Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлетчӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлашши калаҫмастчӗ, пулчӗ-пулмарӗ хушша-хуппа кӗместчӗ, кӗтмелли йӳтӗме кӗтме, уйлама, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма пӗлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирӗнпе вӑл ялан вичкӗн сӑмахсемпе шӳт туса калаҫма пӗлетчӗ.

У него всегда находились для нас острое слово, шутка.

6. Хатӗрленӳ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тен, хӑйне — «Карп» тени «карк-карк» тенӗ пек тухнӑран аван пӗлетчӗ пулӗ вӑл ӑна.

Может быть, он его знал хорошо по той причине, что «Карп» слышался как «карк-карк».

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Манӑн ҫӑхан хӑйӗн ячӗ мӗнлине те аванах пӗлетчӗ, ячӗпе чӗнсенех хирӗҫ чӗнетчӗ.

Мой ворон знал, какое у него имя, и, как только называл его по имени, отвечал.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кунсӑр пуҫне Сократ ҫаврӑнӑҫусӑр тайкалана-тайкалана вальс ташлама пӗлетчӗ.

Кроме того, Сократ умел танцевать вальс, неловко шатаясь.

Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Сурька кӗнеке листисене уҫма пӗлетчӗ.

А Сурка умела перелистывать книги.

Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кунсӑр пуҫне вӑл географие те питӗ аван пӗлетчӗ.

И к тому же она отлично знала географию.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Беби тимӗр кӗреплене питех аван пӗлетчӗ, анчах вӑл ҫав шӑпӑрпа пӗрре те паллашман пулнӑ.

Бэби отлично знал железные грабли и совершенно не был знаком с метлой.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл яланах кам та пулин йӑнӑш е юрӑхсӑр ӗҫ тӑвассине ҫийӗнчех сиссе асӑрхаттарма пӗлетчӗ.

Ему всегда удавалось предотвратить чью-нибудь ошибку или проступок.

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Коля пичче, паллах, нимӗн те чӗнмерӗ — вӑл нимӗҫ чӗлхине начар пӗлетчӗ.

Конечно, дядя Коля молчал — он плохо знал немецкий язык.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег, станцие кайса, эшелон хӑҫан пуласси ҫинчен ыйта-ыйта пӗлетчӗ, пурӑнмалли ҫуртсем ҫине нимӗҫ эскадрилисем бомбӑсем пӑрахнине курса, вӑл ҫав тери тарӑхать.

Олег ходил на станцию, расспрашивал, нервничал, видя немецкие эскадрильи, сбрасывающие бомбы на мирные дома.

«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег яланах хаваслӑ та уҫӑ кӑмӑллӑччӗ, вӑл илемлӗ калаҫма пӗлетчӗ, халӑхӑн ҫивчӗ сӑмахӗсене питӗ хаклатчӗ, пурне те ҫӗклентерсе чунтан, шавлӑн кулатчӗ.

Олег был жизнерадостен, умел и любил хорошо говорить, ценил остроумное слово, смеялся искренне и весело, заражая других.

«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

«Евгений Онегинран» пайтах сыпӑксене вӑл пӑхмасӑр калама пӗлетчӗ.

Из «Евгения Онегина» он многое знал наизусть.

Унӑн ҫут ҫӑлтӑрӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӑватӑ ҫулта Олег шутлама та ҫырма та чиперех пӗлетчӗ.

В четыре года Олег умел уже читать и писать.

«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ӑҫтан кӑна пӗлетчӗ пуль вӑл тӗрлӗ ҫӗнӗ хыпарсене?

И откуда только он узнавал свежие новости?

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл ашшӗн медалӗсемпе погонӗсене хӑй ҫумне тытса виҫсе пӑхатчӗ, вӑрҫӑ ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ, ялан ашшӗ хыҫҫӑн ҫӳретчӗ.

Он примерял папины медали и погоны, расспрашивал про войну и всюду ходил за ним.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Анчах час-часах трактирте ялти мужиксем, мастеровойсем юрлакалатчӗҫ, — трактир хуҫи хӑй юрӑ ӑстисене пасар тӑрӑх шыраса ҫӳретчӗ, пасар кунӗсенче вӗсем ҫинчен пасара пынӑ хресченсенчен ыйтса пӗлетчӗ те хӑй патне чӗнетчӗ.

Но нередко в трактире певали деревенские мужики, мастеровые, — трактирщик сам разыскивал певцов по городу, расспрашивал о них в базарные дни у приезжих крестьян и приглашал к себе.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫавна вӑл шутласах тунӑччӗ, — мӑнастирсенче послушник пулса пурӑнни ҫынсене ҫӑмӑл ҫул ҫине кӑларни ҫинчен вӑл нумай калавсем пӗлетчӗ.

Это у него было обдумано, — он знал много рассказов о том, как послушничество в монастырях выводило людей на легкую дорогу.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хут пӗлекенскерччӗ, подрядчикӗн мӗн шутламаллисене шутласа ҫырса пыратчӗ, сметӑсем тӑватчӗ, юлташӗсене ӑнӑҫлӑн ӗҫлеттерме пӗлетчӗ, анчах хӑй тӑрӑшсах ӗҫлеместчӗ.

Грамотный, он вел счета подрядчика, составлял сметы, умел заставить товарищей работать успешно, но сам работал неохотно.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ӑна вӑл пӗлетчӗ те шӗвӗр те хура сухалне пӗтӗркелесе, бас пек сассипе лӑпкӑн калатчӗ:

Он знал это и говорил спокойным баском, закручивая острую черную бородку:

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех