Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑваплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
сӑваплӑ (тĕпĕ: сӑваплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри сӑваплӑ вӑрҫӑ хирӗнче пӗтет, — ӗмӗрлӗхех тӗп пулать, тепри вара унӑн ӗҫне вӑрлать те ӗмӗрлӗхех ырӑ ятлӑ пулса юлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Майӑн 9-мӗшӗ – Раҫҫейри кашни ҫыншӑнах сӑваплӑ кун тата хаклӑран та хаклӑ уяв.

9 мая – священная дата и дорогой сердцу каждого россиянина праздник.

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ Николай Смелов, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи Ишекри шкулта математика вӗрентсе пурӑннӑскер, йӗркеленӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ҫавӑнпа ҫак Пехил евӗр сӑваплӑ сӑмахсен вӑйӗ паян пӗтӗм тӗнче шайӗнче сарӑлма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Тӳперен аннӑ сӑваплӑ ҫулӑма ӗненекенсем кашни чиркӳрех Троица уявӗчченех илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Сирӗн чӗрӗрсем ҫак сӑваплӑ кунӑн ҫутипе тата ӑшшипе тулса пуянланччӑр.

Пусть ваши сердца наполнятся светом и теплом этого святого дня.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Ҫак аслӑран та аслӑ уяв ӑс-хакӑл ҫӗнелӗвӗн тата пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗн сӑваплӑ палли шутланать.

Этот великий праздник является символом духовного обновления и торжества жизни.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Хӑй вӑл пурнӑҫри йывӑр самантсенче ялан тенӗ пекех тӑван Урпаш тӑрӑхне аса илнӗ, чӗре ыратиччен тунсӑхланӑ, ҫырма хӗррине вырнаҫнӑ йӑмраллӑ пӗчӗк Автанкасси уншӑн чи асамлӑ, чи сӑваплӑ вырӑн пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Глафира ҫинчен калаҫнӑ чух «юратать» сӑмаха ан асӑнӑр-ха, кӳренме пултарӗ ҫав сӑваплӑ сӑмах.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑваплӑ ҫын ҫав вӑл — патька-патша.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑк ӗҫ, сӑваплӑ ӗҫ тунӑ чухне юн тӑкасси те, вилесси те, чӗрӗлесси те пулать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑваплӑ ӗҫшӗн вӑл пуринчен те малтан пуҫне хӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вырӑс вӑйпучӗсем янӑ чиркӳ ҫынни чӑвашсен сӑваплӑ кунне шута хуракан марччӗ-ҫке…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юнкун — чӑвашсемшӗн сӑваплӑ кун.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ, ҫакӑнта, хӑйне сӑваплӑ юман ҫапса ӳкернӗ ҫӗре пытарӑр ӑна, — хушрӗ Савантере Килтеш пупӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑваплӑ Эпрахиль пулӑштӑрах мана! — мӑкӑртатса илчӗ те вӑл ури ҫине ҫӗкленчӗ, анчах тӗлӗннипе ҫавӑнтах каялла кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл — сӑваплӑ йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш туррисем, таса та сӑваплӑ тавӑрӑва юратакан чӑваш туррисем ӑна ҫапла Укаслу аллипеле тӗп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусана киличчен вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах сӑваплӑ Мускава, унтан аскӑнсен йӑвине Питӗре илме каясшӑн ҫунатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑт пулинччӗ вара чӑн-чӑн сӑваплӑ ҫеккунт, вӑт пулӗччӗ тӗнче пысӑкӑш «шок терапийӗ»!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех