Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмасӑр (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гладышев ним чӗнмесӗр, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр малта утса пычӗ, вӑл хӑй хыҫҫӑн Завьялов пӗр хирӗҫмесӗр утасса малтанах тӗп-тӗрӗс пӗлнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗренӳ профильне пӑхмасӑр 10-11-мӗш классенче ӑс пухакансемшӗн 13 тӗп предмет пулӗ: вырӑс чӗлхи, литература, математика, информатика, ют чӗлхе, физика, хими, биологи, истори, обществознани, географи, физкультура тата ОБЖ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Халӗ те ҫулӗсене пӑхмасӑр, ертӳҫӗсем ыйтнипе ҫурхи тата кӗрхи ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хуҫалӑха пулӑшма тухать.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Симонюк ҫырӑва Завьялова куҫран пӑхмасӑр тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса, каялла пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр, урампа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл мӑнаҫлӑн, никам ҫине те пӑхмасӑр, ҫав хӗрлӗ тутӑра картишӗнчех салтрӗ те кӗсйине чиксе хучӗ, вара купӑсне тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пӑхмасӑр тӑма май та ҫук.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Регион ертӳҫи Пушкӑртстанра пурӑнакансене чи малтан хӑйсен хисепне пӑхмасӑр сасӑлава хутшӑннисене тав тумалла тесе палӑртнӑ.

Руководитель региона подчеркнул, что первым делом нужно поблагодарить жителей Башкортостана, которые приняли участие в голосовании независимо от их предпочтений.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ республикӑра пурӑнакансене суйлавра хастар пулнӑшӑн тав тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3432096

Ахальтен мар пирӗн шкулсенчи кашни ача ҫак чаплӑ произведение хӑй умӗнчех тытать, вуласа мар, пӑхмасӑр калама пултарать унти сыпӑксене.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Анчах эпир, унран кӑшт ҫеҫ кӗҫӗнтерехскерсем, Ӗҫхӗлӗн сӑввисене ялсенчи клубсен сцени ҫинчен пӑхмасӑр калаттӑмӑр, — такам хистесе вӗрентесшӗн пулнипе мар, хамӑр кӑмӑлпа, хамӑр чуппа, екки ярса, ҫӗкленсе кайса.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

— Сан пек ҫырма пултарсан, тен, ниме пӑхмасӑр ҫырӑттӑм та… поэт мар пуль ҫав эп.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫ хальхи вӑхӑтра Раҫҫей тӗлӗшпе ытти ҫӗршывсем туса хуракан чӑрмавсене пӑхмасӑр пырать, Раҫҫей экспорчӗ тӗлӗшпе саккунсӑр санкцисем йӗркеленӗ, транспорт логистикине чӑнласах кӑткӑслатаҫҫӗ, страхлав тата тӳлевсем ирттерессине те йывӑрлатаҫҫӗ.

Глава государства отметил, что в настоящее время эта работа ведется вопреки препятствиям, которые устраивают другие страны в отношении России, невзирая на введенные в отношении российского экспорта незаконные санкции, серьезно усложняющие транспортную логистику, страхование и проведение платежей.

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3405182

Раҫҫей шанчӑклӑ поставщик шутланать, ытти ҫӗршывсенчен килекен чӑрмавсене пӑхмасӑр, Африка патшалӑхӗсене тырӑ парса пулӑшать.

Россия является надежным поставщиком и, несмотря на препятствия, которые чинятся другими странами, оказывает помощь с зерном африканским государствам.

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3405182

Хӑйсемпе инкек килсе тухсассӑн е чир-чӗр пырса ҫаклансан хӑшпӗрисем тӳрех парӑнаҫҫӗ, чунпа вӑйлӑ ҫынсем вара пуҫне усмасӑр, ниме пӑхмасӑр, шӑлне ҫыртса малалла талпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ҫакна кура строительсен ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра сехет ҫине пӑхмасӑр шанса панӑ яваплӑ ӗҫре тимлет, тулли кунӑн кашни саманчӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Отпуск вӑхӑчӗ пулнине пӑхмасӑр ырми-канми тӑрӑшать кашни.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

– Тӗрлӗ чӑрмава пӑхмасӑр кашни шкулти педагог, ытти ӗҫчен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ҫуллен пысӑк яваплӑхпа хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

«Баймакский вестник» пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫламӑш классенче вӗренекенсен 600 йӗркерен кая мар пӑхмасӑр калама пӗлмеллине, абсолютлӑ ҫӗнтерекене вара пӗтӗм эпоса пурнӑҫламалла.

«Баймакский вестник» уточняет, что учащемуся начальных классов необходимо знать наизусть не меньше 600 строк, а вот абсолютному победителю нужно исполнить весь эпос!

Чӗрӗлнӗ истори: Бурзян районӗнче ҫамрӑк юмахҫӑсен конкурсӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... et-3391763

Ҫулӗсем самай пулнине пӑхмасӑр вӑл ӗҫчен те малалла ӑнтӑлма тӑрӑшнинчен кирек кам та тӗлӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Хӑш чухне 50-60 градус шартлама сивӗ пулнине пӑхмасӑр рейса тухнӑ, техника ҫӗмӗрӗлсен юсав ӗҫӗсем тума машина айне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех