Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене вӑл хӑйӗн кӑкӑр сӗчӗпе ӳстернӗ; вӗсене вӑл мӗн ӳcce ҫитичченех пӑхнӑ, ачашланӑ.Она вскормила их собственною грудью, она возрастила, взлелеяла их.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем, урисене хуҫлатса кан ҫине ларнӑ та, чӗлӗмӗсене мӑкӑрлантарнӑ май, ачисене кӑкӑр сӗчӗпе апатлантараҫҫӗ.Поджав под себя ноги, они расположились на кане и, дымя длинными трубками, кормили грудью малышей.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Предани каланӑ тӑрӑх, пулас патшасене кашкӑр ами ҫӗр хӑвӑлӗнче хӑй сӗчӗпе тӑрантарса усранӑ пулать.В пещере, по преданию, волчица кормила своим молоком будущих правителей.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ку праҫнике Рим никӗсне хывнӑ Ромулпа Рема кашкӑр ами хӑйӗн сӗчӗпе тӑрантарнӑ ятпа тата Пан турӑ ячӗпе туса ирттернӗ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Йытӑ ҫурисене хӗрарӑм сӗчӗпе тӑрантарман.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ун чухне сӑпкара выртакансем, — анчах ҫуралнӑ ӑру, — ҫак тупана амӑшӗсен сӗчӗпе пӗрле пӗр шутламасӑрах хӑйсен ӑшне илнӗ…
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӗрле кашкӑр ами пынӑ та йӗкӗрешсене хӑй сӗчӗпе тӑрантара пуҫланӑ.Ночью пришла волчица и стала своим молоком кормить близнецов.
Рим хули пуҫланни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хуркайӑк итлерӗ, виҫӗ ҫул ҫурӑ ывӑлне кӑкӑр сӗчӗпе усрарӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑнасене ӑшаланӑ така ашӗпе, нардупа, качака сӗчӗпе, цикорин ик-виҫӗ улмипе тата сивӗ шывпа апатлантарчӗҫ.Жаркое из барашка, нарду, козье молоко, два-три корня дикого цикория и свежая, чистая вода.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑйӗн сӗчӗпе пиҫсе кайнӑ та, ҫын шывӗ ҫине вӗрет.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Исус турӑ! — сӑхха ячӗ урапа ҫинче ларса пыракан ҫамрӑк хӗрарӑм, кӑкӑр сӗчӗпе хӑмӑр хӗрлӗн нӳрелсе йӑлтӑртатакан чӗчӗ вӗҫне ачи ҫӑварӗнчен кӑларса, нӑкӑ-нӑкӑ сарӑ чӗччине кӗпи айнелле тӗркелесе чиксе.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урай тӑрӑх качака путеккисем пӗчӗкҫӗ чӗрнисемпе вӗттӗн кӗптӗртетсе чупрӗҫ, пӳртре уҫҫӑн та хаваслӑн утӑ, ӑшӑ сурӑх сӗчӗпе сивӗ ҫанталӑк варкӑшӗ сарӑлчӗ, выльӑх витинчи шӑршӑ кӗрсе тӑчӗ…
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ачисене Наталья ҫулталӑк тултаричченех кӑкӑр сӗчӗпе усрарӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗннех, кӑкӑр сӗчӗпе ӗмсе илсе пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ачашласа эпекленӗ казак юнех, этем пурнӑҫӗнчи пысӑк чӑнлӑхран ҫӳле тапса хӑпарчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӑна пӗҫернӗ хывӑхпа чӗркесе хурса усранӑ, кӗсре сӗчӗпе тӑрантарса пурӑннӑ, унтан вара, пӗр уйӑх иртнӗ хыҫҫӑн, турккӑ тӗслӗрех хӑмӑр ӳтлӗ чун кун курасса пӗлнӗ те, ӑна чиркӗве йӑтса кайнӑ, тӗне кӗртнӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вара тепле пӗррехинче граф вӑрмана сунара каять, уҫӑлса ҫӳренӗ май, ӑнсӑртран ҫеҫ пӗр шӑтӑкра хӑйӗн арӑмӗпе ачине тупать, вӗсем унта ту качаки сӗчӗпе тӑранса пурӑннӑ иккен.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эсӗ пӳрте чӗнсемчӗ хӑть, евчӗсене тына амӑшӗн сӗчӗпе хӑналасамччӗ, — терӗ кӗрнекли, кӑмӑллӑн кулса тата ҫаврака пит ҫӑмартисене путӑклантарса; хӑй Яков Лукич чавсине ярса тытрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл, гражданка тата амӑшӗ, хӑйӗн ывӑлӗпе тӑван ҫӗршывӗ ҫинчен шухӑшланӑ: хулана аркатакан ҫынсене пуҫ пулса тӑраканӗ унӑн хаваслӑ та хытӑ чӗреллӗ, илемлӗ ывӑлӗ пулнӑ; нумаях та пулмасть-ха вӑл ывӑлне тӑван ҫӗршыв валли хатӗрленӗ хаклӑ парне вырӑнне, хула ҫыннисене пулӑшма ырӑ хӑват паракан ҫын вырӑнне хунӑ: ҫак хулара — хӑйсен йӑвинче — вӑл хӑй ҫуралнӑ, ҫакӑнтах ӑна та ҫуратса кӑкӑр сӗчӗпе ӳстернӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ ӑна кӑкӑрне кӑларма пулӑшрӑм та (ку кӑкӑр сӗчӗпе ҫирӗм ача ӳстермелӗх пур), чарусӑр ачана ӑшӑ ӳт ҫумне вырттартӑм; вӑл тӳрех йӑлт тавҫӑрса илчӗ те шӑпланчӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.