Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмасӑр (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан ун ҫине пӑхмасӑр пуҫне усса ларнине астусан, кӑштах лӑпланчӗ, вӑл мухмӑрпа асапланнӑ пек ӑнланнипе ӑна пулӑшу пама кирлине тавҫӑрса, хӑюллӑн чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырхан хӗрарӑм ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним чӗнмесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртенҫӳрен пирӗн енне ҫаврӑнса пӑхмасӑр иртсе каймасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ниме пӑхмасӑр таҫта та ҫитӗнет, теме те шӑтарса тухать, шӑрӑхран та хӑрмасть, вӗлле хурчӗсене пыл та парать…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

— Унччен, шыв ӗҫес килнӗ чух, ниме пӑхмасӑр тиенӗ лавпах ҫырмана анса васкамасӑр ӗҫсе тӑма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пӗчӗк шӑпӑрлансем Надежда Силпин сӑввисене пӑхмасӑр каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

… Вӑхӑт, кам хушнипе-хӗтӗртнипе-ши, ниме пӑхмасӑр, никама итлемесӗр шав малалла васкать.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Анне хирӗҫленине пӑхмасӑр, эпӗ ҫав каҫхине шикленсе те вӑтанса, эсӗ чарӑннӑ киле пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Михаҫ, пӑр ҫинчи шыва пӑхмасӑр, машина айне шуса кӗрсе, вӑрӑм пӗренене, ҫурма каска вырӑнне усӑ кураканнине, меллӗн вырнаҫтарчӗ, тӑракансене тепӗр пуҫӗнчен пусма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Кӗрхи каҫхи тӗттӗмлӗхе пӑхмасӑр салтак тӑван яла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вилӗмӗ хапха ҫӳллӗшне пӑхмасӑр урлӑ каҫса кӗрет, йывӑҫ ҫуртра-и, кирпӗчрен хӑпартнӑ ҫуртӑн тимӗр алӑкӗ хыҫӗнче-и — пӗрех тупать, ниҫтан сывлӑш кӗрейми-тухайми чул хӑвӑлне тарса пытансан та хыҫалтанах пырать…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Мӗнпур вӑй-хӑватне пухса, кӑмӑлне хытарса, хура пӗлӗт ҫийӗнчи ялтӑр ҫиҫӗм ташшине пӑхмасӑр малалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пантей, каҫхи апат туманнине пӑхмасӑр, пичетлекен станок патне юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Мукин, хӗр ҫине пӑхмасӑр, хитре уҫӑ сассипе кулса хӑй ӗҫне тӑвать: е хӑма савалать, е ҫӗнӗ клише валли хӑма-никӗс хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Архипов электрод тыткӑчине айккинелле пӑрахрӗ, пит хӳтлӗхне ҫӗклерӗ те, Ирина ҫине пӑхмасӑр, ҫиллес сасӑпа:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑхӑт никамран ыйтмасӑр, нимӗне пӑхмасӑр шӑвать те шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Малалла килӗнче пӑхмасӑр вӗренме ӗлкӗрнӗ пӗр-икӗ пуплеве калама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Арӑмӗн вӑрттӑн иртӗхӗвне Кашкин сиснӗ-ха, ҫапах — хӑйӗнчен пӗтӗм поселок кулнине пӑхмасӑр! — курнине курмӑш пулса шӑла ҫыртнӑ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун ҫине тиеннӗ хӗрхенӳсӗр асапсем — упӑшки вилни, ачасенчен уйӑрни, выҫлӑх, кӳрентерни, нимӗне пӑхмасӑр ҫак черченкӗ хӗрарӑмра этемлӗх вӑйӗ пӗтмен иккен, вӑл ытларах ҫирӗпленнӗ те йышланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех