Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсе (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татьяна, пӗчӗк ачана савакан амӑшӗ пек, хуллен те ачаш сассипе: — Ҫук, Ҫтаппан… Эсӗ нимшӗн те айӑплӑ мар ман умра. Ку тӗнчере никам та хӑй ӑраскалӗнчен иртме пултараймасть. Атте турӑ эпир ӗненнине тӗпчесшӗн усал сывлӑш Михха сӑнарлӑ курӑнса килчӗ. Ан хурлан, савнӑ тусӑм. Ан тив, тӗп туччӑр. Ку тӗнчере эпир пурте… Михха та икӗ ӗмӗр пурӑнас ҫук. Леш тӗнчене куҫсан, хӑй шыранине тупӗ. Ан ҫиллен… каҫар ӑна… — терӗ те вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе калаҫма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗн ҫӗкленнӗ чышки лаштах усӑнчӗ, вӑйӗ пӗтсе килнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку ӗнтӗ Шаккурӑн чӑтӑмлӑхӗ пӗтсе ҫитнине, вӑл ҫак самантра тем те туса хума пултарнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑлхавҫӑсен тӳсӗмӗ пӗтнӗҫемӗн пӗтсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ура вӑйӗсем пӗтсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун ура вӑйӗ пӗтсе килчӗ пулас — вӑл тӗшӗрӗлсе анмах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, ҫак ҫулсенче хуйхӑпа пӗтсе кӑн-кӑвак ҫӳҫлӗ карчӑк пулнӑскерне, туссем Арск улӑхӗнче, тыткӑнран хӑтарнисен хушшинче шыраса тупрӗҫ те яла тухса кайиччен кремль те пулин курса юлас тесе хӑйсемпе пӗрле илсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑй пӗтсе кайрӗ пӗтӗм…

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗнче пӗтсе килнине курнӑ пекех хӑраса ӳкнӗ хӑй.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Йӑлтах кӑҫалхи ҫуркунне хупларӗ: апрель уйӑхӗнчех силос пӗтсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӗсем ӗнер ҫеҫ пӑрахса кайрӗҫ: хӑйсен те, лашасен те апатсем пӗтсе ҫитнӗ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Урок пӗтсе килет, эпир ӗҫе пӗтереймен: пурте хӑма ҫине чикӗнсе ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ал-ура вӑйӗ шалтӑр пӗтсе ларчӗ; пуҫ ҫаврӑнса кӑйрӗ, ӑш патранать, шӑм-шак сурать — вырт та вил ҫавӑнтах.

руки-ноги обмякли, закружило, замутило, тело все разламывается — ну хоть ложись и помирай.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑман ҫавӑрттарать, пӗтӗрӗнет, асать — тӗнче пӗтсе килет тейӗн.

Здесь запуржило-закрутило еще хлеще, будто настоящий конец света наступил.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ пӗтсе пыракан халахӑн юлашки-тӗлешкийӗ тейӗн…

Выходит, я поскребыш вымирающего народа…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл вара, вӑйӗ пӗтсе килнӗрен пулас, каллех ӑнран кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

…Ухтиванӑн юлашки халӗ пӗтсе ҫитет, куҫӗ хуралса килет.

…Силы Ухтивана на исходе, в глазах потемнело.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫур енне кайсан ҫимелли тӑнчах пӗтсе ҫитет те, Серентей хӑйӗн ҫуртне тепӗр ҫынпа улӑштарать, пӳрчӗ ҫине сӗтев илет.

К весне и вовсе голодать стал Серендей и надумал обменять свой дом на другой домишко, чтоб, значит, получить хлеба впридачу.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи ҫак самантра каялла ҫаврӑнса кайма та хатӗр пулас, кайма пултараймасть, малалла утма — шалтӑрах хал пӗтсе ларнӑ…

Савдеби готова повернуть назад и не может этого сделать, шагнуть вперед — не осталось сил в ногах…

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алли-урисене вӗлтренпе чӗпӗттерсе, тӑпрапа вараланса пӗтсе вӗсем пахча патнелле упаленсе ҫитнӗ.

Обжигая руки, ноги злой крапивой, перепачкавшись в земле, наконец пробрались они к огородам.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех