Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районӗнче (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патӑрьел районӗнче акӑ килпетсӗр ҫемьесен тӗлӗшпе ял старостисем тимлӗрех пулма тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Элӗк районӗнче 26 лаптӑкпа тӗллевлӗн усӑ курманнине уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кӑҫал К.В.Иванов ҫуралнӑ кун тӗлне Пелепей районӗнче пуҫласа «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» муниципаллӑ уҫӑ АРТ-пленэр йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Аслӑ ӑру ҫыннисемпе инвалидсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫурчӗ Красноармейски районӗнче иккӗ, вӗсем халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен центр тытӑмне кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Р.Камалетдиновпа унӑн юлташӗсемшӗн, ҫав шутра Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳснӗ, совет саманинче республикӑна ертсе пынӑ Илья Прокопьевшӑн та, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗркунне кӑна вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Муркаш районӗнче вӑл ҫулсеренех иртет сӑмахран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Михаил Игнатьевпа Николай Малов Ҫӗрпӳ районӗнче хӑмла плантацийӗнче ӗҫлекенсене курса савӑнчӗҫ, вӗсемпе калаҫрӗҫ, хӑмла лартма та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Етӗрне районӗнче те пултаруллӑ ҫын пайтах.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акмашкӑн паха вӑрлӑх тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тӗлӗшпе те чӑрмав пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Черетлӗ мероприяти нумай пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Элӗк районӗнче вута пула нумай пулмасть 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлни те сисчӗвлентерет.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пӗрлехи информаци кунӗ Шупашкар районӗнче питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ: палӑртнӑ темӑсем анлӑ, районта пурӗ 17 ушкӑн ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Вӑрмар районӗнче ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Патшалӑх ветеринари службин руководителӗ С.Скворцов пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

2015 ҫулта Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗнче шайӗнчи стадион хута янине, вӑл пӗр кун та пушӑ тӑманнине, ҫавӑн пеккине малашне те чылай тӑвассине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Эпӗ паян Шупашкар районӗнче чылай ҫул пушӑ выртнӑ ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес тӗлӗшпе еплерех кӗрешнине хам куҫпа куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнче 2 пин гектар ытла, ҫав шутра маларах усӑ курман 400 гектар ҫӗре Самар облаҫӗнчи «Агарт» тулли мар яваплӑ общество пусӑ ҫаврӑнӑшне явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Элӗк районӗнче суд тытӑмӗнче ӗҫленӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнса стенд хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Унта Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ ҫулсенче халӑх судйинче ӗҫленисен ячӗсене те кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Канаш районӗнче паянхи кун — 30 шкул, ҫав шутра 17-шӗ — вӑтам.

В Канашском районе на сегодняшний день - 30 школ, из них 17 - средних.

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Кӑҫал Республика кунне Элӗк районӗнче ирттерме йышӑнни пирӗн яваплӑха тата ытларах ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех