Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑрахутӑн хулӑн тимӗр борчӗсем сивӗ персе тӑраҫҫӗ, каютӑсен стенисене пас тытса лартнӑ, иллюминаторсем шӑнса пӑрланнӑ, алӑксен пӑхӑр халапӗсене ҫара аллӑн тытма та хӑрушӑ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Подвал стенисене симӗс чӑрӑш лӑссипе тата ялавсемпе илемлетнӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Драницына тӳрех пӗр типшӗм ҫамрӑк хресчен куҫ умне пулчӗ: вӑл шкул стенисене шурӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ маччана васкамасӑр пӑхса тухрӗ, унтан ҫавӑн пекех васкамасӑр сӗтел хушшинче ларакан ҫынсене пӑхма тытӑнчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Стенисене шуратнипе, илемлӗ ҫитти сарнипе тата сӗтел ҫине чечек лартнипе пӗчӗк горница праҫник чухнехи пек курӑннӑ, вӑл пысӑкрах та ҫутӑрах пек туйӑннӑ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӑл калаҫнӑ чух пур сасӑ та унӑн сӑмахне путрӗ, Рыбинӑн йывӑр сасси лӑпкӑн та вӑраххӑн юхнӑ чух сехет шаккани те, ҫурт стенисене ҫивӗч чӗрнесемпе хыпашлакан сивӗ хуллен шартлатни те илтӗнчӗ.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Слободка хӗрринчи пӗчӗк ҫеҫ ҫурта ҫынсем асӑрха пуҫларӗҫ; унӑн стенисене вуншар шанмасӑр пӑхакан куҫ хыпашлама тытӑнчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Йывӑҫсене, ҫуртсен тӑррисемпе стенисене, урама сивӗ мар, ӑшӑ ҫеҫ те мар, — вӗри ҫил пырса ҫапрӗ, Санин пуҫӗнчи шлепкене хӑвӑрт сирсе илчӗ, Джеммӑн хура кӑтрашкисене ҫӗклентерсе, сапаласа ячӗ.
XX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пӳлӗмӗ таса мар, темӗнле ӑпӑр-тапӑр та пур унта, стенисене чернилпа вараласа пӗтернӗ, унтах тӗрлӗ пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: таркӑн негрсемпе сутса ямалли лашасем ҫинчен.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Урайӗнче вараланчӑк кивӗ картсем, пушӑ виски кӗленчисем тата хура пуставран ҫӗленӗ икӗ маска выртаҫҫӗ, стенисене йӑлтах усал сӑмахсем ҫырса тултарнӑ, кӑмрӑкпа ӳкерчӗксем туса вараланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Храмӑн стенисене пӗр ҫирӗм хут тӗрӗслесе тухсан, Гленарван ҫакна аванах ӑнланчӗ.Гленарван убедился в этом, двадцать раз исследовав стены храма.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пурне те пӳртӗн хӑма стенисене урисемпе кукалесе тӑракан Таука кӗҫенни вӑратрӗ.Разбудило всех ржание Тауки, колотившей копытом в дощатые стены хижины.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӑна пӗрре ҫеҫ мар вырӑнти халӑх килсе ҫаратнӑ, 1819 ҫулхи пушар ӑна ҫурри пӗтернӗ, пушӑ хула ӑҫта килнӗ унта ишӗлсе выртать, стенисене вут ҫулӑмӗ ҫуласа хуратнӑ, халӗ пурӑнакансем те унта аран-аран сакӑр пине ҫитеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Стенисене те чултан, маччине те тимӗртен тунӑ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Халӗ, вӑйсӑр ҫутӑпах нӳхрепӗн цементран тунӑ нӳрлӗ стенисене те, ҫирӗп тимӗр каштасенчен тунӑ маччине те курма пулать.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Симӗс ҫурта туса пӗтерсен тата ун сӑрри пӗтӗмӗшпех типсен, эпир ӑна машина ҫине вырнаҫтарса лартрӑмӑр, пӳртӗн стенисене грузовик ещӗкӗн айккисем ҫумне тимӗрсемпе ҫирӗплетрӗмӗр, кустӑрмасем ҫинчи ҫурт хатӗр те пулса тӑчӗ…
Кустӑрмасем ҫинчи пӳрт // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 69–71 с.
Павел Петрович вара стенисене темле тӗслӗ хӳхӗм шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, чӑпар тӗслӗ персидски ковёр ҫине хӗҫпӑшалсем ҫакса тултарнӑ, тӗттӗм-кӑвак триппа ҫаптарнӑ мӑйӑр йывӑҫҫинчен тунӑ сӗтел-пуканлӑ, ватӑ хура юмантан тунӑ renaissanse библиотекиллӗ, чаплӑ ҫырмалли сӗтел ҫинче бронза статуэткӑсем ларакан, каминлӑ чаплӑ кабинетне таврӑнчӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ун стенисене вӗтӗ кӑвак изразецсемпе витсе тухнӑ, алебастртан касса кӑларнӑ ҫӳхе юпасем мрамор маччана тӗревлесе тӑраҫҫӗ; ҫав мачча та, юпасем те витӗр кӑтартаҫҫӗ… шупка хӗрлӗ ҫутӑ пур енчен те пӳлӗме ӳкет, пур япалана та темле вӑрттӑн, пӗр евӗрлӗ тӗспе ҫутатать; тӗкӗр пек тикӗс урай варринчи ансӑр кавир ҫинче парча минтерсем выртаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӗсем пӳлӗмре курӑнакан мӗнпур япалана ӳкереҫҫӗ, пӳлӗмӗ вара пӗтӗмпех художнике кирлӗ ӑпӑр-тапӑрпа тулса ларнӑ; унта нумай вӑхӑт выртнипе тата тусан ларнипе кофе тӗслӗ пулнӑ гипс ал-урасене, хуҫӑлса пӗтнӗ станоксене, ӳпӗнтерсе пӑрахнӑ палитрӑна куратӑн, унтах юлташӗ гитарӑпа выляса ларать, стенисене сӑрӑпа сӑрласа пӗтернӗ, уҫса пӑрахнӑ чӳречерен тӗксӗм тӗслӗ Нева шывӗпе ун ҫинчи хӗрлӗ кӗпеллӗ мӗскӗн пулӑҫӑсем курӑнаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Королёскем йӑвине ҫӳлтен чӑрӑш ҫинче ӳсекен мӑкпа витрӗҫ, стенисене эрешмен картисемпе каркаласа пӗтерчӗҫ, шала вара тӗк сарчӗҫ.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Кунта, каларӑм-ҫке-ха, ремонт та питӗ сахал: стенисене шуратмалла та тӳрлетмелли партӑсем кӑштах пур.
I сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.