

Вчера Бай Юй-шань вернулся домой очень поздно.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чжао Юй-линь нимсӗрех таврӑнчӗ.

Чжао Юй-линь вернулся ни с чем.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл юнашар пӳлӗме тухрӗ, часах каялла таврӑнчӗ.

Он вышел в соседнюю комнату и вскоре вернулся.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех