Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлсе (тĕпĕ: пӳл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӗсене чарса пӑрахса, сывлӑшне пӳлсе, ача пӳлӗме карса илнӗ каҫхи сӗмлӗх ҫине тинкернӗ, йӑвӑҫҫу ҫутипе ҫав сӗмлӗх шӑппӑн чӗтренсе тӑнине курнӑ…

Широко раскрыв глаза, удерживая дыхание, мальчик смотрел в ночной сумрак, наполнявший комнату, видел, как тихо он трепещет от огонька лампады пред образом…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сылтӑмалла пӑрӑнса, вӑл тӑшман самолечӗ ҫинелле пенӗ те унӑн ҫулне пӳлсе лартнӑ, унтан ӑна лектерсе ҫӗре персе ӳкернӗ.

«Отвернув» вправо, он дал заградительную очередь и, поймав вражеский самолёт в прицел, сбил его.

15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пурте пӗрне-пӗри пӳлсе каласа парасшӑн.

Говорили без умолку.

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫак ятпа эпир пӗр-пӗрне саламлатпӑр, пӗрне-пӗри пӳлсе, хамӑр «Лавочкинсене» мухтатпӑр.

Мы поздравляем друг друга, наперебой хвалим своих «Лавочкиных».

9. Ҫапӑҫма хӑнӑхса пыратӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Мӗн те пулин пулсанах, вӑл Васька ҫулне пӳлсе лартать.

Чуть что — Лео тут как тут и загораживает беглецу дорогу.

Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл ретсем хушшипе шуса пычӗ те Васька ҫулне пӳлсе лартрӗ.

Он побежал в проход между рядами и загородил Ваське дорогу.

Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пӗчӗк Лео ҫар ҫынни пек пулса, пысӑк Васька умӗнче ҫул пӳлсе тӑнине пӑхма та тӗлӗнмелле пулчӗ.

Странно было видеть маленького Лео, стоявшего в воинственной позе рядом с громадным Васькой.

Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Лео каллех тумби ҫинчен сиксе анчӗ те Васька ҫулне пӳлсе лартрӗ.

Лео снова соскочил с тумбы и храбро загородил Ваське дорогу.

Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Сунарҫӑсем яланах вӗсен тинӗс патне тармалли ҫулне пӳлсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тинӗс арӑсланӗсем тинӗселле чӑмса хӑтӑлма та пултараҫҫӗ.

Охотники стараются ползти так, чтобы отрезать морским львам путь к отступлению, к воде.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ ун ҫулне пӳлсе тӑтӑм та: — Алле! — тесе кӑшкӑртӑм.

Я загородил дорогу и крикнул: — Алле!

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хапха кӗлипе ҫӑра унӑн ҫулне пӳлсе лартнӑ.

Засовы и замок преграждали путь.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл татах та тем каласшӑн пулчӗ, анчах консул ӑна пӳлсе чарчӗ:

Он хотел распространяться дальше, но консул резко прервал его и спросил:

Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Унтан вӑл салхуллӑ куҫӗсемпе хӑйне хӗн кӳрекен ҫине пӑхса илчӗ, — ашак ун умӗнче ним айӑпа та кӗмен-ҫке; вара хӑюллӑн ярса пусрӗ те «доджа» иртме пӳлсе, ҫул урлӑ тӑчӗ.

Потом он взглянул печальными глазами на обидчика, перед которым ничем не провинился, и, решительно шагнув, встал поперек моста, загородив дорогу «доджу».

Ашак // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку сивчир ҫеҫ, — терӗҫ кӳршӗ хӗрарӑмӗсем пӗрне пӗри пӳлсе.

Это только малярия, — наперебой говорили нам соседки.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Малтанах янӑ ротӑпа вӑрмана пырса вырӑнаҫнӑ партизансем нимӗҫсем Коленца ялне калла чакса каймалли ҫула пӳлсе хучӗҫ.

Две роты, посланные заранее лесом в обход немцев, отрезали им путь отступления на Коленцы.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем чӑхӑмласа ҫула пӳлсе ан лартчӑр тесе эпир чугун ҫул хӗррине темиҫе партизана чӗн пушӑсем тыттарса тӑратрӑмӑр.

Чтобы предотвратить затор, поставили у въезда на полотно несколько партизан с кнутами.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫсем пирӗн ҫула тата тепӗр хут ҫурҫӗр енчен пӳлсе хума пикенсе пӑхрӗҫ.

Немцы ещё раз попытались преградить нам дорогу на север.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Штабран нумай катана тарса юлнӑ Дед Мороз ушкӑнӗн ҫулне те нимӗҫсем пӳлсе лартрӗҫ.

Отрезана немцами была и отдалённая от штаба группа Деда Мороза.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗр ушкӑнӗн нимӗҫсем каялла чакмалли ҫулне пӳлсе хумалла пулнӑ, тепӗр ушкӑнӗн, тӑшмана тылран пырса ҫапса, Клевень шывӗ хӗррине хӗстерсе лартмалла пулнӑ.

Он хотел отрезать движение противнику вперёд, одновременно зайти ему в тыл и прижать к реке Клевень.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Ӑҫта каланӑ, — сасартӑк хыттӑн та пӑхӑнтаракан сасӑпа начальнике пӳлсе хунӑ Дзержинский, — ӑҫта каланӑ: тӗрмере ларакан хӑйӗн чирлӗ юлташне ҫӗклесе тухма пултараймасть тесе?

— Где сказано, — вдруг резко, громко и властно перебил начальника Дзержинский, — где сказано, что один заключенный не может понести другого заключенного, если он болен?

Уҫӑлса ҫӳреме тухсан // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех