Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмсине (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр хӑвӑлӗнче халӗ ӗнтӗ кашкӑр ами тарӑхсах хаяррӑн хӑрлатрӗ, тепӗртакран вӑл йӑваран сӑмсине кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин ӑнланса пуҫне сулчӗ, пуклак сӑмсине нӑшлаттарса илчӗ, куҫне мӑч-мӑч тутаркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин, ҫумрах ларакан ҫын ҫинчен каласа панине тавҫӑрсан, аванмарланчӗ, пурне те хӗсӗк куҫӗпе кӑн-кан пӑхкаларӗ, пуклак сӑмсине тачка пӳрнисемпе лутӑркарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри вара пысӑках мар самӑр арҫын, кӗнӗ-кӗмен, хӗсӗк куҫне пушшех хӗссе, пӳртре ларакансене чӑл-чал пӑхса тухрӗ, сарлака пичӗ ҫинчи пуклак сӑмсине, лешӗ ҫумӑрпа йӗпеннӗрен-ши, алӑ тӳрчӗпе шӑлкаларӗ, пӗр-иккӗ нӑшлатса илчӗ, вара тин ҫинҫерех сасӑпа сывлӑх сунчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин хӗсӗк куҫне мӑчлаттарса илчӗ, пуклак сӑмсине нӑшлаттарчӗ, сарлака питне пушшех сарса, кулам пекки турӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта шӑтӑк пур, ҫавӑнта сӑмсине чиксе пӑхатех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ӗҫпе иккӗшӗ те аппаланса курманскерсем, кимме шалалла ытлашширех те кӗртсе ячӗҫ пулмалла, ҫавӑнпа, лешӗ кӑтра хумсем ҫинче сӑмсине пӑра пуҫласан, ун ҫине аран выртса ӗлкӗрчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун тем пекех хастаррӑн хирӗҫ тӑчӗ, пӗрне кӑвапаран аяларах лектерсе тӑнран кӑларчӗ, тепринне сӑмсине нимӗрлентерсе ячӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чугун ҫул икӗ айккипе тӑсӑлакан ҫӑра вӑрманӑн симӗс хӳми унӑн тӳрӗ ҫамкине, кӑшт каҫӑртарах сӑмсине, йӑмӑх хӗрлӗ тутине пушшех уҫҫӑн палӑртать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, акӑ мӗн, — тет Грэя Польдишок пушӑ ешчӗк ҫине вырнаҫса ларса тата шӗвӗр сӑмсине табак тултарса, — ҫав вырӑна куратӑн-и?

— Ну вот что, — говорил Польдишок Грэю, усаживаясь на пустой ящик и набивая острый нос табаком, — видишь ты это место?

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӗсменне илменччӗ; кӗтмен ҫӗртен сулӑнса кайрӗ те тепӗр сӑвайран тытса ӗлкӗреймерӗ, ҫав самантра вӑйлӑ ҫил кимӗ сӑмсине пусма айӗнчен океаналла сирсе ывӑтрӗ.

Весла он не взял, и в тот момент, когда, пошатнувшись, упустил схватиться за очередную сваю, сильный удар ветра швырнул нос лодки от мостков в сторону океана.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пашка мекӗрленсех мӑйӗнчи тутӑрне салатса пӑрахрӗ, кӗпе ҫаннипе сӑмсине шӑлса илчӗ те, васкамасӑр кӗрӗкне хывма тытӑнчӗ.

Пашка, пыхтя, распутал на шее платок, потом вытер рукавом нос и стал не спеша стаскивать тулупчик.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Хӑранӑ тилӗ ҫури сӑмсине тир айне чикнӗ, Синопа ҫумне ҫыпҫӑнса ерипен хӑрлатнӑ.

Испуганная лисичка засунула нос под шкуру, прижалась к Синопе и тихонько ворчала.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унтан вӑл хӑйӗн миххинчен ӑрӑмҫӑллӑ тӗксӗмрех краскине кӑларса ачан ҫамкине, сӑмсине, питҫӑмартине тата янаххине сӗрнӗ.

Потом он достал из своего мешочка священную тускло-красную краску и помазал ею лоб, нос, щеки и подбородок младенца.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тӗпел кукринчен килекен тутлӑ шӑршӑ ун сӑмсине кӑтӑкларӗ, сӗлехе юхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӗсен шӑрши Тамарӑн шӗвӗр вӗҫлӗ те тӳрӗ сӑмсине кӑтӑклать, «курсам мана» тенӗ пек, хӑй патне туртать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Ворошилов ҫырӑва тӗртсе пачӗ те, Руднев, сӑмсине картлантарсах, вулама пуҫларӗ.

— Ворошилов подвинул ему письмо, и Руднев, морща нос, начал читать:

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пуҫне тепӗр еннелле ҫавӑрчӗ, ыттишӗн мар вӑл ӑна, суранӗ сӑмсине пӑрса чӗтретме пуҫланине тата пичӗ туртӑнса кӗнине Агриппина ан куртӑр тесе ҫапла турӗ.

Отвернулся — оттого, главное, чтобы не видела, как у него своротило нос, задергалась щека…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Руднев сасартӑк темӗн итле пуҫласа, шӗвӗрӗлсе юлнӑ сӑмсине пӗркелет те, — чӳрече патне чупса, телефон патне кӗрсе каять.

Руднев вдруг сморщил обострившийся нос, — прислушиваясь, побежал, полез в окошко к телефону…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иван винтовка ложине ҫӗре танклаттарчӗ, кӳреннипе сӑмсине тавӑрчӗ, айӑккалла пӑхкала пуҫларӗ, ҫапах та чӑтаймарӗ: ҫӑварне карса хӑй те ахӑлтатсах ячӗ.

Иван ударил в землю ложем винтовки, обиженно скрутил нос, стал глядеть в сторону, и все-таки и его разобрало: захохотал, разинув рот.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех