Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман, ҫӳҫ пайӑркисене асӑрхануллӑн сирсе, хурӑн вӑррине иртме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑшманӑн темиҫе атакине сирсе ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсене тытса хуҫаймӑн, ирӗксӗрех урлӑ сиксе каҫма е айккинелле сирсе яма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗлӗт аркине сирсе пӑрахнӑ уйӑх пӗве вӗҫнех куҫса кайнӑ, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ паҫӑрхи вырӑнтах куҫ хупмалла выляҫҫӗ, шӗвӗр тӑрӑллӑ чӑрӑшӗсем лӑссисене ӗшенчӗклӗн лӑс уснӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтак пособийӗ, — васкаса хуравларӗ вӑл, иккӗшӗн вӑтанчӑклӑхне те сирсе ярас тӗллевпе.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ытти шухӑшсене сирсе ярса вӑл вулама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан, чӗре ҫинчи йывӑрлӑхсене сирсе, мӗн тума виҫӗ талӑк нушаланса тертленни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа та юрлас шухӑшне сирсе вӑл иртнине аса илме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирхи кӑвак шуҫӑм ерипен кӑна сенкерленсе ҫуталчӗ те хӗрелсе тухакан хӗвел умӗнчен каҫхи асамлӑ чатӑрне сирсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Шӑпа таҫта илсе ҫитерсен те йӑхташсене шырӑр, ӗҫри, пурнӑҫри кӑлтӑксене пӗр-пӗрне пулӑшса сирсе пырӑр; наци пӗрлӗхӗсене йӗркелесе чӑмӑртанӑр; вырӑнти влаҫпа килӗштерсе ӗҫлӗр, ертӳҫӗ, депутат е командир пулма сӗнсен, иккӗленсе ан тӑрӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Сирсе пӑрахнӑ хӑмасене чылайӑшне ҫапла тӑрӑшкаласа ҫапса тухрӗ те вите тӑррине канма тесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах та, ҫак республикӑсенчи ӗҫҫыннисем хӑйсен ӗнси ҫинчен помещиксемпе капиталистсен пусмӑрне сирсе пӑрахрӗҫ.

Но трудящиеся этих республик сбросили с себя насилие помещиков и капиталистов.

Хутӑш вӑрмансен зонинче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл вӑйӑ вылякан ачалла харсӑрланса хӑйӗн тӑватӑ чӗрпӗкне сирсе кӑтартрӗ.

И она в простоте душевной показала свои четыре шипа.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тунтикунпа юнкун ӑнӑҫа пулатех, пӗлтерӗшлех мар ӗҫсене сирсе кирлисене тимлӗ уйӑрмалла ҫеҫ.

В понедельник и среду успех практически гарантирован, надо только отбросить все несущественное и сосредоточиться на действительно важных делах.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫе ытларах вӑхӑт уйӑрӑр, пӗлтерӗшлисене сирсе ан хӑварӑр.

Уделите побольше времени работе, не отлынивайте от важных дел.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ҫулла та Антарктида хӑйне витсе тӑракан пӑра сирсе пӑрахайман.

Но и летом Антарктида не сбросила ледяного покрова.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӑлтӑрсемпе уйӑх тата хутран-ситрен поляр ҫутта ҫеҫ хура тӗттӗме сирсе яраҫҫӗ.

Только звезды, луна да временами полярное сияние разгоняют мрак.

Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫавӑнпа, усал ҫанталӑкран пулакан сиенӗ сирсе ярас тесе, колхозсенче, совхозсенче ҫанталӑка тимлесе сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Поэтому в колхозах и совхозах внимательно следят за погодой, чтобы предотвратить вред, какой может причинить неблагоприятная погода.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах та эрех ҫакна пӗтӗмпех сирсе яма пултарать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа та сирӗн ман пирки халӑх хушшинче ҫӳрекен урлӑ-пирлӗ сӑмахсене сирсе яма эпӗ тивӗҫлӗ пулнипе те килӗшес пулать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех