Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑваплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
сӑваплӑ (тĕпĕ: сӑваплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялсем пек сӑваплӑ пурӑнаймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эй, Микулай тур папайӑм, санӑн сӑваплӑ уяв кунӗ Ишеке пырса ҫирӗм пуслӑх ҫурта лартма сӑмах паратӑп — ҫырлах, ан пӑрах пире…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата манӑн сӑваплӑ этемсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панисене ҫав тери итлес килет…

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ялта чи таса, чи сӑваплӑ, никампа та ятна яман хӗрарӑм иккенне лайӑх пӗлетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вӑхӑтра яшсем ҫӗршыва хӳтӗлессине сӑваплӑ тивӗҫ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Вӗсем те ҫӗршыв умӗнчи сӑваплӑ тивӗҫе ҫак ҫар тӗсӗнче тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Ӗлӗкхи сӑваплӑ ӗҫӳсене пӗлмесен калаҫса та тӑмастӑмччӗ санпа, тӳрех ҫакса вӗлерме хушаттӑм терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухайри чи аслӑ мӑрса сывлӑхӗшӗн, чыслӑ та сӑваплӑ Юсуф князь сывлӑхӗшӗн!

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп сан сӑваплӑ ӗҫӳсене манман, Камай мӑрса, терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Учитель ӗҫӗ сӑваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

«Эпир ҫемьери сывӑ йӑла-йӗркене хаклатпӑр», «Манӑн ача чӑннипех хӑйнеевӗр», «Сывлӑхшӑн малалла талпӑнатпӑр», «Ашшӗсен канашӗ», «Тантӑшӑм, эпир сана пӑрахмастпӑр» тата ытти проект чӑннипех пархатарлӑ та сӑваплӑ, вӗсем пурте пурнӑҫа ҫӗнӗ варкӑш кӗртессипе, кунҫула ырӑрах тӑвассипе, ҫынна хӑйӗн сывлӑхне хаклама вӗрентессипе, ҫемье йӑли-йӗркине малалла аталантарассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Сӑмах май, словарь тӑвас ӗҫ калама ҫук яваплӑ та сӑваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Эп сӑваплӑ ҫын.

Я честный человек.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Любовь Валентиновна вӗрентекенӗн хисеплӗ те сӑваплӑ, ҫав вӑхӑтрах яваплӑ ӗҫне чунтан пурнӑҫланипе кӑна палӑрмасть, пушӑ вӑхӑтра кӗнеке вулать, компьютерти ҫӗнӗлӗхсене алла илет.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Эс вӗсене леш тӗнчери сӑваплӑ пурнӑҫ ҫинчен, ҫылӑха кӗрсен ӳкӗнмелли ҫинчен каласа ӑнлантаратӑн, вӗсем пуҫӗсене хыҫкаласа итлесе тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те пат урӑх сӑмах персе яраҫҫӗ.

Ты им про загробную жизнь светлую, про то, что, мол, грехи свои следует замаливать, а они слушают да в затылках чешут, а потом еще и ляпнут:

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуласшӑн савӑл эп, ӑнлан, Анчах ман кӑмӑлӑн тивлечӗ Сӑваплӑ ӗҫшӗн ансӑр, пӗчӗк — Вӑл аслӑ тинӗсри тумлам.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кам сан умна парне пек хывӗ Сӑваплӑ шанчӑк, вӑй-хӑват, Кам хӑйне пӗртте улӑштармӗ, Кам тӑмӗ икӗ питленсе?

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пурӑнан пурнӑҫра сӑваплӑ ӗҫсем татах та сахал мар пулӗҫ (пирӗнни пек чаплӑ ӗмӗрте вӗсем пулмаллах), эпир хурлӑх мӗн иккенне кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ пӗлӗпӗр, чӗресенче савӑнӑҫ тата ытларах сарӑлса шӑранӗ, ҫапах та ку кун савӑнни нихҫан та асран тухмӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Христос пулӑштӑрах сана аслаҫупа аҫу пуҫланӑ сӑваплӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турра ан кӳрентер, мана парӑнса ӗҫле, вара сӑваплӑ пулӑн…

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех