Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хӑйӑ вӗҫне пир уҫҫинчен вун тӑваттӑмӗш ҫип тӗлӗнче кӑлар та икӗ ҫип урлӑ пӗр ҫиппине хӑйӑ ҫине ил; икӗ ҫип урлӑ пӗр ҫиппине хӑйӑ ҫине ил; икӗ ҫип урлӑ пӗр ҫиппине хӑйӑ ҫине хур та икӗ ҫип урлӑ каҫса хӑйӑ вӗҫне пир уҫҫине кӗртсе яр; вун иккӗмӗш ҫип тӗлӗнчен хӑйӑ вӗҫӗ тухтӑр та икӗ ҫип урлӑ пӗрне ил хӑйӑ ҫине, икӗ ҫип урлӑ пӗрне ил хӑйӑ ҫине, икӗ ҫип урлӑ пӗрне ил, икӗ ҫип урлӑ каҫса пир уҫҫинелле кӗртсе яр…
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
34. Калатӑп сире: ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 35. икӗ хӗрарӑм пӗрле алӑ арманӗ авӑртӗ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 36. иккӗн хирте пулӗҫ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла, 14. вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ; 15. тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ; 16. ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ; 17. такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ; 18. вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ; 19. унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ; 20. унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Усрама тытӑннӑранпа пӗрне те пусса курман, - хуравлать хуҫа пӗрне аллине илсе.Ни одного не зарезал с тех пор, как начал их держать, — отвечает хозяин, взяв одного в руку.
Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Пӗрне пӗри аван пӗлеҫҫӗ, Пӗрне пӗри пит хисеплеҫҫӗ — Пӗрле вӗреннӗ ҫамрӑксем.
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Шел, тӑван хулара, тӑван республикӑра пӗрне те халӑх умне кӑлараймарӗ-ха, пӗрне те кӑтартаймарӗ паянччен.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тоннель тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен рабочисем тусем витӗр пӗрне пӗри курмасӑр, шӑпах палӑртса хунӑ пек, ним чухлӗ те йӑнӑшмасӑр пӗрне пӗри хирӗҫ тухнӑ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Пӗрне пӗри палламанскерсем, пӗрне пӗри тӗпчесе пӗлнӗ, кураҫҫӗ — пӗр шухӑшлӑ ҫынсем.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Гибелька савӑнчӗ, шӑрпӑксене пурне те шутласа пӑхрӗ, пӗрне те сиктерсе хӑвармарӗ, пӗрне те ӳкермерӗ.Обрадовался Гибелька, все спички пересчитал, ни одной не пропустил, ни одной не выронил.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Говэн ҫаксене пӗрне те курмарӗ, пӗрне те асӑрхамарӗ.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Мӗн каласан та пӗрне ӗненсех тӑратӑп эпӗ, — хушса хума васкарӗ Паганель, хӑть пӗрне те пулин хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, — Роберт ҫакӑнта ҫакланнӑшӑн пӗрре те ӳпкелешмест!
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хутла пӗлмен тӑмсайсем сӗтелӗн пӗр енне ҫавра ункӑ пек пуҫтарӑнса тӑчӗҫ те пӗрне пӗри чавсисемпе тӗккелеме, пӗрне пӗри выляма астара пуҫларӗҫ.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
36. Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38. талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39. талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40. ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41. алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗвел Тусӗ хур чӗлхине пӗлеймерӗ пулас, чӗпписенчен пӗрне малти тяппипе унтан та кунтан тӗккелет.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Ашшӗ, пуҫне енчен енне пӑркаласа, ывӑлне ӳкерчӗксенчен пӗрне кӑтартать:
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Вӗренекенсем пӗрне те сиктермеҫҫӗ, кашни мероприятиех хутшӑнса пӗлӗвне, пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ, тавракурӑмне аталантараҫҫӗ, ӑмӑртаҫҫӗ тата ытти те.
Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret
Вӑйӗ пӗтнӗ лесник, тӑлтти-талтти пусса, каялла ҫаврӑнать — пӳрте кӗртсе арӑмне алӑранах тыттарса хӑварнӑ Хураҫка ҫӳҫкемессенчен пӗрне турткаламаллипех турткалать.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Стервиз ҫынни: «Паян пӗрне тымар кӑшлаттаратӑн, ыран — теприне. Эсӗ те пирӗн хӑраххи. Паян эпӗ — санран, ыран эсӗ — манран», — тесе куҫкӗрет мӑшкӑллаканни, милицие леҫсе ярассипе хӑратаканни.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Иккӗшӗнчен пӗрне суйлама тивет халь сан, Юкур: е валашкана, е — ҫак постановление.
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.