Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнчӗҫ (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем тӑвӑр тӑкӑрлӑкран пӑрӑнчӗҫ те Якур пӳрчӗ умне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӳлленчӗк хӗррипе асӑрханса пырса тӑкӑрлӑка пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӗрсем пӗрер ҫыхӑ чечек татрӗҫ те вӑрман хӗрринчен ял енне пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр хушӑ чӗппи нимӗн те туман пирки йӗкӗрешсем вӑйӑран пӑрӑнчӗҫ.

Некоторое время малыш ничего не делал, и сестры отвлеклись от игры.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Виҫӗ ҫын — арҫын, хӗрарӑм тата ача — вӑрманалла пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ мӑн ҫултан сулахаялла пӑрӑнчӗҫ, шурӑ уй урлӑ ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ тӑсӑлакан ансӑр ҫуна ҫулӗпе пӗр ҫухрӑмри йӑмраллӑ пӗчӗк ял еннелле васкамасӑр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Кирек мӑнле ҫыннӑн та мӑнкӑмӑллӑх пур: хыҫалтан виҫҫӗмӗш грузовик ыткӑнса килнине асӑрхасан Мирун пиччепе Мӗтри пач та сикмерӗҫ, пире таптамасӑр хӑвӑртрах иртсе кайтӑр ку хӑямат тенӗ пек, кӑштах ҫул айккинерех пӑрӑнчӗҫ те — ӗҫӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Элчӗ, карчӑк тата старик виҫҫӗш пӗрле пӳртелле кӗрекен йӗкӗтсенчен пӑрӑнчӗҫ те лаҫалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, хӗрсем тепӗр хушӑ калаҫкаласа кулнӑ хыҫҫӑн тӗмӗ умӗнчен пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Ҫамрӑксем пӑртакҫах ҫултан пӑрӑнчӗҫ курӑнать…

— Сошли парни с рельсов…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ашшӗне курсан, ачисем шӑпланчӗҫ, аяккарах пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тупӑнчӗ те пӗр сӑлтав, ҫулсем урӑх ҫӗрелле пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Те именнипе, те кӗтнӗ ҫапӑҫу пулмасӑрах иртнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнипе, Микуларан кулакансем лӑпланчӗҫ, айккинелле пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ял Советӗнчен тухса Паласкаса пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем, Сахар ывӑлне хӗнесе тӑкасран хӑраса, айккинерех пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ҫултан чылай аякка пӑрӑнчӗҫ те вилнӗ ҫынна пытарма тухнӑ халӑх хӑйсем патне ҫывхарасса кӗтме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи мӑрсасем те, кунашкал тискер япалана Хусана илнӗ хыҫҫӑнах темиҫе хутчен курнӑскерсем, лашисене каялла чакарчӗҫ, унтан воевода ҫыннисем палласа юласран хӑрамасӑрах тӑкӑрлӑкалла, ҫуртсем хыҫнелле пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тинех пӑрӑнчӗҫ, аяккарах кайса халь ман вӑлтапа хӑйсем тытма ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех