Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑрпа (тĕпĕ: сӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хуҫисем ӑна каялла илсе кайма килсен, тӳрех паллама та пултарайман: вӑрӑ пӗтӗм машинӑна урӑх сӑрпа сӑрласа лартнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кӑҫал кӑна тунӑ чул ҫурт, сарӑрах шурӑ сӑрпа сӑрланӑскер, кӑвак хашаклӑ пысӑк чӳречесене йӑлтӑр-ялтӑр ялкӑштарать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн айӗнче — кирпӗчпе купаласа шурӑ сӑрпа сӑрланӑ никӗс.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ак тамаша: кӑвак сӑрпа сӑрланӑ «ЗИЛ» маркӑллӑ грузовик икӗ арҫын тӗлӗнче кӑшӑрт чарӑнса тӑчӗ!

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пирӗн тӗне хисеплетӗр тесе кӑкӑрӗ ҫине хӗрлӗ сӑрпа хӗрлӗ хӗрес ӳкертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑрпа Атӑл хушшинче Хурӑнташӑм хур пулӗ; Пӗтӗм чӑваш хушшинче Пирӗнтен халӑх шӑп кулӗ».

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ахаль те пысӑк куҫӗсене йӗри-тавра тикӗт сӑрпа хуратса ункӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Хура тумтирӗ ҫине шурӑ сӑрпа шӑмӑсем, пусма, автан ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӗлтӗрти курӑк пуснӑ ҫерем ҫинче, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫапнӑ, симӗс сӑрпа сӑрланӑ хӑма карта ҫывӑхнерех, пӗр кӑнттам, элес-мелес хура йытӑ, пойнтер, хырӑмӗпе выртса хӳрине ҫекӗлле авса хунӑ та киленсех умӗнче шуррӑн-тӗксӗммӗн купаланса выртакан шӑмӑсене тӗшӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Авӑ, кӑвак сӑрпа сӑрланӑ икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт, куратӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Ҫитӗ паян сулланса, чӑрпаланса ҫӳресе», — чӗрӗп йӗпписем пек шӑртланса тӑракан йӑмӑх хура ҫӳҫне ал лаппипе вирелле сӑтӑркала-сӑтӑркала, хӑштик-хӑштик сывлакаласа йӳҫҫӗн пӑнчӑ лартрӗ Кӗҫтук, вара ҫамрӑксем Советсен ҫурчӗ умӗнчи сквера сӗнксе ҫитрӗҫ те пӗр вӑрӑм, симӗс сӑрпа сӑрланӑ тенкел ҫине пырса лаклатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте килӗшетчӗ унта Ревлене: пӗр тикӗссӗн кӗрлесе ларакан кӑвак сӑрпа сӑрланӑ станоксем те, участокри йӗркелӗх те.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӳрт пӗренисене кӑвак сӑрпа сӑрланӑ, ҫавӑнпа та пӳрт ӑшчикки тӗксӗммӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хуҫи нумай туртать пулин те, хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ урайӗнче ниҫта пирус тӗпӗ е кӗлӗ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна эпӗ кашни ҫулах хура сӑрпа ҫӗнетсе тӑратӑп…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтах шурӑ сӑрпа «Хаклӑ Тимофей Михайловича «Малалла» колхоз ӗҫченӗсенчен» тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Урайне вӗр-ҫӗнӗ кавир сарнӑ, стенисене штукатуркӑласа кӑштах кӑвакрах сӑрпа, маччине шурӑ сӑрпа сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Урайне сарӑ сӑрпа сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел, путмар хӑмисем, саксем, урай сарӑ сӑрпа сӑрланӑн туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра кӗрен сӑрпа сӑрланӑ пӑрахут анаталла чашкӑртса иртрӗ те Ҫтаппана шартах сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех