Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салтрӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче Ваня юлташ хута салтрӗ те тин кӑна кӑвакарса килекен шуҫӑм ҫутинче амӑшӗ хунӑ темиҫе конфета курчӗ.

По дороге на контрольное свидание товарищ Ваня развернул бумажку и при свете занимающейся зари увидел несколько леденцов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗр тутӑрпа чӗркесе йӑтнӑ ҫыххине салтрӗ те тӗрӗллӗ алшӑлли кӑларчӗ, ӑна саркаласа турӑш ҫине ҫакса ячӗ, вара, Христос умне ҫурта ҫутса лартрӗ, унтан чӗркуҫленсе чул урайне ӳкрӗ те, йӑшӑлт та хускалмасӑр, пуҫне ҫӗклемесӗр турра кӗл турӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тутӑрне хуллен салтрӗ, вунӑ тенкӗлӗх хӗрлӗ укҫасене вуннӑ илчӗ те Макара алӑран кӑшӑрт тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тимафи пичче юлашки вӑйӗпе тӳртлӗхе те туртса салтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Атте эпӗ ҫыхнине салтрӗ, хуҫӑлнӑ вырӑна темиҫе хут аллипе хыпашласа сӑтӑркаласа, хӑй пӗлнӗ пек ҫӗнӗрен майласа ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл Ҫтаппан аллине салтрӗ те каллех чунтан тарӑхнӑ пек калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ йӗкӗт пушшех урса кайрӗ, хӗрӗн хыҫалтан ҫыхнӑ саппун кантӑрине шӑлӗпе туртса салтрӗ

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун выртнӑ ҫӗртех кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ те, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, ҫӗтӗк сӑхманӗ ҫинчен ҫыхнӑ пилӗкӗнчи кантрана салтрӗ, вара, така каллех хӑй патнелле килнине асӑрхасан, йӑпӑр-япӑр йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виктор Андреевич пӑтана ҫакса янӑ сахӑр хутаҫҫине илсе салтрӗ, кӑмака ҫинчи чейникрен алюмини кружка ҫине чей ярса, сахӑрне яшка кашӑкӗпех пӑтратрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Виноградов лаши патнелле тапкаланса пычӗ, йӑмра ҫумӗнчен чӗлпӗрне салтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тухтӑр малтан манӑн куҫ ҫинчи сурпана салтрӗ, куҫ хупанкине уҫса пӑхрӗ те пуҫне пӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав хушӑра Анахвӑр ура ҫине ҫӗкленчӗ, кӗпи-тумтирне вӑшт-вашт хывса печӗ, урине салтрӗ те, ҫаппа-ҫарамасскер, хӗвелтухӑҫнелле тилмӗрсе пӑхса, тем пӑшӑлтатрӗ, ҫапла-ҫапла тенӗ пек, пуҫне сула-сула илчӗ.

Анахвер резко поднялся, порывисто сбросил с себя одежду, разулся, совершенно голый повернулся на восток и снова забормотал, часто кивая головой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Северьян миххине салтрӗ те унти ӑпӑр-тапӑра Ахтупайпа Ятламаса кӑтартма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аспар ун умне пырса ҫыхнӑ аллисене салтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унтан вӑл хутаҫҫине салтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Павӑл ҫыхха салтрӗ те — сӗтел ҫине ҫич-сакӑр тетрадь тухса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӗрке кантрисене салтрӗ те Павӑл шак хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет Эрнепи аллисене ҫыхнӑ кантрана салтрӗ те шӑпӑр шӑтӑкнелле ывӑтрӗ, хӑй каллех Эрнепи ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗпер карлӑкне-вӗрене туртса тӗрӗслерӗ те икӗ вӗҫӗнчен те салтрӗ.

Он подергал веревку, которая служила перилами к мостику, и отвязал ее с обоих концов.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Урама тухсан Детрей хапха тӗлӗнче кӑкарнӑ лашине салтрӗ, йӗнер ҫине улӑхса ларса васкамасӑр уттарать; вӑл Джесси ҫинчен шухӑшлать.

Выйдя на улицу, Детрей отвязал лошадь, привязанную возле подъезда, и, утвердясь в седле, поехал шагом, размышляя о Джесси.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех