Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем хаяр та синкер вӑхӑтри событисене уҫса параҫҫӗ, хӑйсен вӑйне тата пурнӑҫне шеллемесӗр, хаяр ҫапӑҫусенче тӑшмана ҫӗнтерме туптанӑ, Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ, ытти халӑхсене фашистла пусмӑра сирсе пӑрахма пулӑшнӑ ҫынсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри тӗп библиотека Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3757125

Ӑна-кӑна кӗтмен Мӗкӗте, диван ҫине ҫывӑрма майланса выртнӑскер, утиялне сирсе куҫне ҫеккунтра вӑтӑр виҫӗ хутчен мӑчлаттарса илет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хурамалкинсен пӳртӗнчен тахӑшӗ ҫенӗке тухрӗ пулас, пластинка сасси, Левен шухӑшне сирсе, уҫӑмлӑн янӑраса каять:

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Туять Шӑнкӑрч: вӑл акнӑ, тӑрӑшсах акнӑ урпа, сӑвӑс евӗрлех ҫӗр сӗткенне ӗмсе, шӳсе кайӗ малтан; унтан, кӳпӗнсе ҫитсен, хӑйне пӑчӑртаса тӑнӑ хуппа сирсе ывӑтӗ те, чӗлтӗр-чӗлтӗр тымарланса, хӗвел шевлиллӗ ҫутӑ тӗнчене елчӗ-калча ярӗ хӑюсӑррӑн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ҫыру?! — йывӑр пӗркенчӗке вӑйлӑ ҫил вӗҫтерсе кайнӑн, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӳрӗк-сӳрӗклӗхне вӑшт кӑна сирсе переҫҫӗ «ҫыру», «Хветӗр» сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫурҫӗр тинӗсне сирсе хатӗрленӗ лаптӑкра бизнесмен темиҫе отель хӑпартса лартас шухӑшлӑ, ҫапла май хӑнасене йышӑнмалли вырӑнсен шутне вӑл виҫӗ хута яхӑн ӳстересшӗн, ҫавӑн пекех вӑл пысӑкрах та хӑтлӑрах пляж йӗркелеме сӗнет.

На отвоеванной у Северного моря территории бизнесмен предлагает построить несколько отелей, увеличив число гостиничных мест почти в три раза, а также оборудовать более просторный и комфортный пляж.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Вунҫиччӗмӗш ҫулхи ноябрь каҫӗнче «Аврора» крейсер ҫав тӗттӗмлӗхе хӑйӗн вӑйлӑ прожекторӗсемпе сирсе янӑ, ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланни ҫинчен пӗлтерсе, тупӑран пенӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл пӑхса илни — каҫхи тӗтӗме сирсе хӗвел ҫӗкленнӗ пек, хӗвелтухӑҫ ҫуталса килнӗ пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен кунта хаяр ҫапӑҫусем пынӑ, ҫав ҫапӑҫусенче нимӗҫсем тӑшманӑн атакисене темиҫе хутчен те сирсе янӑ.

С января по май 1944 года здесь шли ожесточённые бои, в ходе которых немцы несколько раз отбивали атаки противника.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Ҫӑм пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни килӗшӳллӗ: ку ӗҫ лӑпланма, вӑй илме, стреса сирсе яма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Ҫапах та, шӑналӑка пӗр кӗтессинчен сирсе, пуҫа кӑларса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ Ҫимун, ҫийӗнчи тӑлӑпа сирсе, тӑрса ларчӗ, шӑннӑ кантӑк витӗр тулалла пӑхрӗ — кӑвак ҫутӑ килет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑ сирсе ярать те унӑн пӗчченлӗхне, вӑхӑтлӑха хӑюлӑхне хӑпартать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Итлесе выртма радио пурччӗ, палатӑра юнашар выртакансем тунсӑха сирсе яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Витӗннӗ кӗрӗкне сирсе, тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура пӗлӗтсене Илле пророк пирӗн пуҫ ҫинчен сирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ав, епле вӑл, Сантӑрккине сирсе хӑварасшӑн иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку кӗтмен хыпар, Кӗтерук хуйхи-суйхине сирсе ун кӑмӑлне ҫӗклес вырӑнне, ӑна пушшех пӑшӑрхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун хуйхине сирсе кӑмӑлне ҫӗклес шутпа хушса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫеҫ ҫамрӑксем мӗнле кӑмӑллине асӑрхайманнипе: — Куртӑр-и, эпӗ сирӗн пата мӗн таран хаклӑ хӑна илсе килтӗм! — терӗ шӑплӑха сирсе.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех