Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмесӗр (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрий Гагарин пӗрремӗш космос карапӗн борчӗ ҫине хӑпарнӑ чух Валерий Павлович Чкалова, вӑл, малта мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, Ҫурҫӗр полюсӗ урлӑ вӗҫнине, шик ҫинчен манса, паттӑр летчик хаяр ҫутҫанталӑкпа хӑюллӑн тытӑҫнине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫавӑнпа Петӗрӗн чирӗ пирки ним пӗлмесӗр пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ирина Ипатьевна ман ывӑлпа нумай вӑхӑт ӗҫлемен, апла пулин те ача пӗлмесӗр юлнӑ материала ҫӑмӑллӑн ӑнлантарса пама пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Александр Васильевич юсавҫӑсен бригадисем кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тенӗ пек ӗҫленине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Хирӗҫӳре сӑлтавне пӗлмесӗр камӑн-тӑр енне йышӑнма ан васкӑр.

Не торопитесь принимать чью-либо сторону в конфликтах, не разобравшись в причинах.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗр-пӗринпе пур кӳршӗсене те илтӗнмелле ятлаҫма-вӑрҫма пуҫличченех, пите кӗҫҫе ҫӗленӗ пекех намӑса пӗлмесӗр суд умне, пӗтӗм халӑх умне тухса тӑрса пӗрне-пӗри ҫӗр ҫинчи чи усал сӑмахсемпе хӑртма тытӑничченех пулнӑ вӑл килӗшӳ…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Эхлетрӗ, ахлатрӗ, виҫине пӗлмесӗр клевер ҫисе тултарнӑ ӗне пек мӑшлатрӗ, хушшӑн-хушшӑн сывлӑшӗ те пӳлӗнсе ларчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫавӑнпа хавхаланса, вӑл — ытла ҫамрӑках мар пулин те — ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Укахви амӑшӗ, лара-тӑра пӗлмесӗр утаканскер: — Ах, кин, — терӗ, — ытла йывӑр ан кала-ха.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫапах та мӗн тари савӑк, тӑватӑ ҫул кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫленӗ ӗҫ сая кайманнине туйса, акӑ халь тӑван тавралӑхпа утма!

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чунӗпе ҫемҫелнӗ арҫын ача хӗре нимӗнпе лӑплантарма, йӑпатма пӗлмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик варени чашӑкӗнчен чей кашӑкӗпе пӗр ҫырла ӑсса хыпрӗ те ҫӑвара юлнӑ ҫырла вӑррине ниҫта чике пӗлмесӗр чӗлхипе кустарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Пӗр-пӗр хулана малтанхи хут каятӑн пулсан, нихҫан та унӑн историне пӗлмесӗр ҫула ан тух…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пурӑннӑ тет Макҫӑм хуйхӑ пӗлмесӗр.

Жил так Максим – не тужил.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Купӑс кӗввине итлеме пӗлмесӗр сиккелекен, хур пек пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнине саккӑрла ҫаптарни тесе шутлакан Хӑяккӑн Теренти пек-и?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Палламан ҫынна ик-виҫ сӑмах каласанах Бианка чупса кайнӑ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ вӑл, пӑхрӗ те анчӑк бензовоз умӗнче ним тума пӗлмесӗр кутӑн-кутӑн чакнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ ҫаплах, акӑ, ним тума пӗлмесӗр ун ҫинелле пӑхса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ, кунта вӑхӑтсӑр та вырӑнсӑр килсе кӗнӗскер, халӗ ним тума пӗлмесӗр дача кӗтессинчен пӑхса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗлмесӗр мар, пӗлсе калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑҫантанпа ӗнтӗ пӗр сӑмах калама пӗлмесӗр тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех