Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмесӗр (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксем ӗнтӗ хӑйсене чикан майрисем, пуҫ ҫавӑрса, сӗмсӗррӗн чике тӑршшӗ лартса хӑварнине, пур-ҫук укҫисене ултавлӑн майланине пӗтӗмпех ӑнланчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах хальлӗхе улталамалли, куҫ пӑвмалли мелсене пӗлмесӗр, курма мар, кун пек япаласем ҫинчен нихӑҫан та илтмесӗр, «ан суй!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пур-ҫук укҫапа — паянхи пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗпе — ҫыхӑннӑ кӗтмен-туман япала сиксе тухнипе ҫухалсах кайрӗ, пӗр авӑк чӗлхесӗрленнӗ пек чӗмсӗр тӑчӗ, вара, ним тума пӗлмесӗр, курткин малти кӗсйинчен ытти укҫинчен ҫырткаламаллисем туянма уйӑрса чикнӗ 1 тенкине васкамасӑр, хӑйне хисте-хисте, питнекуҫне хаяр чӗпӗтекен пӑрӑҫ чӑмланӑ пек йӳҫӗхтерсе-пӗркелентерсе кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине, ҫӳҫ пӗрчи ҫине, йӑпӑшт хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эпӗ мӗн-ха, С-сима, эпӗ акӑ м-мӗн, эсӗ Тамара ҫинчен тӗрӗс мар каларӑн, пӗлмесӗр кӳрентертӗн ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— «Эх, эсир те, пӗлмесӗр мӗн палкаса тӑратӑр-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Василий Петрович ывӑннине пӗлмесӗр чӗпӗсем патӗнчен татӑлмарӗ, ҫӗнӗ условие лекнӗ кайӑксен сывлӑхӗсене тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗпӗсем, хӑйсене сарайне хӑваланине пӗлмесӗр, тӗлсӗррӗн тӗпӗртетсе ҫӳрерӗҫ, ҫумӑрӑн пӗрремӗш тумламӗсем ӳккелеме пуҫласан кӑна хӑш-пӗр чӗпписем хӳшӗ айнелле чавтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе хӗрарӑм самантлӑха ҫухалса кайрӗ, ҫӗкленӗ чӗпписене ниҫта хума пӗлмесӗр тӗлсӗррӗн унта-кунта пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗнле ирхи кайӑк ҫывӑрма пӗлмесӗр чупса ҫӳрет тетӗп, Лена иккен, Салам, Лена.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ним тума пӗлмесӗр, кунӗн-ҫӗрӗн илемлӗ литература кӗнекисене вуласа вӑхӑта ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑраса кайнӑ хӗрача нимӗн тума та пӗлмесӗр койка йӗри-тавра ҫаврӑнкаларӗ, анчах мӗнпе пулӑшмаллине пӗлеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чечеклесе тӗрленӗ минтере те вӑл, хӑпарсарах тӑтӑр тесе, тӳрлетесшӗнччӗ, анчах тем пирки ним тума пӗлмесӗр пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Взяла было вышитую цветами подушку, собираясь взбить ее, но остановилась в оцепенении.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Конвойнӑйсем ним тума пӗлмесӗр юпа пек хытса тӑчӗҫ.

Конвойные остолбенели.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл детальсемпе ӗҫ тасах маррине пӗлмесӗр тӑма пултарайман вӗт-ха…

Ведь он не мог не знать, что с деталями дело не чисто…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫухалса кайнипе темиҫе минута яхӑн ним тума пӗлмесӗр пӑхкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл пуҫӗнчи картузне мелсӗррӗн хыврӗ те аллинче ҫавӑркаларӗ, унтан пурне те пуҫ тайса саламлама пуҫларӗ.

Постояв несколько минут в растерянности, он неловко стянул с головы кепку и, вертя ее в руках, принялся отвешивать поклоны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану столовӑй кӗтессинче ним тума пӗлмесӗр аптӑраса тӑрать.

Хородничану томился в углу столовой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр минута яхӑн вӑл тулли кашӑка тытса нимӗн тума пӗлмесӗр ларчӗ, унтан, кӑмӑлсӑррӑн сӗтел хушшинчен тухрӗ те, хӑйне хӑналанӑшӑн йӳҫҫӗн кулса тав турӗ, вара кӑшкӑрнӑ сасӑ еннелле утрӗ.

С минуту он сидел в нерешительности, погрузив ложку в похлебку, затем неохотно встал из-за стола и, с кислой улыбкой поблагодарив за угощение, направился туда, откуда раздался крик.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваня юлташ ӑна ҫынсене шанма кирли, халӑх хушшинче канӑҫа пӗлмесӗр ӗҫлемелли ҫинчен каларӗ.

О вере в людей говорил ему товарищ Ваня, о работе в массах.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анишора ун ҫине ним калама пӗлмесӗр пӑхса тӑрать.

Анишора смотрит на него разочарованно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара амӑшӗ унӑн пуҫӗ вӗҫне пырса ларчӗ, ун ҫине куҫ илме пӗлмесӗр пӑхрӗ…

Она села у его изголовья и все глядела, глядела…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Манӑн слесарьсем тимӗр карта туса пӗтересшӗн канӑҫа пӗлмесӗр ӗҫлерӗҫ.

Мои слесаря работали без передышки, пока не закончили железную ограду.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех