Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑлтатнӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Фельдмаршал ӑна сӑвӑшӑн кӳреннӗ, — пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ виҫҫӗмӗшсем.

— Это из-за стишков фельдмаршал обиделся, — перешептывались третьи.

Туртукай // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Богаевский чӳрече умӗнче тӑрать, хӑлхине ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатнӑ сӑмахсем пырса кӗреҫҫӗ:

Богаевский стоял у окна, до слуха его дошла фраза, произнесенная полушепотом:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫеменӗ те, ерипен кулкаласа, темскер пӑшӑлтатнӑ.

Семен тоже что-то бубнил и тихонько смеялся.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ставкӑра та, Дон Ҫарӗн походнӑй атаманӗн штабӗнче те Корнилов ҫынсене ытлашши шанать, ҫавӑнпа та вӑл авантюристсен серепине ҫакланнӑ тесе ҫурма сасӑллӑн пӑшӑлтатнӑ.

В ставке и в штабе походного атамана Войска Донского вполголоса передавалось, что Корнилов чересчур доверчив, вследствие чего попал в авантюрное окружение.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫук, вӑл сивӗнсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, — тӑкӑннӑ пӗрчӗсене ывҫи ҫине пуҫтарса хутаҫа янӑ май пӑшӑлтатнӑ пек калаҫрӗ Чубатый.

— Не, он остыл уж, — почти шепотом ответил Чубатый, собирая на ладонь упавшие из торбы зерна и вновь ссыпая их туда же.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Турӑҫӑм, пулӑш эсӗ ӑна, пирӗн патша-аттемӗре, — пӑшӑлтатнӑ май ҫывӑрса каять Гришатка.

— Господи, помоги ты ему, нашему царю-батюшке, — шепчет Гришатка и засыпает.

Хумханать Ейӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Чаплӑ ӗҫ-пуҫ тапранмалла, — пӑшӑлтатнӑ урамсемпе тӑкӑрлӑксенче Ӗренпур ҫыннисем.

— Быть великим делам, — шептались на улицах и перекрестках оренбургские жители.

Патша паллисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Эсӗ мӗн тума килтӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл темле вӑрттӑнраххӑн, пӑшӑлтатнӑ пекех шӑппӑн.

— Ты чего пришла? — вкрадчиво, почти шепотом спросила она.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫил чӑштӑртатса пӑшӑлтатнӑ пек шӑвӑнса тухрӗ хутор тӑрӑх усал хыпар.

Ветровым шелестом-перешепотом поползла по хутору новость.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр сехетрен Григорий чиркӳре ҫурта ҫутинче аванланса кайнӑ Наталйӑпа юнашар тӑнӑ, ҫӑра хӳме пек кӗпӗрленсе тӑракан халӑха нимӗн курман куҫӗсемпе хыпашласа, аллинчи ҫуртан ӑвӑс вуллине чӑмӑртанӑ, хӑйӗн ӑшӗнче татти-сыпписӗр пӗртен-пӗр сӑмаха пӑшӑлтатнӑ: «Ҫӳресе ирттертӗм, ҫӳресе ирттертӗм…» тенӗ.

Через час Григорий стоял в церкви рядом с похорошевшей в сиянии свечей Натальей, давил в руке восковой стержень свечки, скользя по густой стене шепчущегося народа невидящими глазами, повторял в уме одно назойливое слово: «Отгулялся… отгулялся».

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Лайӑх ӗҫлекен ҫемье тата ҫителӗклӗ пурӑнаҫҫӗ… — пӑшӑлтатнӑ ҫаплах арӑмӗ; унтан, упӑшкин тапчам ҫурӑмӗ ҫумнерех сиксе выртса, ӑна аллинчен шӑлкаласа, лӑплантарма тытӑннӑ.

— Работящая семья и при достатке… — нашептывала жена и, придвигаясь к плотной спине мужа, успокаивающе гладила его руку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Лайӑх ӗҫлекен ача, сӑн-питӗнчен те чиперскер… пӑшӑлтатнӑ каҫсерен старике арӑмӗ, унӑн хӗрлӗ шӑртпа витӗннӗ куктӗрриллӗ аллине шӑлкаласа, — Наталья ун пирки пӗтӗмпе типсе кайрӗ, Григорьич…

— Работящий паренек и собой с лица красивенький… — нашептывала по ночам ему жена, поглаживая его засеянную веснушками и рыжей щетиной руку, — а Наталья, Григорич, по нем чисто ссохлась вся…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лешӗ, куҫӗсене хупса, — тарлӑ пичӗ сулхӑнра, — сассине пӗрре пӑшӑлтатнӑ пек илтӗничченех тамалтарса, тепре тимӗр янӑравӗ пекех ывтӑнтарса ярса, юрра ачашшӑн ертсе пырать:

Тот, закрыв глаза — потное лицо в тени, — ласково ведет песню, то снижая голос до шепота, то вскидывая до металлического звона:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗҫернӗ тырӑ шыв ҫине сирпӗнчӗ, такам ҫурма саслӑн «шик!» тесе пӑшӑлтатнӑ пек сасӑ пулчӗ.

Жито четко брызнуло по воде, словно кто вполголоса шепнул — «шик!»

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мана пӗрмай такам хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ пек туйӑнать, иксӗмӗр пирки калать пек: эсир малашне пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулаймӑр тенӗн туйӑнать.

— Мне все что-то будто на ухо шепчет, что вперед нам не видаться так часто.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Лена Малышева… — пӑшӑлтатнӑ пекех шӑппӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Лена, хӑй вӑтаннине сирсе яраймасӑр.

— Лена Малышева… — почти прошептала в ответ Лена, не в силах побороть свое смущение.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ку фрицсенчен пӗри, ман шутпа, генерал пулмалла, — хӑйне хӑй хӗтӗртсе пӑшӑлтатнӑ Мамочкин.

— Один из этих фрицев — генерал, по-моему, — взвинчивая себя, шептал Мамочкин.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Мамочкин каллех пӑшӑлтатнӑ.

Мамочкин прошептал:

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ, йывӑррӑн сывласа илсе ахлаткаланӑ.

Бабы перешептывались, вздыхали и охали.

V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Тыткӑнрисенчен нумайӑшӗ, Макариха сассине илтсе, ҫаврӑнса пӑхрӗҫ; колоннӑра темскер пӑшӑлтатнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Многие пленные обернулись на голос Макарихи; по колонне зашелестели какие-то слова.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех