Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сийӗпе (тĕпĕ: сий) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрӑх кӑнтӑр кунӗнче Василий кӑпӑшка тусан сийӗпе витӗннӗ ҫемҫе ҫул тӑрӑх утса пырать.

В жаркий полдень он шел по дороге, мягкой от пухлого слоя пыли.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ленукпа иксӗмӗр тӑпра сийӗпе пӗрле лаштӑрах ҫырма тӗпне анса лартӑмӑр.

Мы с Ленкой вместе с пластом земли соскользнули к самой кромке воды.

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Унтан вӑл тӳпе тайлӑмӗнче хуҫасӑр сӑвӑр йӑвисен тӑлӑх тӗмескисем сийӗпе ярӑнса вӗҫекен ӑмӑрткайӑка асӑрхарӗ те ун хыҫӗнчен чылайччен те ним шухӑшсӑррӑн куҫӗпе йӗрлесе пӑхрӗ…

А потом переводил взгляд и долго бездумно следил за орлом, парившим над небосклоном, над мертвым городищем брошенных сурчин…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каҫхи сулхӑн шыв кӳлленчӗкӗсене ҫӳхе-ҫӳхе пӑр сийӗпе витсе хучӗ.

Легкий морозец тончайшей пленкой льда крыл лужицы.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗлӗкхи йӑли-хӑнӑхӑвӗ те ҫӗнӗрен таврӑнчӗ: ҫинҫе куҫ харшисен пӗкечисем каллех ӗнтӗ хуралчӗр, питҫӑмартисем ҫӳхе ҫу сийӗпе йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ; каллех вӑл шӳтлесе калаҫма, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе Натальйӑна вӑтантарма тапратрӗ; тути хӗррисем тӑтӑшрах та тӑтӑшрах темскере кӗтекен тӗтреллӗ кулӑпа ирӗлчӗҫ…

Вернулись к ней и старые привычки: снова тонкие ободья бровей ее покрылись черной краской, щеки заблестели жировкой; вернулась к ней и охота пошутить, непотребным словом смутить Наталью; все чаще на губах ее стала появляться затуманенная ожиданием чего-то улыбка…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр эрне хушшинче вӑл, ҫӳхе ҫӗр сийӗпе витӗннӗ пек, хуралса, имшерленсе кайрӗ.

За неделю он высох и почернел, словно землей подернулся.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепрер сехетрен йӗпе тӑман ҫума пуҫларӗ те ҫапӑҫура тӑшман ҫине тӑкӑнса пынӑ тата чакнӑ вӑхӑтра вилсе юлнӑ ҫынсен тӑмпа вараланнӑ хура чӑмӑрккисене ҫӳхе юр сийӗпе витсе кайрӗ.

Через час мокрый, липкий снег притрусил поле и суглинисто-черные комочки убитых, никло полегших везде, где, наступая и отходя, топтались цепи сражавшихся.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗрле ҫил хӗвелтухӑҫнелле ҫаврӑнчӗ, чух кӑна сивӗ ҫанталӑк сасартӑк ӑшӑтнипе таткаланнӑ кӳлленчӗксене ҫӳхе те таса пӑр сийӗпе сапласа хучӗ.

Ночью ветер повернул с востока, легонький морозец кристальным ледком латал изорванные оттепелью лужины.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫатӑрах чӗпӗтекен сивӗ шыв кӳлленчӗкӗсене ҫӳхе пӑр сийӗпе витсе кайнӑ.

Морозец затянул лужи тонкой коркой льда.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пур япаласем те хулӑм тусан сийӗпе витӗннӗ, чӳречесемпе тумбочкӑсем ҫинче нумайранпа шӑварман чечексем саралса, шанса кайнӑ.

На всем лежал толстый слой пыли; на окнах и на тумбочках желтели и вяли давно не поливавшиеся цветы.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Консерва юлашкине, ҫу сийӗпе витӗннӗ темиҫе аш тӗпренчӗкне, Алексей ирхинех ҫисе яма шутларӗ, мӗншӗн тесен унсӑрӑн вӑл хӑй ура ҫине тӑраяс ҫуккине сисрӗ.

Жалкие остатки консервов – несколько волоконцев покрытого ароматным салом мяса – Алексей решил съесть утром, так как почувствовал, что иначе ему не подняться.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех