Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хушӑран унӑн куҫӗсем ӗшенчӗклӗн е кичеммӗн курӑнаҫҫӗ; анчах ӗшенчӗклӗх те, кичемлӗх те унӑн сӑнӗнчи йӑвашлӑха пӗтереймеҫҫӗ, ҫав йӑвашлӑх унӑн сӑнӗнче кӑна мар, чунӗнче те тӗп вырӑн йышӑнать; чунӗ вара кашни хускалурах, куҫӗсенче, куллинче яр-уҫҫӑн ҫуталса тӑрать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн питӗнче те, куҫӗсенче те, тути ҫинче те, ҫамка пӗркеленчӗкӗсем хушшинче те пӗр-пӗр шухӑш ҫӑмӑллӑн вылянса илет те пачах ҫухалать, вара пӗтӗм сӑнӗнче шухӑшсӑрлӑх палӑрса тӑрать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вӑтӑр икӗ-вӑтӑр виҫӗ ҫулсенче, вӑтам пӳлӗ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, тӗксӗм кӑвак куҫлӑ, анчах сӑнӗнче нимӗнле ӗмӗт те, нимӗнле тимлӗ шухӑш та палӑрмасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӗтӗм вӑйранах ҫирӗп сӑнарлӑ пулма тӑрӑшнӑ, анчах унӑн сӑнӗнче ҫапах та ачалла хӗрӳллӗх палӑрнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948