Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыхлан сăмах пирĕн базăра пур.
сыхлан (тĕпĕ: сыхлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сыхлан вара ун чух…

Тогда берегитесь…

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Санӑн ӳкерчӗксем питех чаплӑ мар, теприсем пачах начар, йӗрсем палӑрмаҫҫӗ; эсӗ малтанах куҫа курӑнакан капӑр картинӑсем ӳкерме пуҫларӑн та ӗнтӗ; асту, акӑлчансем пек пуласран сыхлан.

Рисунок у тебя не строг, а подчас и вовсе слаб, линия невидна; ты уж гоняешься за модным освещеньем, за тем, что бьет на первые глаза — смотри, как раз попадешь в английской род.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Бахарьтен раснах сыхлан, пит ҫывӑха пынӑ ан пул, тапса вӗлерет, — терӗ вӑл, йӗнер йӑранинчен тытса тата урисене улӑштарса тӑракан кӗсрен нӑкӑ-нӑкӑ йӑмӑх хура ҫиллине киленчӗклӗн хыпашласа.

Бахаря особливо опасайся, близко не подъезжай, зашибет, — говорил он, держась за стремя и любовно лапая переступавшую с ноги на ногу кобылку за тугое атласно-черное вымя.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сыхлан, сыхлан патша!

— Берегись, берегись, государь!

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Патша! — хаяр сасӑпа кӑшкӑрса ярать вӑл, — сыхлан, патша, сыхлан!

— Государь, — завопил, — берегись, государь!

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Анчах та эсӗ унтан сыхлан.

Но ты его берегись.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Тусӑм, Катя, сана Соловцов кӑмӑллать: сыхлан унтан; вӑл питӗ путсӗр ҫын, пачах чунсӑр ҫын; эсӗ унпа телейсӗр пулӑн, сана ун арӑмӗ пулнине куриччен, эпӗ луччӗ эсӗ вилнине курма килӗшӗттӗм, ҫакӑ вара маншӑн та, саншӑн та ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ».

«Друг мой Катя, за тобою сильно ухаживает Соловцов; остерегайся его: он очень дурной человек, совершенно бездушный человек; ты с ним была бы так несчастна, что я желал бы лучше видеть тебя умершею, чем его женою, это было бы легче и для меня, и для тебя».

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫитменнине тата тахҫанхи туссем эпир, ҫавӑнпа эсӗ манран, манӑн критикӑпа самокритикӑран хытӑ сыхлан!

И давние мы друзья, так что ты окончательно берегись меня и моей критики и самокритики!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сыхла хӑвна, чунӑм, сыхлан, савнӑ ҫыннӑм.

Береги себя, мой дорогой, мой милый.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех