Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫурт стенисене шалтан кедр хӑмапа сӑрнӑ; Ҫурта шалтан урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиччен йывӑҫпа сӑрнӑ, урайне кипарис хӑми сарса тухнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӗксе тунӑ хушма хуралтӑн аялти хучӗ хӑйӗн сарлакӑшӗпе пилӗк чике, варринчи — ултӑ чике, виҫҫӗмӗш хучӗ вара ҫичӗ чике сарлакӑш пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн, хушма хуралтӑ Ҫурт стенисене перӗнсе тӑмаллах ан пултӑр тесе, Ҫурт тавралла тул енчен картлаҫсем тунӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӑл чире пӑхса тухӗ те, ҫав чир пӳрт стенисене ҫисе кӗрсе симӗсрех е хӗрлӗрех путӑксем тунине курсассӑн, 38. пӳртрен алӑк тулашне тухса пӳртне ҫичӗ куна питӗрсе лартӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.