Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суда (тĕпĕ: суд) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прокуратура 38 ҫулти арҫын тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ, айӑплӑ тесе йышӑннӑ, миравай суда ярса панӑ.

Прокуратура рассмотрела начатое уголовное дело по поводу 38 летнего мужчины, признала его виновным и передала в суд.

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе палӑртнӑ тӗслӗхре тата йӗркепе ирӗк панине каялла илесси (пӑрахӑҫласси) ҫинчен суда заявлени тӑратать;

обращения в суд с заявлением об отзыве (аннулировании) разрешения в случаях и порядке, установленных законодательством Российской Федерации;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

13. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ е вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ суда муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗ, муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш турттармалли маршрут тӑрӑх турттарас ӗҫе пурнӑҫланине ҫирӗплетекен свидетельство вӑйра тӑрассине чарса лартасси ҫинчен калакан заявлени памалли сӑлтавсем Федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсем пулса тӑраҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫаксем:

13. Основаниями для обращения уполномоченного органа исполнительной власти Чувашской Республики, органа местного самоуправления в суд с заявлением о прекращении действия свидетельства об осуществлении перевозок по муниципальному маршруту регулярных перевозок, межмуниципальному маршруту регулярных перевозок являются обстоятельства, предусмотренные Федеральным законом, а также:

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Капла та чухӑнах марскер Гончаровсен тӗлӗшпе Екатерина еткерлӗхӗ пирки суда тавӑҫ тӑратнӑ.

Хоть и не бедные родственники Екатерины подали иск в суд против Гончаровых.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Вӗсем уйрӑм предпринимательтен пахалӑхсӑр таваршӑн укҫа-тенкӗ шыраса илес тесе суда заявлени ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхсӑр тавар сутнӑшӑн явап тытма тивет // А.ТУМАЛАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Иртнӗ суда та кӑвак питпе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Лайӑх арҫынран хӗрарӑм ниҫта та каймасть. Эпӗ упӑшка хӗненине чылай чӑтса пурӑнтӑм, аяк пӗрчи шӑммине те хуҫнӑччӗ вӑл манӑнне», — мӗншӗн уйрӑлма тӗв тытнине уҫӑмлатрӗ Ольга, суда заявлени ҫыраканни шӑпах вӑл пулнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Акӑ нумаях пулмасть тем те пӗр элеклесе суда панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Суда панӑ.

Подали в суд.

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Енчен те электросетьсене пӑхса тӑракан организацисем ыйтӑва татса пама тӑрӑшмасан суда памалла – сӗнӳ пачӗ Владимир Вершинин.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова ватӑсенчен укҫа шыраса илме суда тухнӑ тавӑҫсене каялла илнине ӗнентернӗ.

Глава Фонда Олимпиада Епифанова убедила, что они отозвали все дела в судах подобного характера.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Ҫакна кура ватта «Капиталлӑ юсав фончӗ» коммерцилле мар республика организацийӗ суда панӑ.

По данному факту Республиканская некоммерческая организация «Фонд капитального ремонта» решила судится с бабушкой.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Анчах Пуҫиле ӗҫе Тӑвай район прокуратури суда ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех