Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыв авӑрӗлле ҫаврӑнса куҫакан ҫынсен капӑр ушкӑнӗсем, пӗчӗк сӗтелсем, хрусталь, — арҫынсен чӑпар халачӗсем, ҫилпе вӗлкӗшекен еймесем, хӗрарӑм кӗписем паркет евӗрлӗ тӗксӗм чул сарнӑ лапамра сӑнарланаҫҫӗ.
Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тӗп тӳремсем курӑнаҫҫӗ: картлашкаллӑ-картлашкаллӑ ҫуртсем, ҫӗрте сырӑнса ӳсекен чӑпар ешӗллӗх, хӗвел ҫинче ҫуталакан кантӑксем, капӑр тумлӑ хӗрарӑмсем, урам варринче — лутра сӗтелсем, тӗрлӗ чечек лартса тултарнӑ ансӑр вазӑсем.
Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мозаикӑллӑ урайне мачча чӳречисен витӗр ӳкекен ҫутӑ пайӑркисенче тусан ташлать — вӗсенче кӗнекесен тӳрӗ речӗсем, бронза статуйӑсем (вӗсем лаптак шкапсен хушшинче), ҫинҫе шӗвӗр ураллӑ пӗчӗк сӗтелсем, экрансен пӗлӗтлӗ тӗкӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сасси унӑн пӗчӗкчӗ, анчах ывӑнма пӗлменскерччӗ; вӑл трактирӗн тӗттӗмри шавӗ витер кӗмӗл хӗлӗх пек янтӑраса тухатчӗ, хурлӑхлӑ сӑмахӗсем тата йӑнӑшса кӑшкӑра-кӑшкара илнисем пур ҫынсене те ҫӗнтерсе илетчӗҫ, — ӳсӗррисем те тӗлӗнсе йӗркеллӗ ҫынсем пек пула-пула каятчӗҫ, ним чӗнмесӗр хӑйсен умнелле сӗтелсем ҫинелле пӑхса ларатчӗҫ, манӑн вара чӗре ҫуралсах каятчӗ, вӑл ырӑ музыка чун варринченех пырса тивнипе яланах вӑратакан пит хӑватлӑ кӑмӑл-шухӑшпа тулса каятчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапла вара каҫсем аван иртетчӗҫ, мастерскойӗнче ҫӗрлехи пек шӑпах пулатчӗ, сӗтелсем тӗлӗнче кӗленче шарсем, сивӗ те шурӑ ҫӑлтӑрсем пек, ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫутӑ пайӑркийӗсем сӗтелсем ҫумнелле пӗшкӗннӗ ҫӑмламас пуҫсемпе кукша пуҫсене ҫутатса тӑраҫҫӗ; эпӗ шухӑша кайнӑ, лӑпкӑ сӑн-питсене куратӑп, хӑшпӗр чух кӗнеке авторне е героя мухтани илтӗнсе каять.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Икӗ пӳлӗмне те тӑвӑрлатса сӗтелсем лартса тултарнӑ, кашни сӗтел хушшинчех икона ҫыракан кукӑрӑлса ларать, хӑшин хушшинче икшерӗн те лараҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫкӗ питӗ лайӑх иртнӗ, Дерпт студенчӗсем кунашкал ӗҫсене тума питӗ ӑста, унта ҫирӗм ҫын хӗрӗх бутылка ром ӗҫсе янӑ, имӗш, нумайӑшӗ сӗтелсем айне вилнӗ пекех выртса юлнӑ пулать.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсемпе тулнӑ паркетлӑ ҫутӑ зала кӗрсен, эпӗ гимнази мундирӗсем тата фраксем тӑхӑннӑ темиҫе ҫӗр ҫамрӑка куртӑм, вӗсенчен хӑшпӗрисем кӑна ман ҫине сивлеккӗн пӑхса илчӗҫ, мӑнаҫлӑ профессорсем аякри кӗтесре сӗтелсем ҫывӑхӗнче лӑпкӑн утса ҫӳреҫҫӗ е пысӑк креслӑсем ҫинче лараҫҫӗ; ҫаксене курнӑ хыҫҫӑн манӑн пурне те хам ҫине пӑхтарас ӗмӗтӗм тӑруках татӑлчӗ; ман сӑн-пит килте те, кунта салтӑннӑ ҫӗрте те ҫи-пуҫӑм ырӑ та чаплӑ курӑннӑшӑн ӳкӗннӗ пек пулнине палӑртатчӗ, халь вара хытах именсе кайрӑм тата салхулантӑм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анне ҫук ӗнтӗ, ҫапах пирӗн пурнӑҫ хӑй майӗпех пырать: эпир ҫав сехетсенчех, ҫав пӳлӗмсенчех ҫывӑрма выртатпӑр, ҫывӑрса тӑратпӑр; ирхи тата каҫхи чей, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апат — ҫаксем пурте хальчченхи вӑхӑтрах пулса пыраҫҫӗ: сӗтелсем, пукансем ҫав вырӑнсенчех лараҫҫӗ; кил-ҫуртра, пирӗн пурнӑҫ йӗркинче нимӗн те улшӑнмарӗ; анне ҫеҫ ҫук…
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫывӑрма выртнӑ чух пирӗн сӑмах ҫыхӑнмарӗ: Старик хӑй сӗтелсем мӗнле туни, алӑксене мӗнле ҫакмалли тата ыттисем ҫинчен каласа пачӗ.
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
Учительсем валли тунӑ канлӗ сӗтелсем те илемлӗн курӑнаҫҫӗ.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ сӗтелсем — иртнӗ эрнере мастерскойӗнче турӑмӑр.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Дежурнӑйсем кухня чӳречи патӗнчен сӗтелсем патне, унтан каялла ыткӑнса кӑна ҫӳрерӗҫ: вӗсене хӑнасем валли ҫӑкӑр ҫитмен пек те туйӑнчӗ, яшкине те хушса пама тӑрӑшрӗҫ, теприсем тӑп тулли тавар савӑчӗсене татах тӑвар тултарчӗҫ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Малтан клуб валли сӗтелсем тумалла.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пур площадьсенче те салтаксене ҫара ҫырмалли сӗтелсем тӑнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кунта та сӗтелсем ҫеҫ.
Пӗлмесен — вӗренӗпӗр // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӑна вырӑс эмигранчӗсем пурте пӗлнӗ: пӗрремӗш хутра, пысӑк пӳлӗм, чӳречисем вырӑнне икӗ витрина, вӑрӑм та таса сӗтелсем, тата… пианино.
Чунсӑрлӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӗр енчи алӑксем ҫине номерсем ҫапа-ҫапа тухнӑ коридорпа кайса, эпир сӗтелсем хушшинче тинӗс-ҫар авиаци офицерӗсем ӗҫлесе ларакан пӗр ирӗк пӳлӗме пырса кӗтӗмӗр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Совет делегацийӗ яланхи пекех кӑнтӑр енчи кӗтесре вырнаҫтарнӑ сӗтелсем хушшинче пулчӗ.Советская делегация, как и всегда, сидела в южном углу зала за своими постоянными столиками.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Кельнер сӗтелсем ҫинчен пуҫтарса, пукансене сӗтелсем ҫумне таянтарса хунӑ, халь пиртен инҫетрех мар тутлӑн анаслакаласа тӑрать.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.