Шырав
Шырав ĕçĕ:
Электричество хӑватне аппарат вӗҫнӗ чухне сывлӑшран илет, мӗншӗн тесен Марс йӗри-тавра — магнит уйӗ, ӑна вара полюссенчи станцисем ярса-парса тӑраҫҫӗ.
Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Таврара хула та, ял та, чиркӳ тӑрри те курӑнмасть, станцисем ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ.Нигде не было видно ни города, ни деревни, ни колокольни, одни только станции.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вилӗмле чир — шатраллӑ тиф — хуласемпе ялсем, чугун ҫулсемпе станцисем тӑрӑх ҫӳрет.
Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Мехикон кӑнтӑр-хухӑҫ районӗнчи Оливоспа Тесонко станцисем хушшинчи метрокӗпер ун тӑрӑх пуйӑс пынӑ вӑхӑтра ишӗлсе аннӑ.
Мехикора метрокӗпер йӑтӑнса аннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28525.html
«Йывӑр вырӑнти», урӑхла каласан, строительствӑри кӑткӑсрах та пысӑкрах ӗҫсен проектне: шыв урлӑ каҫмаллисем, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре нефть юхтарса тӑмалли станцисем тӑвас ӗҫсен проектне Беридзе ҫӗнӗрен тума хушнине иккӗленмесӗр йышӑнни пулмарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Виҫӗ уйӑх хушши ҫӳренӗ вӑл станцисем тӑрӑх, пӗр станцирен теприне ҫитнӗ, кашни станцире пекех ун Севастопольрен таврӑнакан офицерсене кӗтсе илме тӳр килнӗ, офицерӗсем ӑна хӑрушла ӗҫсем ҫинчен кала-кала панӑ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн халь кӑна асӑннӑ сисӗм-туйӑмӗ вӑй илсех пынӑ, юлашкинчен вара ку сисӗм-туйӑм ӑна, мӗскӗн офицере, П-ра пурӑннӑ чух хӑйне хӑй темӗн те пӗр тума пултаракан герой вырӑнне хураканскере, пӗтерсех хунӑ, Дуванкоя ҫитнӗ тӗле вӑл мӗскӗн хӑравҫӑ пулса тӑнӑ, пӗр уйӑх маларах корпусран действующи ҫара каякан ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайнӑскер, вӑл, халь ӗнтӗ эпӗ юлашки кунсене пурӑнса ирттеретӗп тесе шухӑшлаканскер, мӗн май килнӗ таран хулленрех кайма тӑрӑшнӑ, кашни станцирех кроватьне сӳте-сӳте пуҫтарнӑ, ҫула каймалли пӗчӗкҫеҫ чемоданне уҫа-уҫа чӑрманнӑ, преферансла вылянӑ, жалоба кӗнеки ҫине вӑхӑта ирттермелли япала ҫине пӑхнӑ пек ҫеҫ пӑхнӑ, хӑйне лашасем паман чух савӑннӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сӑрӑ пылчӑк сирпӗннӗ кантӑксем витӗр семафорсем, пӗчӗк станцисем, кӗрхи ҫумӑр хуратнӑ пӳртсем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ.
Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫӗр кисренсе кайнине тӗрлӗ вырӑнти станцисем хӑш вӑхӑтра туйса паллӑ туса хӑварнисене пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхсан, кисренӳ хумӗсем ҫӗрӗн хӑш пайӗсенче мӗнле хӑвӑртлӑхпа сарӑлнине те шутласа пӗлме пулать.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
— Пӗтӗм районӑн, районти плансен тӗп узелсемпе куҫса лармалли станцисем мӗнлескерсем вӗсем?— А что же это за узлы и за пересадочные станции районного масштаба в районных планах?
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эсӗ пирӗнтен ыйтакан тӗп узелсемпе куҫса лармалли станцисем районта ӑҫта вӗсем санӑн?Где же у тебя по району эти самые узлы и пересадки, которых ты от нас хочешь?
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий Кузьмич, сак сӑмахпа калас пулсан, «куҫса лармалли станцисем» ӑҫта?Где «пересадочные станции», если говорить твоими словами, Василий Кузьмич?
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Чипер юлӑр пысӑк хуласем, заводсем, станцисем, ялсемпе посёлоксем!Прощайте, большие города, заводы, станции, деревни, поселки!
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Ҫул ҫинче пысӑк станцисем те тӗл пулкаларӗҫ, вӗсенче ҫӗршер пӑравус шӑхӑрса, чашлатса тӑраҫҫӗ; пӗчӗкҫеҫ станцисем те тӗл пулкаларӗҫ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Станцисем тӑрӑх, эшелонсем тӑрах ҫӳретӗп.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Пӗтӗмпех ытти станцисем патне ҫитнӗ чухнехи пекех пулчӗ — пассажирсем ансӑр хушша михӗсемпе, чӑматансемпе, ҫыхӑсемпе тултарма тытӑнчӗҫ, проводницӑ вӗсем урлӑ алӑк патне аран-аран каҫса кайрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пысӑк мар станцисем, телеграф юписем тата юр витсе кайнипе пур ҫӗрте те пӗрешкеллӗн курӑнакан вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑ ҫеҫен хир хыҫа — ҫурҫӗр енне ӗмӗлтетсе юлаҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Часах акӑ чӳрече умӗнчен тавар станцисем, поезд составӗсемпе тулнӑскерсем, тоннельсем чупма пуҫларӗҫ, кӗпер айне кӗрсе каякан урамсене курчӗ Сергей, кӗпер урлӑ поезд каҫса кайрӗ, пӗр кӗтесре трамвай черечӗ, васкакан ҫынсем, автомашинӑсем…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫул ҫинче пасарлӑ хуласем те, вокзалсем те, элеваторлӑ пӗчӗк станцисем те, комбайн агрегачӗсем те, сурӑх кӗтӗвӗсем те, авӑн ҫапмалли йӗтемсем те тӗл пулаҫҫӗ; шофер кирек ӑҫта, кӑнтӑрла, е ҫӗрле пырсан та, ӑна кӑмӑллӑн та хисеплӗн кӗтсе илеҫҫӗ; пӗтӗмпех тусанланса пӗтни вӑл нимех те мар, ҫӑвӑнма ирӗк параҫҫӗ; выҫӑ — апат ҫитереҫҫӗ, «ӑшӑнма» черкке эрех те пама пултараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку пире йывӑр ӗҫсене электричество вӑйӗпе тума ҫеҫ мар пулӑшать, ҫавӑн пекех вӑл — кӳршӗсене энерги пама тата хальхи МТС-сен никӗсӗ ҫинче электро-машинно-трактор станцисем тума та май парать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.