Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмасӑр (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.

Куҫарса пулӑш

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хулӑн вӗрен алӑсене хытӑ шыҫӑ кӑларнине, пилӗкрен касса ыратнине пӑхмасӑр туртаҫҫӗ те туртаҫҫӗ, ҫӗнтерес тесех ӑнтӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хальхи вӗренӳ тата лаборатори базипе, вӑйлӑ педагогсемпе тивӗҫтерсе, ачасем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр паха пӗлӳ илччӗр, кайран пӗлӗве професси паракан учрежденисенче ӳстерччӗр тесе ялсенче база шкулӗсем туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Ку - вӗренӳ тытӑмӗн маларахри ҫулсенчи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, - тенӗ министр, - вӑл вӑхӑтра эпир ялсенче хальхи йышши вӗренӳ тата лаборатори базиллӗ, ӑста педколлективлӑ пысӑк шкулсем йӗркелерӗмӗр, ачасем хӑйсем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр шкулсенче пахалӑхлӑ пӗлӳ илме, унтан вӗренӗве профвӗренӳ учрежденийӗсенче малалла тӑсма пултарччӑр терӗмӗр».

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

1-мӗш «б» класс ачисем «Игрушка», «Уронили Мишку на пол», «Вовка - добрая душа» тата ытти сӑвӑсене пӑхмасӑр каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ҫапах та ҫамрӑклӑха тата пӗлӗве пӑхмасӑр хӗрарӑмсене ӗҫ тупмашкӑн ҫӑмӑл мар иккен.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Кӑна пӑхмасӑр пӗр ӳпкев сӑмахӗ те илтӗнмерӗ Розӑн калаҫӑвӗнче, апла тӑк хӑйӗн специальноҫне вӑл чӑн та чунтанах килӗштерет.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Юлашки чӗрӗк ӗмӗрте пи-рӗн республика йывӑрлӑха пӑхмасӑр спортра вышкайсӑр пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ҫавна пӑхмасӑр пирӗн 4 кимӗ хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Темиҫе саккун проекчӗ тӗлӗшпе тишкерӳ ҫапла шӳтлӗ-тавлашуллӑ пулнине пӑхмасӑр вӗсене ырларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Асӑннӑ программӑна хывнӑ питӗ нумай укҫа-тенкӗ, хавхаланчӑк прогнозсене пӑхмасӑр, инҫетри ялсенче производство ӗҫне аталантарма катализатор евӗр витӗм кӳреймерӗ, ҫавӑнпа та поселени бюджечӗсем налукран кӗрекен шантарнӑ йышлӑ нухрата илеймерӗҫ.

Огромные средства, вложенные в эту программу, вопреки радужным прогнозам не стали катализатором развития производства в сельской глубинке, следовательно, поселенческие бюджеты не получили обещанных обильных налоговых поступлений.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавна пӑхмасӑр, энерги ресурсӗсемпе тивӗҫтерекенсен умӗнчи парӑмсемпе, укҫа-тенке республика тулашне илсе тухассипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйту хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫаплипех ҫухатман-ха.

Тем не менее проблема долгов перед поставщиками энергоресурсов и вывода активов за пределы республики все еще актуальна.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех