Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳрелесе (тĕпĕ: сӳреле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курак матки кӗреплепе сӳрелесе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйрал ҫырми пуҫне тухакан ана тӑрӑх Ҫтаппан, юлашки лаптӑка сӳрелесе тухса, лашине ана пуҫне кӑларса тӑратрӗ те, хӗвеланӑҫ еннелле ҫавӑрӑнса тӑрса: — Тырра ӑнӑҫлӑ акса пӗтерме пулӑшнӑшӑн тавтапуҫ сана, пӳлӗхҫӗм… Тухӑҫлӑ ӳстерсе парсам, — тесе пӑшӑлтатса сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗр лаптӑкне сӳрелесе йӗркене кӗртме тивӗҫ.

Кроме того, оно обязано заборонить и привести в порядок земельный участок.

Йӑршӑва таса мар шыв юхтарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32739.html

Павлуш вӗсем хыҫҫӑн лаша ҫинчен анмасӑр сӳрелесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн ҫӗре кар тӑрса сухалӑпӑр, пӗтӗм кив ҫумкурӑка — хамӑр тӑшмансене — суха пуссинчен тасатас тесе, ӑна, ҫӗре, пӗрле сӳрелесе кӑпкалатӑпӑр!

Дружно будем пахать землю для новой жизни и боронить ее, землю, будем, чтобы весь старый сорняк, врагов наших, выкинуть с пахоты!

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта, юрпа кӗмӗлленсе, сухаласа пӑрахнӑ уйсем шӑнса хытнӑ хумсем пек мӑкӑрӑла-мӑкӑрӑла тӑсӑлаҫҫӗ, кӗркунне сӳрелесе хӑварнӑ ҫӗр вилнӗ пек хускалмасӑр кӑтрашкаланса выртать, — унта ӳксе пӗтнӗ кӗрхи калча саралса выртать.

Там, где как замерзшие волны, бугрится серебряная от снега пахота, где мертвой зыбью лежит заборонованная с осени земля, — там, вцепившись в почву жадными, живучими корнями, лежит поваленное морозом озимое жито.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ывӑннӑ вӑкӑрсене, шӑварнӑ ҫӗре утса ҫитме тата каялла стана таврӑнма икӗ сехете яхӑн кирлӗ, ҫав икӗ сехет хушшинче пӗр гектар ытла сухаласа е сӳрелесе пӑрахма пулать.

Усталым быкам, для того чтобы дойти до водопоя и вернуться к стану, требовалось почти два часа, а за этот срок можно было бы вспахать или заволочить не один гектар.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫумӑр шывӗ суха касси тӑрӑх айлӑмалла юхса ан кайтӑр, тикӗслетсе хунӑ лаптак ҫинчех тытӑнса юлтӑр тесен, сухаласа пӑрахнӑ хыҫҫӑн ҫӗре питӗ типтерлӗн сӳрелесе хӑвармалла.

Пахоту крайне необходимо было тщательно проборонить, чтобы дождевая влага задержалась на ровно разработанном участке, а не сошла по бороздам в низину.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кун ҫинчен ӑна Ипполит Шалый тимӗрҫӗ пӗлтерчӗ, вӑл хире сеялка тӳрлетме тухсан, сӳресем суха кассисене урлӑлла мар, тӑрӑхла сӳрелесе пынине асӑрханӑ-мӗн.

Об этом сообщил ему кузнец Ипполит Шалый, который ездил в поле чинить садилку и видел, как бороны шли не поперек борозды, а вдоль.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫултан-ҫулах Никита Хопров Лапшинова «пулӑшса» пурӑнчӗ: укҫасӑрах, ахалех сухаласа, сӳрелесе пачӗ, кӗлте парса тӑраканни пулса, Лапшиновӑн авӑн ҫапмалли машини ӑшне тулӑ кӗлтисене чиксе тӑратчӗ.

Из года в год «подсоблял» Лапшинову Никита Хопров; задаром пахал, волочил, совал лапшиновской молотилке лапшиновскую пшеницу, стоя зубарем.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗре, турапа туранӑ пек, сӳрелесе пӑрахнӑ.

Земля, точно гребнем, была расчесана зубьями борон.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑваш Ен выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче ҫитӗнӳ тунин ҫӑлкуҫӗсенчен пӗри — апат никӗсне ҫулленех ытлӑ-ҫитлӗ хывни, хресчен ҫуркунне нумай ҫул ӳсекен курӑка сӳрелесе апатлантарнинчен пуҫласа хура кӗрчченех тӑрӑшса вӑй хуни.

Один из источников успеха в животноводческом отрасли Чувашии — это ежегодная, достаточная заготовка кормовой базы, усердный труд крестьянина от весеннего боронования и удобрения многолетних трав до поздних осенних работ.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Майӑн 12-мӗшӗ тӗлне районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелесе пӗтернӗ (5484 гектар).

К 12 маю районные предприятия закончили боронование многолетних трав (5484 гектара).

Уй-хирте // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

10. Эсӗ ӑна сухапуҫ кӳлейӗн-и, вӑл сан хыҫҫӑн ануна сӳрелесе пырӗ-и?

10. Можешь ли веревкою привязать единорога к борозде, и станет ли он боронить за тобою поле?

Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫӗрте тӑкака чакарма лаптӑка сӳрелесе кӑна акма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех