Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмесӗр (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Иксӗр те эсир кунӗпе вӗлле хурчӗ пекех канма пӗлмесӗр тӑрмашатӑр», — тетчӗҫ ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Лешӗ, мӗн тумаллине пӗлмесӗр, пӗр вӑхӑт мӑйне хур аҫи пек пӑркаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кирлӗ мар ҫӗрте чарӑнма пӗлмесӗр пакӑлтататӑн, хӑлха йӗрӗнсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юлашкинчен, намӑса пӗлмесӗр, ҫав ватӑ хӗрарӑмран ҫӗр тенкӗ взятка илсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Намӑса пӗлмесӗр элек сарса ҫӳретӗн!

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Эсӗ итле-ха тата: хӑш-пӗрисем ним намӑса пӗлмесӗр хӑйсен сӑнӳкерчӗкӗсене ярса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Кашни сессиренех Раман тулли кӑмӑлпа, хавхаланса таврӑнать, арӑмне институтпа вӗренӳ ҫинчен чарӑна пӗлмесӗр каласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Варсонофий ҫунакан торф ҫине татӑлса анчӗ, ҫухӑрашса сиксе тӑчӗ те ҫунакан хыр тӑррине аллинчен яма пӗлмесӗр ҫырманалла кустарчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑй вара Василий Павлович учитель ывӑлӗнчен, Стасикран, уйрӑла пӗлмесӗр ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлхи яка ӗнтӗ, ҫул тӑршшӗпех чарӑнма пӗлмесӗр калаҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кабинетра, алӑкне питӗрсе илсе вӑл мелсӗр пӑрӑнкаларӗ нимӗн тума пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑйне валли вырӑн тупаймарӗ, яра куна нимӗн пӗлмесӗр асапланчӗ, темиҫе хутчен урама туха-туха кӗчӗ, аяккалла тинкерчӗ, ывӑлӗ ҫавах килмерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Толик нимӗн тума пӗлмесӗр тӑчӗ — кама итлемелле?

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр чухне вӑл чарӑнса та тӑратчӗ, нимӗн тума пӗлмесӗр нушаланатчӗ вара, анчах калаҫу пуҫарма ниепле те хӑюлӑх ҫитерейместчӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Венька нимӗн тума пӗлмесӗр урай варринче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чылайччен ларчӗ мӗскӗн ҫапла — ҫухалса кайнӑскер, малалла мӗн тумаллине пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен аллисемпе Ваҫиле илчӗ ӑна, мӗн тумаллине пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, нимӗн пӗлмесӗр, лайӑха шанать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл сиксе тӑчӗ, каллех ларчӗ нимӗн тума пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ мӗнле тавӑру вӑхӑчӗ асаплантарма пултарать иккен юратупа ҫӑмӑлттайла хӑтланакансене, юрату тутине пӗлмесӗр алхасса, асса-туса пурӑнакансене!

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех