Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмарӗҫ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пристане аннӑ чухне вӗсем ӳпӗнтерсе хунӑ кимӗ ҫинче пӗр ҫын ларнине курчӗҫ, анчах ҫамрӑксем сӑнасах пӑхмарӗҫ, унпа интересленмерӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чухӑнлӑхне кура-и, ҫамрӑкрах чух каччӑсем савса пӑхмарӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах Микулапа Анук ниме те курмарӗҫ, хӑйсен тавра мӗн пур-па ҫука та ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасем иккӗмӗш черккине тавӑрса панӑ хыҫсӑн та апат-ҫимӗҫ ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫиле сӗтел ҫине сухари кӑларса хучӗ, анчах хуҫасем «упӑшкана валли хатӗрленӗ кучченеҫе» астивсе те пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ ҫырма пуҫне те темиҫе хутчен шыва кӗме кайса килчӗҫ, анчах нихӑшӗ те тӗпсӗр ҫӑл патне тек пырса пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тепӗр тесен, «тӑрӑх» сӑмахпа мӗн кӑна куҫарса пӑхмарӗҫ пуль.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Кӑлӑхах пӑхмарӗҫ ҫав вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темшӗн-ҫке, хӑйсемпе илсе килнӗ сӑрапа панулми эрехне кӑна тутанса пӑхмарӗҫ вӗсем…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Общежитире юлташӗсем ун ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхмарӗҫ, Макар та ӑна сӑмах хушасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ваккачӗсем Микула ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасем: «Ыран пирӗн чиркӗве каймалла, эрех ӗҫме юрамасть», — тесе, сыпса-тутанса та пӑхмарӗҫ, кил хуҫи хӗрарӑмне чей ӑшӑтса пама ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫыран леш енчен вӗсем хӗҫсемпе юнарӗҫ, хутран-ситрен ухӑсенчен печӗҫ, анчах тек каҫма хӑтланса пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пырса та пӑхмарӗҫ унтанпа, — хурав турӗ Тургенев.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ҫине те ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ку хушӑра чӗкеҫсем темиҫе хут та килсе кайрӗҫ, анчах ҫӑкӑр енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Анкартине ҫирӗм пилӗк сотӑх хӑварассине вӗсем хӑйсемех пухура йышӑннӑ, ҫавӑнпа чылайӑшӗсем тухса та пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ваттисене асӑнма пуҫтарӑннӑ кунхи пек шап-шурӑ тумланнӑ чӑвашсем ҫамрӑксем ҫине куҫ хӳрипе те ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ.

Одетые во все белое, как в день Симека — поминовения усопших, — чуваши даже не взглянули на молодых людей.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйсем ӗшеннине пӑхмарӗҫ — Чӳхенчӗҫӗ чун каниччен.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ахтупайпа Ятламас, пӗтӗм ял пӗлекен купӑс ӑстисем, ӑна тытса та пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех