Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисӗнчӗ (тĕпĕ: сисӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑнаккӑшӗн сассинче темӗн сисӗнчӗ, ҫавӑнпа Том сыхланарах тӑчӗ.

— В ее голосе было что-то такое, что заставило Тома насторожиться.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Инҫех те мар такам юра кӑчӑрт-кӑчӑрт тутарса утни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

— Виҫҫӗмӗш ларура та комисси членӗсем ҫӗре ют ҫӗршыв ҫыннисене парас кӑмӑлли сисӗнчӗ.

- И на третьем заседании было заметно, что члены комиссии согласны давать землю иностранным гражданам.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Вӑл хӑйӗн специальноҫӗ пирки ҫав тери вӑйлӑ хавхаланупа каласа парать – унпа калаҫнӑ май ҫакӑ питӗ лайӑх сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Финал ӑмӑртӑвӗ хӗрӳ иртесси уяв пуҫлансанах сисӗнчӗ.

В начале же праздника чувствовалось, что финальное соревнование пройдет напряженно.

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ӑслӑ тенӗрен, Миша Александров, Шупашкарти 5-мӗш гимназире ҫиччӗмӗш класс пӗтернӗскер, вӗренӳре хастарри тӳрех сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет пулин те хумханни сисӗнчӗ унӑн.

Он хоть и знал свою работу хорошо, все же чувствовалось его переживание.

Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет пулин те хумханни сисӗнчӗ унӑн.

Хоть и знает свою работу хорошо, чувствовалось ее волнение.

Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Унӑн витӗмӗ политика пурнӑҫӗнче тӳрех сисӗнчӗ.

В политической жизни его эффективность сразу проявилась.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Учительсем хӑйсен ӗҫне хаклани сисӗнчӗ.

Чувствуется, что учителя ценят свой труд.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

— Ҫак ӗҫре шкул директорӗ Альберт Петрович Кондратьев ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пыни, учительсен хастарлӑхӗ, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн пултарулӑхӗ тапса тӑни сисӗнчӗ, — кӑмӑллӑн аса илчӗ иртнӗ уява Вера Петровна.

- В этом деле чувствовалось умелое руководство директора школы Альберта Петровича Кондратьева, предприимчивость учителей, активность детей и родителей, - с удовольствием вспомнила о прошедшем мероприятии Вера Петровна.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Унӑн ҫынпа питӗ хутшӑнас, калаҫас килни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Пӗрремӗш таймра вӗсенчен хӑшӗ вӑйлӑрах пулни кӑшт анчах сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Малашнехи планӗсене пире уҫса памарӗ пулин те хӑйӗн шӑпине ял пурнӑҫӗпех ҫыхӑнтарасси калаҫуран лайӑх сисӗнчӗ, мӗншӗн тесен Василий Смирнов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ, апла тӑк вӑл малашне те ял хуҫалӑх сферинчех тӑрӑшасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ытти командӑсем те нихҫанхинчен пуян хатӗрленни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех