Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрмаях сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрмаях (тĕпĕ: пӗрмаях) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Джоннипе ҫумлӑ тӑракан ача пӗрмаях йӗрмешнӗ, пӗрмаях сӑмсипе нӑшӑклаттарнӑ.

Мальчик, работавший рядом с Джонни, хныкал и шмыгал носом.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.

Не помню, как и что следовало одно за другим, но помню, что в этот вечер я ужасно любил дерптского студента и Фроста, учил наизусть немецкую песню и обоих их целовал в сладкие губы; помню тоже, что в этот вечер я ненавидел дерптского студента и хотел пустить в него стулом, но удержался; помню, что, кроме того чувства неповиновения всех членов, которое я испытал и в день обеда у Яра, у меня в этот вечер так болела и кружилась голова, что я ужасно боялся умереть сию же минуту; помню тоже, что мы зачем-то все сели на пол, махали руками, подражая движению веслами, пели «Вниз по матушке по Волге» и что я в это время думал о том, что этого вовсе не нужно было делать; помню еще, что я, лежа на полу, цепляясь нога за ногу, боролся по-цыгански, кому-то свихнул шею и подумал, что этого не случилось бы, ежели бы он не был пьян; помню еще, что ужинали и пили что-то другое, что я выходил на двор освежиться, и моей голове было холодно, и что, уезжая, я заметил, что было ужасно темно, что подножка пролетки сделалась покатая и скользкая и за Кузьму нельзя было держаться, потому что он сделался слаб и качался, как тряпка; но помню главное: что в продолжение всего этого вечера я беспрестанно чувствовал, что я очень глупо делаю, притворяясь, будто бы мне очень весело, будто бы я люблю очень много пить и будто бы я и не думал быть пьяным, и беспрестанно чувствовал, что и другие очень глупо делают, притворяясь в том же.

XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Каярахпа ҫӗнӗ ӗҫсем пулса иртрӗҫ те, аманнӑ салтак питех аса килми пулчӗ, анчах Сашӑна пӗрмаях пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ, пӗрмаях асаплантарчӗ:

Потом нахлынули новые события, воспоминание о раненом отошло, осталась только одна мысль, которая всегда мучила Сашу:

29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Пирӗн Романшӑн пӗрмаях вӑйӑ, пӗрмаях уяв!

— Нашему Роману все забава, все праздник!

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй патӗнче те пӗрмаях ҫынсем пулнӑ, е унччен ҫӳрекеннисемех, е пӗрмаях ҫӗннисем; ҫынсемпе калаҫмашкӑн тесе вӑл 2 сехетпе 3 хушшинче яланах килте ларнӑ; ҫак вӑхӑтра вӑл ӗҫсем ҫинчен калаҫнӑ тата кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ.

Но и у него беспрестанно бывали люди, то всё одни и те же, то всё новые; для этого у него было положено: быть всегда дома от двух до трех часов; в это время он говорил о делах и обедал.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла, Кирсанов е каласа парать, е итлекенсемпе тавлашса илет, ачасемпе хӗрачасем кунта пӗрмаях ҫавсемех, пысӑккисем вара пӗрмаях улшӑнса тӑраҫҫӗ.

Так идут то рассказы Кирсанова, то споры Кирсанова с компаниею, детская половина которой постоянно одна и та же, а взрослая половина беспрестанно переменяется.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗрмаях пӑхса савӑнса ларатчӗ, пӗрмаях пӑхатчӗ.

И все, бывало, любуется, все, бывало, любуется.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сторешников килӗшет, услови ҫӑмӑл пулнӑран хавасланнипе унӑн пит-куҫӗ ҫуталса илет, анчах Жюли паҫӑрхи пекех хытӑ кӑмӑллӑ, вӑл пӗрмаях малалла тӑсать, пӗрмаях ӑнлантарса парать… «пӗрремӗшӗ — ӑна кирлӗ, иккӗмӗшӗ те ӑна, анчах унтан ытларах сире кирлӗ: эпӗ апата пӗр эрнелӗхе хӑварӑп, унтан тата тепӗр эрнелӗхе, вара ӗҫ манӑҫа та тухӗ, анчах эсир ҫакна ӑнланӑр: эсир ҫамрӑк хӗр ҫинчен мӗнле те пулин сӑмах каласа, вӑл ӗҫ ҫинчен астутармасан кӑна, ыттисем вӑл ӗҫе манӗҫ», — тата ыт. те.

Сторешников согласен, и на его лице восторг от легкости условий, но Жюли не смягчается ничем, и все тянет, и все объясняет… «первое — нужно для нее, второе — также для нее, но еще более для вас: я отложу ужин на неделю, потом еще на неделю, и дело забудется, но вы поймете, что другие забудут его только в том случае, когда вы не будете напоминать о нем каким бы то ни было словом о молодой особе, о которой» и т. д.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Акӑ французсемпе акӑлчансем ҫинчен вулатӑн: вӗсем пӗрмаях ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен пуҫӗсенче пӗрмаях ӗҫлес шухӑш тейӗн!

Вот почитаешь о французах, об англичанах: будто они всё работают, будто все дело на уме!

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эп сирӗн ҫинчен пӗрмаях шутлатӑп, пӗрмаях!

Я о вас все время думаю, все время!

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каланӑ чух хӑй пӗрмаях телефон шӑнкӑртатасса итлесе тӑчӗ, мӗн ҫинчен кӑна каламарӗ пуль вӑл — Италипе Абиссини хушшинчи вӑрҫӑ ҫинчен те, хӑй пӗрмаях Сашӑна асӑнмасӑр иртмерӗ…

При этом он всё время прислушивался, не звонит ли телефон, и во всём, что он говорил — будь то итало-абиссинская война, — была только Саша и Саша…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗрремӗш кольпоскоп шухӑшласа кӑларнӑранпа 100 ҫула яхӑн иртнӗ, анчах прибор хӑй те, ун ҫинче диагностика та пӗрмаях лайӑхланса пыни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Краснокама районӗнчи ял поликлиникинче нацпроект енӗпе ҫӗнӗ кольпоскоп илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3755482

— Аюк, Кулинейкка, — тет аслашшӗ чи пӗчӗкҫеҫҫӗ мӑнукне, — пӗрмаях юмах ҫапас килмест ман.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Студентсен шучӗ пӗрмаях ӳссе пырать: 1974/1975 вӗренӳ ҫулӗнче 12,9 пин студент вӗреннӗ пулсан 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӗсен шучӗ 23 пине яхӑн ҫитнӗ, 2015/2016 вӗренӳ ҫулӗнчи даннӑйсем тӑрӑх ку кӑтарту 30 пине ҫитнӗ, вӗсенчен 1,7 пине яхӑн студент — тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенчен вӗренме килнисем.

Число студентов постоянно возрастает: с 12,9 тыс. студентов в 1974/1975 учебном году до примерно 23 тыс. студентов в начале 1990-х годов, и до 30 тыс. по данным на 2015/2016 учебный год, из которых около 1,7 тыс. составляют международные студенты.

Утрехт университечӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D1%82%D ... 1%87%D3%97

Апла пулин те вӑл пурнӑҫа юратать, пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ, мӑшӑрӗпе 65 ҫул тату та килӗшӳллӗ пурӑннине, унпа пӗрмаях чӑваш театрне спектакльсем курма, ҫулла вара Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кайнине хавасланса аса илет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗрлӗ темӑпа сӑнӳкерчӗксен куравне пӗрмаях ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

85 ҫулти мучи фотомодель пулма килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37334.html

1717 ҫултан пуҫласа 1733 ҫулччен Сикким ҫине пӗрмаях анӑҫран непалсем (пӗррехинче тӗп хулана вӗсем тӗппипех аркатнӑ) тапӑннӑ, тухӑҫран — бутансем.

В период с 1717 по 1733 годы на Сикким постоянно нападали непальцы (однажды полностью разрушившие столицу) с запада и бутанцы с востока.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Коммунистсен партийӗ радиовещанипе телевидени ӗҫне малалла аталантарас, вӗсен идейӑпа политикӑллӑ тата художествӑллӑ шайне ҫӳлерех ҫӗклес тесе пӗрмаях тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Уявсенче пӗрмаях концертсем йӗркелетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

— Мӗн пӗрмаях ҫулӑхатӑн эсӗ ман ҫума, — хӑтӑрса илчӗ Актай Уринене.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех