Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмесӗр (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн малалла пӑхакан куҫӗсем кӑна, хӑй умӗнче выртакан пӑхӑра ӑйӑпа алтнӑ чухнехи пек, канӑҫа пӗлмесӗр темӗн япалана шыраҫҫӗ.

Только взгляд, устремленный вперед, беспокойно ищет что-то, словно буравит лежащую перед ним медь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан вӑл хӑвӑрт пусма картлашки еннелле утрӗ; Фабиан господин картлашкасем тӑрӑх хӑпарнӑ сасӑ, параппана темӗнле васкаса та чарӑна пӗлмесӗр ҫапнӑ пек, илтӗнсе юлчӗ.

Затем быстрыми шагами направился к винтовой лестнице; стук его каблуков по ступенькам прозвучал, как короткая, внезапно смолкшая барабанная дробь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Корица ним тума пӗлмесӗр ун-кун пӑхкаласа тӑчӗ.

Корица стоял растерянный.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӑлханнипе темиҫе ҫекунд класс хӑми умӗнче ним тума пӗлмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, Корица пӳрнисем ҫумне ҫыпҫӑннӑ пурӑна шӑлса тасатрӗ, вара, хӑйне хӑй алла илсе, палламан господин патне ҫирӗппӗн утса пычӗ.

Помедлив несколько секунд в волнении у доски, Корица обтер с пальцев мел и с достоинством подошел к неизвестному господину.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Камит ҫывӑхӗнче Нае Галацяну: «Ҫурри ҫын — ҫурри пулӑ!» тесе кӑшкӑрни ҫаплах-ха чарӑна пӗлмесӗр янӑраса тӑрать.

Из цирка не переставая доносились выкрики Нае Галацяну: «Получедовек-полурыба!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Наступлени пуҫлама майлӑ самантсем тӑтӑшах килсе тухрӗҫ пулин те, директор чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатнине пула, Хородничану нимӗн те чӗнмерӗ.

И хотя подходящие моменты подвертывались, сбитый с толку потоком слов директора, он оставался безмолвным.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӗкевӗ метала аран-аран кӑтӑртаттарса хырать пулин те, вӑл ывӑнма пӗлмесӗр, пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлет.

И хоть напильник его еле царапал металл, малыш работал без устали, напрягая все силы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ял Советне ҫырӑнма каяр-и тесе, чарӑнма пӗлмесӗр йӑнкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Эпӗ, нимӗн тума пӗлмесӗр, ҫине-ҫине вӑрӑммӑн сывларӑм та пуҫлӑх пӳлӗмӗнчен тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Кирука сыватас тесе, амӑшӗ лара-тӑра пӗлмесӗр чупкаларӗ, Атмалкассинчи Маки Микули карчӑкӗ патне те, таҫти юмӑҫ-тухатмӑш патне те ҫитрӗ, ачине хӗртнӗ турчӑка шывӗ те, «ҫветтуй вода» шывӗ те ӗҫтерчӗ, мунчара та, килте те ҫӗр улми пӑсӗпе тарлаттарчӗ ӑна, темӗнле им-ҫам та парса пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Шӑпах ҫавӑ, — сӑмах хушрӗ хӑна, вара, урӑх ним калама пӗлмесӗр, персе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗлмесӗр!

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл, яштак та вӑрӑмскер, хӑйӗн хӳхӗм пӗвӗ-сийӗпе мухтаннӑ пекрех, пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмесӗр, пӗрмечеллӗ кӑвак пустав сӑхманне йӳле ярса, тӗрӗллӗ пурҫӑн кӗпине кӑтартса, ҫап-ҫут аттисемпе шаклаттарса, маттур пуса каччи пек пӳлӗм тӑрӑх ҫаврӑнкалать, хушӑран Иванов е Павлов умӗнче чарӑнса тӑрса, чӗрре кӗрсе тавлашать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Тӑхта-ха, Поля, ан шавла эсӗ пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аля Нагасова, лара-тӑра пӗлмесӗр, мотоциклпа кӗрлеттерсе ҫӳрет, пӗрре акакансем патне, тепре тырӑ турттарса тӑракансем патне ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫакӑ йӑлтах Евсей Антоныч хӑй, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ялан халӑхпа пӗрле пулнӑран, халӑха ӗҫлеме хавхалантарнӑран, мӗн пур ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе, тӗрӗслесе пынӑран килнӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ташши куккук хӑйӗн ҫӑмартине пӑрчкан пусса кӑларнине, янттине ҫеҫ юратакан куккук, нимӗнле чӑрмава пӗлмесӗр, йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ярӑнса вӗҫсе ҫӳренине, юлашкинчен хӑйӗн чӗпписене ют йӑваран вӑрлама тӑнине, ӑна ҫивӗч пӑрчкан хӑваласа янине кӑтартатчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫирӗп чунлӑ салтак, хӑйӗн хуйхине пӗлмесӗр е пӗлес мар тесе пуль, шӳтлеме хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вадим, хӑй каланӑ тӑрӑх, Шаликов пекех, темиҫе те хӑйне фронта яма ыйтнӑ — директор килӗшмен: ӑна ҫӗрен-кунӗн ывӑна пӗлмесӗр ҫӳрекен ҫамрӑк шофер кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Фронтра пирӗн аттесемпе пиччесем, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр, ылханлӑ фашистсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех