Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсир манӑн нервсене пӑсакан хыпарсем ҫеҫ илсе килме юрататӑр.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫитти ҫинчи кӗл те, пуҫ ҫийӗнчи кӑвак тӗтӗм ункисем те, сиктерсе лартнӑ пукансем те кабинетра яланах таса тытассине куҫкӗретех пӑсакан тирпейсӗрлӗх пулнӑ, анчах Андрей райкомра ҫӗрлехи сехетсенче ҫакӑн пек тирпейсӗр пулнине, саланма хатӗрленнӗ, анчах ниепле те тухса кайма пултарайман ҫынсем кӗпӗрленсе, кула-кула, пӗр-пӗрне тӗрлӗ сӑмахсем каласа тавлашнине — хумханакан ӑс-пуҫпа чӗресем вӗресе тӑнине — юратать.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсем ҫав ҫын хӑйсен ялан пӗр пек кичем те тӗрӗс, йывӑр пулсан та лӑпкӑ пыракан пурнӑҫне пӑсакан япала пӑрахасран хӑранӑ пек пулаҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Икӗ ҫын хушшинчи кӗрешӳ вара ҫапла вӗҫленет: йӗркене пӑсакан хӑй пуртипе пӑчкине, вӗсем унӑн хӑй ҫумӗнче пулсан, ҫӗре пӑрахать, вӑрман сыхлавҫи хушшипе чылай каялла чакать.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Чӑнах та, тепӗр чухне эпӗ сирӗн кӑмӑла пӑсакан ӗҫсем тукаланӑ, ҫакна тунмастӑп («кӑвак лашасем» — вӗлтлетсе иртрӗ Анна Васильевна пуҫӗнче), — хӑвӑрӑн сывлӑхӑр мӗнлине кура, сирӗн ӗнтӗ… ӑнланмалла…
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ӗмӗрте пӗрре киле килетӗн, канма шутлатӑн, — килйыш, intérieur, ҫемьери пек пул, теҫҫӗ, — кунта акӑ харкашу, кӑмӑла пӑсакан калаҫусем.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Маориецсем ӗненнӗ тӑрӑх, кам ҫине те пулин, е мӗн ҫине те пулин хунӑ табу тасалӑхне пӑсакан ҫынна ҫилленсе кайнӑ турӑ ҫавӑнтах вилӗмпе тавӑрать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Художнике темле кӑмӑла пӑсакан ӑнланмалла мар туйӑм ҫавӑрса илчӗ, вӑл портрета ҫӗр ҫине лартрӗ.Какое-то неприятное, непонятное самому себе чувство почувствовал он и поставил портрет на землю.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Иртӗхсе кайнӑ, чӑкӑлташма юратакан, йӗркене пӑсакан ҫынна халӗ ӗнтӗ обком секретарӗ чаратех пуль тенӗччӗ Ксени, анчах Пробатов темшӗн васкамарӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫак йӗркене пӑсакан ҫынна кирлӗ пек ҫирӗп сӑмах каласа хурас вырӑнне вӑл ӑна председательпе партин районти комитетне варалама ирӗк парать.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Колхоз уставне пӑсакан ҫынсемпе мӗнле кӗрешеҫҫӗ вӗсем, каласа патӑр.Пусть он доложит, как у нас идет борьба с нарушителями колхозного устава.
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тыла милитаризацилесси, влаҫа ҫирӗп те хаяр алла парасси, мӗн пур большевиксене — халӑха пӑсакан ҫав йӗрӗнчӗк шӗкӗсене — шеллесе тӑмасӑр пӗтересси, — ҫаксем вӗсем пирӗн ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалли задачӑсем.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Винокур, май пур чухне, йӗркене пӑсакан ҫынна курас тесе чупса пычӗ, анчах, унӑн хӑрушла сӑрласа лартнӑ пит-куҫне тата вӑрӑм сухалне курсан, хӑранипе каялла чакрӗ.
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Бригадӑсен станӗсенче ҫынсем ҫук-ха, тасатса шыв сапнӑ йӗтемсем ҫине халь анчах тарасасем илсе килнӗ, васкавлӑн тунӑ ӳплене тырӑ виҫекен вырнаҫнӑ; юсаса тасатнӑ ҫулсем тӑрӑх тырӑ тиенӗ грузовиксем тусан мӑкӑрлантармаҫҫӗ-ха, хӑмӑл ҫинче те ҫӗмелсем чӑпарланмаҫҫӗ, анчах тырӑ вырмалли вӑхӑт ҫывӑххи ӗнтӗ пур ҫӗрте те: уй-хир пӗтӗмпех сарӑ тӗспе сӑрланнинче те, шӑрӑх пӗлӗтре те тата тӑрисен сасси ҫеҫ пӑсакан нихҫан пулман темле уйрӑмла шӑплӑхра та палӑрать…
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах тӗлӗнмелле, сӑнӗнчен пӑхсан вӑл отряда кӑмӑла пӑсакан хыпар илсе килнӗ тесе калаймастӑн.Но, странное дело, по ее виду нельзя было определить, что она принесла в отряд неприятные вести.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак самантра Володя кун пек илемлӗ сценӑна пӑсакан ҫав тери путсӗр ҫын кӑна пултарассине чӗрипех ӑнланса илчӗ..
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя пӗр сӑмахсӑр хӑй курайми, никама та кирлӗ мар, мӗнпур ӗҫе пӑсакан ҫӗнӗ бантик-галстуклӑ матрос курткине тӑхӑнтарма ирӗк пачӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Ҫынна ҫапла пӑсакан пуянлӑх мӗн тума кирлӗ-ха вӑл?
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унсӑрӑн ӳт-пӳпе йӑпанни-киленнисем, илемлӗхпе тӗлӗнни-савӑннисем те кичем, тӗксӗм, йӗрӗнмелле; унсӑр чӗре тасалӑхӗ ҫук, ӳт-пӳ тасалӑхне пӑсакан ултав ҫеҫ.
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ци-цзинь — император саккунне пӑсакан ҫын.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.