Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлменнипе (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан вырӑн ӑҫтине пӗлменнипе пӳрт алӑкӗ еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн Ванюш ют ҫӗрте мӗнле, сывӑ-и е выҫӑ-и, ӑшӑра-и е сивӗре пулнине пӗлменнипе пуҫа япӑх шухӑшсем кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗветӗр ним тума пӗлменнипе заявлени ҫырма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр вӑтанса кайрӗ, ним тума пӗлменнипе картишне чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ытларах чухне ҫын ишме пӗлменнипе мар, сехӗрленсе ӳкнипе путать.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Вӑл Саня юрринех, анчах сӑмахӗсене пӗлменнипе кӑшт каярах юлса юрланӑн туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ним тума пӗлменнипе пӗр чӑрӑш кутне пӗшкӗнсе лартӑм та йӗрсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Старик юман ҫине пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те ним калама пӗлменнипе ҫапла ҫеҫ персе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эсӗ ҫӗнӗ контролер пӗлменнипе усӑ курасшӑн пулнӑ, — ҫирӗппӗн касса татрӗ Ревлен Петрович.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ним тума пӗлменнипе ҫухалса кайнӑ Хородничану та вӗсем хыҫӗнченех ыткӑнчӗ.

Хородничану растерянно следовал за ними.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пӗтӗмпех эс суйма пӗлменнипе, пулни-иртнине каласа панипе пулчӗ ку!

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Хӑй те нимӗн пӗлменнипе Ҫтаппан пӗр самант сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тутарӗ вӑл Шаккур ӑҫтарах пурӑннине пӗлменнипе ҫапла хушнине тавҫӑраймарӗ, йӑпӑр-япӑр ларкӑч ҫине кайса ларчӗ те, тилхепене хӑй аллине илсе, ӑйӑра тепӗр урамалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл эпӗ сана юратнине пӗлменнипе пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Библи сӑмахӗсемпе тем каларӗ патша, такама ылханчӗ, такама хӑратрӗ, ҫил вӑйлӑ пулнӑран-и е библи сӑмахӗсене пачах пӗлменнипе, мӑрсасем нимех те ӑнланаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним пӗлменнипе вара вӑл кушака хӑйне вӑрман кушакӗ — ҫӳлевӗҫ туртса ҫурнӑ пуль, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Пирӗн аппа та унта ӗҫлеме каясшӑнччӗ, анчах вырӑсла пӗлменнипе каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Йывӑр ӗҫпе те пӑха пӗлменнипе ҫеҫ чӳхсе ҫитнӗ пуль, апӑрша; сӳсмен тивнӗ йӗрсем те палӑраҫҫӗ ав.

но, заезженная тяжелой работой и плохим уходом, выглядела старше. На шее белели следы от хомута — видно, не жалели беднягу конторские дьяволы.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑтана килнисен кӑмӑлне ним каласа сивӗтме пӗлменнипе Савтепи юлашкинчен тӳррипех персе ярать: эп качча кайнӑ тет.

Когда Савдеби надоело отнекиваться всякими отговорками, она взяла и ляпнула последнее: — Да замужем я, замужем! Отстаньте все от меня!

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ним тӑва пӗлменнипе аллисене хире-хирӗҫ сӑтӑрать вӑл, йӗри-тавра алчӑраса пӑхать.

И он не знал, как ее выразить. Восторженно глядел по сторонам блестящими глазами, возбужденно потирал руки.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех