Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салхуллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
салхуллӑн (тĕпĕ: салхуллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӗрачана: «Ну, мӗн эсӗ, хӗрӗм, пуҫна уснӑ-ха, килӗшмест, килӗшмест сана кун пек салхуллӑн ҫӳрени. Эсӗ текех пӗчӗк мар ӗнтӗ, ӑна-кӑна хӑвӑнах шутлама пӗлес пулать», — тенӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акӑ ун ҫине пӗчӗк те тӳрӗ сӑмсаллӑ, мӑкӑнь ҫеҫки евӗр мӑкӑрларах тӑракан ачаш туталлӑ хӗр салхуллӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Пӗр шутласан, мӗн чухлӗ трагеди ҫакӑ хаваслӑ курӑнма тӑрӑшакан этемӗн пурнӑҫӗнче! — шухӑшларӗ Пазухин, ӑста кӗслеҫӗ ҫине салхуллӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Авӑк куҫ харшисем айӗнчен пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем кӑмӑллӑн, кӑштах салхуллӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсенче ватӑ ҫын ӑсӗ те, ҫунатлӑ шухӑш та, чун илемӗ те курӑнать; унӑн пӗтӗм килӗшӳллӗ сӑнӗ темле пысӑк хавхаланупа ялкӑшса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗҫкӗсенче вӑл, тарӑхса та хурланса, хӑйӗн яланхи юррине салхуллӑн юрланӑ:

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Борис ман ҫине салхуллӑн пӑхса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пишсемпе Мыйраки килет! — салхуллӑн кашкӑрса ячӗ Касмухха, Ҫтаппанпа танлашсан.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара салхуллӑн хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл салхуллӑн юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук салхуллӑн юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, кӗтӳ те хӑвалаҫҫӗ, акана та каяҫҫӗ… Ман лаша ҫук», — кӑмӑлсӑрланса шухӑшларӗ те Ҫтаппан килне салхуллӑн таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫывӑрман эпӗ… — малтанхи пекех салхуллӑн хуравларӗ Уҫка.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтерсе тӑкнӑ, — салхуллӑн тавӑрчӗ Семен Микулинский.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алимпи салхуллӑн сывласа илчӗ, вӑл пайтах вӑхӑт хушши чӳрече умӗнче чавсаланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пӑхман хӗвеле ирӗксӗрлесе пӑхтараймӑн — терӗ те хӑй ӑшӗнче, килнелле салхуллӑн пӗр-пӗчченех утрӗ.

Не заставишь взглянуть на себя неприглядное солнце, — мысленно сказал он и уныло пошел домой.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Митя, карта ҫине тайӑнса, салхуллӑн пӑхкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑп-тӑп пӳллӗскер, вӑл урапа ҫинче хутланса ларса пынӑ, хура та илемлӗ куҫӗпе салхуллӑн пӑхкаласа, хӑй ҫӑмӑлланасси ҫинчен шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чечек, денщик ытла салхуллӑн Тӑраҫҫӗ халь пуҫа пӗксе.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӑшал пени инҫе каймасӑр, Сас пачӗ, сӗмсӗр витлесе, Юманлӑх хускалма хӑймасӑр, Салхуллӑн тӑчӗ итлесе.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, вӑл салхуллӑн йыхравларӗ Хура та выҫӑ сехмете.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех