Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салтрӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бригада начальникӗ урисене салтрӗ, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ куртка тӳмисене вӗҫертсе кан ҫине йӑванса кӑна кайнӑччӗ, кӗсйинче конверт пуррине аса илчӗ.

Начальник бригады разулся, расстегнул ватную куртку и, уже забравшись на кан, вдруг нащупал в кармане конверт.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Ван хыпаланса хӑй япалисене салтрӗ те Чжао Юй-линя кантра тыттарчӗ.

Сяо Ван развязал свои вещи и передал Чжао Юй-линю веревку.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Деканпа гладиаторсем посолӑн юлташӗсене илсе кайсан, Спартак посол куҫне ҫыхнӑ тутӑра салтрӗ.

В то время как декан удалялся с гладиаторами и спутниками посла, Спартак снял с глаз римлянина повязку и сказал:

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Катя пуҫӗнчи тутӑрне салтрӗ те, хур аҫине хӑратса: — Кӑшша! Кӑшша! — терӗ.

А Катя сняла платок и стала на гусака махать и кричать: — Геть! Геть!

Пирӗн ҫине хур аҫи тапӑнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Малтан вӑл ӑна аллипе салтрӗ, кайран урипе те салтма тытӑнчӗ, унӑн ури те алӑ пекех-ҫке.

Она сначала рукой отвязывала, а потом стала ногой отвязывать, потому что у неё на ногах тоже руки.

Орангутанг пысӑк упӑте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӗрарӑм сӑмсине шӑнкартса, куҫӗсене шӑлкаласа, хӑйӗн миххине салтрӗ те ачана икӗ кукуруза пуҫне тӑсса пачӗ.

Женщина, сморкаясь и вытирая глаза, развязала свой мешок и протянула мальчику два початка кукурузы.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ирхине вӑл, ытти чухнехинчен ӑс-тӑнлӑрахскер, пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ хутаҫ анине ҫыхса тӑракан кантӑрана салтрӗ.

И наутро, образумившись наконец, он развязал ремешок, стягивающий кожаный мешочек.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

— Чылай кӗтсе тӑтӑн-и пире? — чӗнмесӗр пыма аван мартан чӗлхине салтрӗ сӑмаха кивҫене кӗрекен Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пысӑкки пӗчӗккин пуҫне йӑлтах хупӑрласа тӑнӑ тутӑра салтрӗ, унӑн салоп тӳмисене вӗҫертрӗ, уринчи ӑшӑ пушмакӗсене хыврӗ, вара пӗркеннӗ пӗчӗк хӗрарӑмран ҫара мӑйлӑ чипер платье, шурӑ шӑлавар тата пӗчӗкҫӗ хура пушмак тӑхӑннӑ вуникӗ ҫулхи ытармалла мар хитре хӗрача пулса тӑчӗ.

Большая размотала платок, закрывавший всю голову маленькой, расстегнула на ней салоп, и когда ливрейный лакей получил эти вещи под сохранение и снял с нее меховые ботинки, из закутанной особы вышла чудесная двенадцатилетняя девочка в коротеньком открытом кисейном платьице, белых панталончиках и крошечных черных башмачках.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл ҫав тери хытӑ пӑлханчӗ: мӑйне пӑркаларӗ, хумсем шавланине итлерӗ, хӑлхисене ҫил кӗресрен витнӗ тутӑрне те салтрӗ.

Он был сильно встревожен: вертел шеей, прислушивался к шуму прибоя, даже снял платок, прикрывавший уши от ветра.

II // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Чочой ҫыххине салтрӗ:

Чочой развернул и вскрикнул:

Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Миххинчен ҫавӑрса ҫыхса хунӑ темӗнле журнал кӑларса ҫыххине васкамасӑр, асӑрханса салтрӗ вӑл.

Достав свернутый в трубку какой-то журнал, он бережно развязал тесемку.

Гоомо таврӑнчӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫителӗклӗ таранах аякка кайнӑ пек туйӑнсан, вӑл эскимос пӳрчӗ хыҫне ларчӗ те чӗркенине салтрӗ.

И, когда ему показалось, что он ушел уже достаточно далеко, он присел за эскимосской хижиной и осторожно развернул сверток.

Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пиншакне хывса хучӗ Нина, тутӑрне салтрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ильсеяр бинта салтрӗ.

Ильсеяр развязала бинт.

ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Темиҫе салтак ӑна куҫран ӳкермесӗр сӑнарӗҫ, вара Мэрдан, аллине сӗлтсе, — усӑсӑр ӗҫ тесе, — саппунне салтрӗ те, ӑна кимме пӑрахса, чӑнкӑ ҫыран тӑрӑх хӑйӗн будкине улӑхрӗ.

За ним упорно следили несколько солдат, и Мэрдан, махнув рукой — дескать, бесполезный труд, — снял фартук и, бросив его в лодку, поднялся по откосу к себе, в будку.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Леш шанчӑксӑр мучи пиҫиххине салтрӗ, кивӗ чекменӗпе вӑрӑм пир кӗпине хывса пӑрахрӗ те…

Подозрительный дед развязал пояс, потом скинул старый чекмень, длинную холщовую рубаху.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӑл пӗр самант шухӑша кайса тӑчӗ, унтан аллине кӗсйене чиксе ячӗ те хуҫлатса хунӑ тутӑр, шинель айӗнче пиҫиххи вырӑнне ҫыхнӑ алшӑлли кӑларчӗ, мӑйӗнчи хӗрлӗ тутӑрне салтрӗ те пурне те пӗр ҫӗре пӗтӗркелесе карчӑкӑн чӗрҫи ҫине хучӗ.

Он задумался на мгновение и полез в карман, достал новый сложенный платок, полотенце, которым он был подпоясан под шинелью, торопливо снял с шеи красный платок, скомкал все и сунул в колени старухе.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Старик яланхи пекех сӑхсӑхса илчӗ, пиҫиххине салтрӗ те хӗвӗнчен темӗнле хут кӑларчӗ… унтан аслӑ ывӑлне Йӑкӑната, тата тулта тӑракан Илюш амӑшне пӳрте чӗнсе кӗртрӗ.

Как всегда, старик помолился богу, распоясался, достал какую-то бумагу и позвал в избу старшего сына Игната и Илюшкину мать, которая была на дворе.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов вара ун патне пырса ҫыххине кӑштах салтрӗ те ҫывӑрма выртрӗ.

Дутлов подошел, отпустил ему кушак и лег.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех