Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах хальхинче унӑн ӑссӑрланнӑ куҫӗсем, чӗтресе сывлани, йӗркеллӗ каласа пама пултарайманни, темӗнле, питӗ тӗлӗнмелле, хӑрушӑ хыпар пуррине кӑтартаҫҫӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халӗ ӗнтӗ вӑл лайӑхах илтӗнет: вӑраххӑн сывласа пӑс кӑларать, кашни сывлани малтанхинчен хытӑрах илтӗнет.Теперь он уже ясно слышен: медленные выдохи пара, каждый следующий явственнее предыдущего.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шухӑшламашкӑн та лайӑх иккен, пин километртан тенӗ пек кустӑрмасем тӑкӑртаттарса пыни те, ҫывӑрнӑ кӳршӗсем сывлани те илтӗнет!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗнмесӗр тӑнӑ хушӑра мана вӑл мӗнле сывлани илтӗнет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑлхасенче янрарӗ, шатӑртатрӗ, юрларӗ, икӗ чӗлхепе те пӗрре савӑнӑҫлӑн, тепре хӑравҫӑн кӑшкӑрни, хӑрӑлтатни, шӑлсене шатӑртаттарни, вӑрҫни, йывӑррӑн сывлани илтӗнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫутӑлас умӗн аташма пӑрахрӗ, шуралса халран кайрӗ вӑл, пӗр сехете яхӑн нимӗн тапранмасӑр выртрӗ, сывлани те аран-аран кӑна палӑратчӗ; унтан ӑна ҫӑмӑлтарах пек пулчӗ те, вӑл калаҫма пуҫларӗ, анчах мӗн ҫинчен тейӗттӗрччӗ-ши эсир?..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ эпир Гуд-Гора тӑвӗ ҫине те улӑхса ҫитрӗмӗр, чарӑнса тӑтӑмӑр та йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр: ун таврашӗнче шупка пӗлӗт ҫакӑнса тӑрать, вӑл сиввӗн сывлани часах тӑвӑл хускаласса систерет; анчах хӗвелтухӑҫ енче таврипех уяр та ылтӑн тӗслӗ, ҫавӑнпа эпир штабс-капитанпа иксӗмӗр тӑвӑл тухасси ҫинчен пачах манса кайрӑмӑр…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Мересьев диванӗ ҫинчен тикӗссӗн сывлани илтӗнчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр хушӑ ҫывӑракансем тикӗссӗн сывлани ҫеҫ илтӗнчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл йывӑррӑн хӑйӑлтатса сывлани ҫеҫ илтӗнчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Хӑй вӑхӑтӗнче Борис Алексеев, Николай Угарин, Виктор Родионов, Николай Степанов ҫак пӳлӗмре сывлани мана театра юратма, тӑрӑшса ӗҫлеме хистет.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
27. Акӑ Ҫӳлхуҫа аякран килет, Унӑн ҫилли хыпса ҫунать, ҫулӑмӗ хӑватлӑ, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче — тарӑху, Унӑн чӗлхи — тӗппипе пӗтерекен вут-ҫулӑм, 28. Вӑл сывлани вара — халӑхсене вилӗм алипе алламашкӑн сарӑлса пынӑҫемӗн мӑй таран хӑпаракан шыв пек; вӑл — халӑхсене йӑнӑш ҫул ҫине илсе каякан ҫӑварлӑх пек.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл — Турӑ хӑвачӗ сывлани, Пурне те Тытса Тӑракан мухтавлӑхӗн ҫути сарӑлни, ҫавӑнпа унта нимӗнле вараланчӑк та кӗреймест.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.