Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑр тапхӑра – выҫлӑх тата аркану – пӑхмасӑр Максим Александровка ялӗнчи кӗҫӗн классен пӗлӗвне паракан шкула ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерсе Владимировкӑри ҫичӗ класлӑ пӗлӳ ҫуртӗнче ӑс пухнӑ.
«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934
«ВанГоги» студие ҫӳрекен ҫамрӑк вулакансем август шӑрӑхне пӑхмасӑр Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнеке авторӗпе Галина Матвеевӑпа тата юмаха вырӑсла куҫарнӑ Светлана Гордеевӑпа тӗл пулчӗҫ.
Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789
— Сире валли лаша ҫук, — тесе калать тит, — пӗре пур та — сире юрӑхлӑ мар, алла хурса пӑхмасӑр ан илӗр, — тесе каларӗ те карӗ тит.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Авланакан каччӑ апат тутанса пӑхмасӑр никам та ҫисе пӑхмасть.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Эпӗ, ним ҫине пӑхмасӑр, общежитирен тухса тарасшӑн пултӑм, анчах юлташсем, мана иккӗн-виҫҫӗн ҫулса илсе, тарма памарӗҫ, пукан ҫине пусса лартрӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Канӑҫсӑр шухӑшсемпе ҫӗр варринчех сике-сике тӑма та кунӗпе хырӑм выҫнине туймасӑр пӳлӗмре ларма та, аллипе клавишсем ҫине хунипех пӗр нота тӗкӗнсе пӑхмасӑр, ӗмӗтсемпе тӗлӗрсе, шухӑшсӑрлӑхра ҫӳреме те пултарать ӗнтӗ вӑл.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Пурте ҫавӑн пек эсир — хӑвӑр каламастӑр, вӗрентместӗр, хуҫа куҫӗпе пӑхмасӑр иртсе каятӑр…
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Унтан ҫаврӑнса пӑхмасӑр килелле вӗҫтер», – канаш панӑ пӗрле юрлаканӗ.Затем, не оглядываясь, беги домой», – дал совет товарищ по хору.
Сас ҫухатнӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/467
Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Картлашкасем ҫине сассӑр пусса анакан Лисук ҫине пӑхмасӑр: — Ан кай, Лисук, пӗрлех пулар, — терӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Инҫе ҫултан ывӑнса таврӑннине пӑхмасӑр кунта васкаса килтӗм, анчах ҫак сӑмахсене илтрӗм те — выставка курас кӑмӑлӑм сасартӑк сӗвӗрӗлчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Сана ҫилленнӗрен мар уйрӑлмасӑр тухса кайрӑм эпӗ тӑван килтен, сана ҫилленнӗрен мар ҫаврӑнса та пӑхмасӑр пӗве урлӑ каҫса кайрӑм.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Ма аплине пӗлместне вара? — ун ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмасӑр, минтерсене ытамласа тытрӗ Тимуш.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кӗҫтук вилни ҫинчен хут килнине пӑхмасӑр, ир те, кӑнтӑрла та, каҫ та упӑшкинчен ҫыру кӗтекен Укаҫ кама та пулсан чӗре ҫывӑхне ярӗ-и?
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кулса ячӗ, урӑх пӗр алӑк ҫине те пӑхмасӑр ман пата хӑвӑрт утса килчӗ те ал пачӗ.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Никам ҫине пӑхмасӑр, сӗнессе кӗтмесӗр, ҫырла шывӗ ямалли бокала хӑй умнерех шутарчӗ, унта шур эрех тултарчӗ.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тӳрленсе тӑнӑ май хӑй хыҫӗнчи Григориу ҫине пӑхмасӑр калаҫса илчӗ:
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Каласса калӑн-ха, — «полководец» ҫине пӑхмасӑр чӗлӗмне шаккарӗ Серебряков, — анчах пирвай ман сӑмаха тӑнласа тӑрсам кӑштах.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ура айӗнчи шӑтӑк-путӑклӑ бетон ҫинче шӗвӗ пылчӑк лӑчӑртатса тӑнине, сирпӗнсе вараланине пӑхмасӑр ҫӑмӑллӑн та савӑнӑҫлӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна ташлаҫҫӗ хавас мӑшӑрсем.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Урӑхла каласан, подряд меслечӗ промышленность строительствинче вӑй илме ӗлкӗрнӗ-и, ӗлкӗреймен-и, ӑна пӑхмасӑр завод лартмалла.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.