Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсе (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телевиденипе паракан передачӑсемпе киносен художествӑллӑ пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатмасӑрах ҫапла калама пулать: чӗрӗ театра нимӗн те улӑштараймӗ, вӑл нихӑҫан та пӗтсе лармӗ, малашне те ӳссе аталанса, ытти пур искусствӑсене пуянлатса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗр паллӑ кинорежиссер, кинопа телевидени хӑвӑрттӑн аталанса пынине шута илсе, театр пурнӑҫӗ кӗҫех пӗтсе лармалла, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Улшӑнса, аталанса пыракан пурнӑҫ пире ансӑр специализаци пӗтсе пынине, профессилле искусство художествӑллӑ пултарулӑх коллективӗсемпе организацисен шучӗпе ӳссе-сарӑлса пынине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫак улшӑнусем хыҫҫӑн драма искусстви пӗтсе ларать теме хӑякансем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ачасен ҫимелли те пӗтсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑтӑрхи-хевти пач пӗтсе ларнипе чутах тӑнк ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ михӗ пек кӑпӑр-капӑр йӑваланса анса ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Эсӗ манӑн вӗт, ӑҫта хӑварӑп эпӗ сана хамран, — вӑйӗ пӗтсе килнипе ачине кӗҫ ҫеҫ ҫӗре ӳкермерӗ Клава.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ик-виҫӗ хутчен аллисемпе хӑлаҫланкаласа илчӗ пулас хӗр, кӗҫех сывлӑшӗ пӗтсе килнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Мӗн тӗнче пӗтсе килес пек анраса ҫӳретӗн ҫак? — илтӗнет ашшӗн хулӑнрах уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах та пирӗн хушӑра кивӗ самана юлашкисем те пӗтсе ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑрман хӗрача макӑрнипе вӑйӗ пӗтсе килнине сисрӗ, вара мӗнле выртнӑ, ҫаплипех ним туйми ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эпир хамӑра тивӗҫлӗ ҫӑкӑра каялла илтӗмӗр, ҫакӑнпа пирӗн кӗрешӳ пӗтсе те ларчӗ, — терӗ малалла лӑпкӑн Горовиц.

— …Мы добились этой порции хлеба, и вся борьба закончилась, — продолжал спокойно Горовиц.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Площадьри вӗтӗр-шакӑр ачасем, хӗл ӗмӗрӗ пӗтсе килнишӗн савӑнса, ҫӗтӗк-ҫатӑкран ҫӗлесе тунӑ мечӗке пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ушкӑнпа хӑвалаҫҫӗ.

На площади ребятишки, радуясь окончанию зимы, гурьбою яростно гоняли тяжелый тряпичный мяч.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кирук куҫ умӗнчех пӗтсе пычӗ, вара ҫӑварни эрнинче хуллен сӳнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗвел тӗттӗмленнӗ пек, тӗнче пӗтсе килнӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗтӗм ӗҫ пӗтсе ларма пултарасса туйса сиксе тӑчӗ те вӑл тискер куҫӗсемпе хирӗҫ кӑшкӑракансем ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утравшӑн тапраннӑ тавлашура нихҫанхинчен нумай тупӑш курасси те пӗтсе ларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ пӗтӗмпех пӗтсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь пӗтӗмпех пӗтсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, пӗчӗк ачана савакан амӑшӗ пек, хуллен те ачаш сассипе: — Ҫук, Ҫтаппан… Эсӗ нимшӗн те айӑплӑ мар ман умра. Ку тӗнчере никам та хӑй ӑраскалӗнчен иртме пултараймасть. Атте турӑ эпир ӗненнине тӗпчесшӗн усал сывлӑш Михха сӑнарлӑ курӑнса килчӗ. Ан хурлан, савнӑ тусӑм. Ан тив, тӗп туччӑр. Ку тӗнчере эпир пурте… Михха та икӗ ӗмӗр пурӑнас ҫук. Леш тӗнчене куҫсан, хӑй шыранине тупӗ. Ан ҫиллен… каҫар ӑна… — терӗ те вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе калаҫма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех