Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ӑна валли кӑштах пухӑннӑ тӗтрене сирсе ярас пулать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗн ҫинчен пур обязательствӑсен йывӑрлӑхне те сирсе яма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ывӑҫ тупанӗсемпе ӳкерни эмоциллӗ напряженине сирсе ярать те кӑмӑла ҫӗклет, ҫакӑ адаптацие ҫӑмӑллатма лайӑх аспект пулса тӑрать.

Рисование ладошками снимает эмоциональное напряжение и поднимает настроение, что является благоприятным аспектом для лёгкой степени адаптации.

Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rn-3458257

Лена пӗррех пӑрӑнса унӑн аллисене хӑйӗн хул пуҫҫийӗ ҫинчен сирсе пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсир вӗсене сирсе пӑрахӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсенчен нумайӑшне пӗрре кӑна мар сирсе янӑ айӑпсене тепӗр хут туртса кӑларса ҫӗнӗрен айӑплама пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурнӑҫра, чӑнах та, ниепле ӗненмелле мар ӗҫсем пулса иртнӗ: салтаксем хӑйсен амӑшӗсемпе ашшӗсене шыраса тупма масар шӑтӑкӗсенчен тухса тӑнӑ, ашшӗсем вара, хӑйсем вилнине куҫ кӗрет курнисем каласа кӑтартнисене сирсе ярса, шурлӑх шывӗпе тулнӑ фугас шӑтӑкӗсенчен, лачакасенчен, ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем айӗнчен, вут-ҫулӑмпа ҫунса кӗлленнӗ, снарядсен осколкӗсемпе сухаласа пӗтернӗ ҫӗр айӗнчен, ҫӗрелле пусӑрӑнса анакан тар тӗтӗмӗ ӑшӗнчен тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл каллех ҫак кичем шухӑшсене сирсе яма пикенчӗ, логика, тӗрӗслӗх шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ҫак кӑсӑк шухӑша аяккалла сирсе яма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля хирӗҫлерӗ, ура ҫине тӑчӗ те аллисемпе шинеле аяккалла сирсе ячӗ, хӑй пӗрмай: «Ҫук, ҫук, эсӗ ху шӑнса пӑсӑлатӑн!» — терӗ, анчах кайран лӑпланчӗ, аллисене усрӗ, вара Володя, шинельне ун ҫине витсе ярса, хӑй ҫуллахи гимнастеркӑпа ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса чӳрече каркӑҫне кӑштах сирсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ой, мӑнтӑрккаскер! — утияла кӑштах сирсе пӑхрӗ Магдаль.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун пек шанчӑксӑр ҫынсене колхоз пурлӑхӗ патӗнчен ҫийӗнчех сирсе ывӑтмалла.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович кравать патне хуллен пычӗ те пижамине хывса ҫакрӗ, утиялне сирсе, вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ливи парламенчӗн председателӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вара правительство катастрофӑна сирсе ярас тӗлӗшпе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ.

По словам же председателя ливийского парламента, правительство сделало все возможное, чтобы предотвратить катастрофу.

Ливинче ҫил-тӑвӑл 11 пин ҫын пурнӑҫне татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36037.html

Пациента май килнӗ таран чир-чӗр ҫинчен пӗлтерес тата Уфари 18-мӗш ГКБ базинче сывлӑхӑн япӑх пулӑмӗсене сирсе яма пулӑшас тӗллевпе М.Пинский 5 урамӗнчи 1-мӗш поликлиникӑра тата Октябрь проспекчӗ, 122/1, 3-мӗш поликлиникӑра шкулсем йӗркеленӗ.

С целью максимально проинформировать пациента о недуге и помочь в предотвращении негативных последствий в Уфе на базе ГКБ №18 созданы школы здоровья, которые находятся в поликлинике №1 - улица М.Пинского,5 и поликлинике №3 - проспект Октября, 122/1.

Уфари 18-мӗш больницӑра диабетпа чирлисем валли шкул ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3375024

Инкеке полици капитанӗ Айдар Шаяхметов сирсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Раҫҫей ОМВД Пишпӳлек районӗнчи пайӗн сотрудникӗ полици капитанӗ Айдар Шаяхметов инкеке сирсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Буржуаллӑ идеологсем социализм вӑхӑтӗнче ӑс-тӑн пурнӑҫӗ, Совет Союзӗнчи халӑхсен культури чакса пырать тата унӑн нациллӗ уйрӑмлӑхӗсем пӗтеҫҫӗ тесе элек сарнине чӑваш литературипе искусствин аталанӑвӗнчи ӳсӗмсем те тӳрреммӗнех сирсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Ҫук, хальччен пурӑнни те ҫитет. Эпӗ урӑхран пултараймастӑп», — утияла хӑй ҫинчен сирсе ывӑтрӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех