Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чаршава сирсе урамалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Э-э-а, — сирсе ывӑтрӗ асламӑшӗ утиялне хӑй ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чӳрече каррине сирсе библиотекӑран илнӗ пӗр-пӗр кӗнекене ярса тытатчӗ те ҫутӑ ҫутмасӑрах вулама тытӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Статистика палӑртнӑ тӑрӑх шывра путнӑ инкексен 95 процентне сирсе яма май пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Сирсе сирӗлми хуйхӑпа ах тесе те сывлӑшӗ тухмасть: тӑнран тухнӑ пек хытса кайнӑ та — валем ҫинче ларать…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сухви те ирӗксӗрех тутӑрне ӗнсе хыҫнелле сирсе антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл ҫӗрех перӗнсе тӑракан йӗс тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗн хӑрах енчи сӗвемне сирсе, хӑрах куҫӗпе килкарта алӑкӗ еннелле пӑхса илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хурлӑ тӗлсенче ача, пуҫне чиксе, чунӗ ыратнипе асапланса тӑнӑ пек туйӑнать, унтан сасартӑк хурлӑха сирсе пӑрахать те пӗтӗм кӗлеткипе мӑнаҫлӑн тӳрленсе, пӑлхавлӑ кӗвӗ тӑкма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӗр ҫинче халӗ вӑл пурне те сирсе ывӑтрӗ те юрӑпа кӑна тӑрса юлчӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӗркунне ҫитсен, шӑтӑк-ҫурӑксене улӑмпа питӗрсе, тӑмпа шӑлса ҫӳреттӗр, ҫуркунне ҫитсен, вите ҫивиттине сирсе, ӗнесене ҫитереттӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ӗнтӗ эпӗ халь Анатолий Семеновичӑн ҫӗнӗ пейзажӗсене курас килнинчен ытла ҫак шухӑшсене («инкек тавраш сиксе тухмӑн-ши, чирлемен-ши?») хӑвӑртрах сирсе ярасшӑн залран зала васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗррехинче, ҫу варринче, ял урлӑ тӑвӑл кӗрлесе иртрӗ, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи картасене ишрӗ, хапхасене йӑвантарчӗ, хуралтӑсен ҫивиттийӗсене сирсе ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чугун ҫул леш енче, кӑштах курӑнакан завод корпусӗсем ҫийӗнче, каҫхи сӗмлӗх чаршавне таҫта ҫӳле ҫитиех сирсе, стройка ҫути шурӑмпуҫ пек ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунта килнӗ чух ҫул ҫинче пулса иртнӗ калаҫу улӑштарчӗ шухӑшӑма, сирсе пӑрахрӗ кансӗрлӗхе.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шухӑшсене сирсе, пуҫа ҫӗклерӗм, Ҫтаппана куҫран чӑрр пӑхрӑм, ҫапла персе ятӑм:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Купӑстана сода хуртсене сирсе яма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑрансене содӑпа имҫамлӑр, чир-чӗрсемпе сиенлӗхсене манӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... -r-3275751

Сталинградпа Курск ҫапӑҫӑвӗсем, Ленинград блокадине сирсе яни, Донбаса ирӗке кӑларни, Нюренбергри суд тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Анчах ӑна каллех ыйхӑ пусса килет, нимӗнле шухӑшсем те капланса килекен ыйхӑна сирсе яраймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Вӑй — хӑвӑн вӑйсӑрлӑхна пӗр кӗске самантра питӗ хӑвӑрт сирсе яма пултарнинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех