Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

расна сăмах пирĕн базăра пур.
расна (тĕпĕ: расна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи ӑна икӗ расна хӗрарӑма сутнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Хӑш-пӗр чухне эпир расна.

Иногда мы разные.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесен аталану ҫул-йӗрӗ пӗрешкел пулман, халӗ те пӗр пек мар, мӗншӗн тесен вӗсене аталанмалли условисем расна.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кун пек каланипе эпир икӗ чӗлхери пӗр пек япаласенех расна ҫутатмалла тесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Икӗ чӗлхе тытӑмӗ енчен расна пулсан, вӗсен орфографийӗсем те пӗрешкел пулма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Цифрисем пӗр пекех, анчах саспаллисем — пачах расна.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кӗнекери кашни калаврах расна геройсем, тӗрлӗ халӑхсен ывӑлӗсем, анчах вӗсене пурне те пӗр хӑватлӑ туйӑм — иксӗлми патриотизм, Тӑван ҫӗршыва нимрен те ытларах юратни пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ тӑвать, пӗр тӗллев патне илсе пырать: тӑшмана ҫӗнмелле, совет халӑхӗн чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑвармалла!

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑмака ӑшшипе газ ӑшши - пачах расна.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Анчах эсир расна пулни сирӗн вӗсем пек кӑна тумаллине пӗлтермест.

Однако, различие во взглядах не значит, что вы должны поступать только так, как вам они говорят.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсемпе кану пирки расна шутланине ӑнланатӑр.

Новым открытием будет сейчас то, что ваши с близкими взгляды на отдых сильно отличаются.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак икӗ хӗр сӑнпа кӑна мар, кӑмӑлӗпе те пӗр-пӗринчен тӗлӗнмелле расна иккен.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пура пуракансемпе хӑма ҫуракансене каҫсерен пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн парса пыма расна юхтар.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апатне те ҫакӑнтах, ҫемьерен расна ҫисе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

- Пӗрешкел майсем, условисем – ресурссем, ҫӗр, ҫыннисем те ҫавсемех, анчах кӑтартӑвӗ расна, - тет вице-премьер - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

— Эх, Зоя, Зоя… — Исаков тӗлӗнсе хӗре куҫран пӑхрӗ, — расна ҫынсем иккен эпир!

— Эх, Зоя, Зоя… — Исаков удивленно посмотрел девушке в глаза, — мы, оказывается, разные с тобой!

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Чӗлхе те расна вӗсен.

Да и язык у них разный.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тулашӗнченех расна.

Различались внешне.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни ҫыннӑн вӑл расна пулать-тӗр, анчах Ятман халӗ хӑйне телейлӗ тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех