Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтӗм (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Альбина икӗ кун каялла аслӑ шкула вӗренме тухса кайнине пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ вӑл миҫемӗш класра вӗреннине, мӗн ятлине ыйтса пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Каярах тин пӗлтӗм эпӗ: Атӑл хӗрринче ларнӑ ҫын — Анфиса упӑшки пулнӑ, инженер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тепрер сехетрен эпӗ тепӗр тӗлӗнмелле япала пӗлтӗм: Анфиса пиччӗшӗ — Мускав писателӗ иккен, унӑн ячӗ литературӑра самаях тӗссӗр мар ят.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

…Эпӗ унпа тӑхӑр уйӑх пурӑнтӑм, унӑн чун-чӗрине лайӑх тӗпчесе пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫапах та эпӗ лайӑх пӗлтӗм: ман юлташ, тӗрӗссипе, «Пӗчӗк акӑшсен ташшине» каламасть, вӑл пачах та урӑх кӗвӗ вылять.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ паян Алексей питӗ йывӑр чирпе выртнине пӗлтӗм, пӗр уйӑха яхӑн вӑл — больницӑра…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чи малтанхи каҫ театра кайсан Зиминцев инженер Аньӑна епле кӗтмен ҫӗртен чуптунине те, ӑна хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен епле хӗрӳллӗн каласа панине те, Аня умӗнче хӑйне епле мӗскӗннӗн тыткаланине те, юлашкинчен Аньӑна Ленинградран урӑх хулана куҫса кайма чӗннине те, — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗлтӗм эпӗ ҫав каҫхине!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Каярахпа, ҫуркунне ҫитсен, тӗлӗнмелле хыпар пӗлтӗм

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Малтанхи кунах асаттерен вӑрман ҫинчен ыйта-ыйта пӗлтӗм, вӑл мана интереслӗ ӗҫсем ҫинчен нумай каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Ҫапла вара «америкӑна» эпӗ нумай пулмасть кӑна «уҫрӑм» — «Еркӗн» поэма пуррине пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Эпӗ та нумай пулмасть кӑна «Еркӗн» поэма пирки пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Мана эс юратмастӑн, ҫавна пӗлтӗм, — каллех кӑлтӑркӑлтӑр кулчӗ Глафира.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫавӑн ҫинчен кӑна пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чееленме пӗлтӗм те чипер арӑмпа ырӑ куратӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Часах вӑл Винница облаҫӗнчен килнӗ йӗкӗтпе ҫӳрени ҫинчен пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сӑлтавне кайран пӗлтӗм вара.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫсем ҫинчен ӗнер эпӗ пӗлтӗм Хапӑсра.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тепӗр кунне ҫакна пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Кайран пӗлтӗм, мӑнастир те ҫавӑн пек иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех