Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсе (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Египетӑн Вӑтам патшалӑхӗ пӗтсе ларма пуҫласан тата нубисене пулӑшма килнӗ гиксоссем тапӑнса килсен Египет экспансийӗ вӑхӑтлӑха чарӑнса лартнӑ.

Египетская экспансия была временно остановлена упадком Среднего царства Египта и вторжением гиксосов, ставших союзниками нубийцев.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Иван хутаҫҫинче апат-ҫимӗҫ пӗтсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

— Курӑр-ха, Хӗветӗрӗн вутти-шанки пӗтсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑм, авӑ, хире-хирӗҫ пулса, пӗр-пӗринпе тытӑҫса пӗтсе ларчӗ, — кӑмӑллӑн калаҫрӗ Хӗрӳ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Хӗрӳ пӗтсе пырать ҫав пирӗн, ваттисен, — терӗ вӑл хӑйне бригада йышӑнма сӗнсен, — ӗҫлеччӗр ҫамрӑксем, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшӑпӑр вӗсене».

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аш татӑкне вӑрах чӑмлать: шӑлӗсем пӗтсе пыраҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑйӗсем пӗтсе килнине туйса, вӑл кинне сак ҫине лартрӗ, хӑй юнашар лаплатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫапла, пирӗн ӑру пӗтсе пырать, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ Ваҫиле, — хамӑр ялтан та вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнчех ик ҫӗр арҫын тухса кайрӗ — яланлӑха.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пичӗ пурӑ пек шуралса кайрӗ, вӑйӗ пӗтсе кайнипе пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑйсем пӗтсе килчӗҫ, вӑл сак ҫине тӗршӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Васкамасӑр тумланма пуҫларӗ те вӑйӗ пӗтсе кайнипе сак ҫине шаплатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑмарӗ, вӑй пӗтсе ҫитнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑйӗ пӗтсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ермолайӑн ытла хытӑ хуйхӑрнипе вӑйӗ пӗтсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та вӑйӗ пӗтсе пынипе ура ҫинче аран-аран тытӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Чӗлхе ҫине хумалӑх ҫӑкӑрӗ те, ытти апат-ҫимӗҫӗ те йӑлтах пӗтсе ҫитнӗрен вӑйран кайнӑ амӑшӗ Ментти ывӑлне хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Выльӑх валли апат пӗтсе ҫитсен сарайсене витнӗ улӑма та сӳсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Выльӑх-чӗрлӗх пӗтсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх пӗтсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сивӗпе, шывпа тата ҫил вӗрнипе Урал тӑвӗсен тӑррисем ҫурӑлса пӗтсе татӑкӑн-татӑкӑн саланса пынӑ.

От мороза, воды и ветра вершины их растрескались и рассыпались на куски.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех