Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каллех эпӗ Дюма-ашшӗ, Понсон-де-Террайль, Монтепэн, Законнэ, Габорио, Эмар, Буагобэ ҫырнӑ хулӑм кӗнекесене вулатӑп, — эпӗ ҫав кӗнекесене хӑвӑрт, пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑтса пыратӑп та савӑнатӑп.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ кукамай хыҫҫӑн ним шарламасӑр, вӑл ан систӗр тесе пит хуллен утса пыратӑп: вӑл турӑпа, курӑксемпе, шапасемпе сӑмахланине ман кансӗрлес килмест.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ хӑвӑрт утса пыратӑп, ҫавна пурне те часрах пуҫласа ярса пӗтерсе хурас килет.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хамӑн хӗресе, хамӑн мӑшкӑла йӑтса пыратӑп…
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эпӗ сирӗнпе пыратӑп, анчах манӑн Павӑлпа калаҫмалли пур-ха.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ сирӗнпе пыратӑп.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чӑнах та, Ясек: «Эсӗ ӑҫта кайсан та эпӗ унта пыратӑп», — тесе сӑмах панӑччӗ.Правда, он клялся ей в верности и говорил: «Куда ты пойдешь, туда и я пойду».
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хам сирӗнпе пыратӑп.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Юлташсем, эпӗ сирӗнпе пыратӑп…
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ун патне сисмен ҫӗртен вӗҫсе пыратӑп вӗт-ха, ҫил пек…
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Тӗнче хӗррине кайсан та пыратӑп.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Таврӑннӑ чухне эпӗ ӑна валли яланах мӗн те пулин илсе пыратӑп.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Громада пӗр сӑмахпа ответ пачӗ: «Пыратӑп», — терӗ вӑл.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Халь сире, — терӗ вӑл мана тата Володьӑна, хӑйне пӳлесрен хӑранӑ пек васкарах калаҫса, — сире, ҫула тухса кайма та вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ, эпӗ кунта ҫӗнӗ ҫулччен пурӑнатӑп, вара Мускава, — унӑн каллех чӗлхи ҫыхланчӗ, — арӑмпа тата Любочкӑпа пӗрле пыратӑп.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Час-часах эпӗ ҫуртӑн тӗксӗм мӗлки хӳттинче йӗпе курӑк тӑрӑх йӑпшӑнса утса, малти пӳлӗм чӳречи умне пыратӑп та, арҫын ача харлаттарнине, хӑйне никам та илтмест тесе шутлакан Фока ӗхӗмлеткеленине, ватӑлнӑ ҫын сассипе вӑрах, вӑрах кӗлтунине сывлӑша ҫавӑрса ямасӑр итлетӗп, ҫапла вӑрттӑн итлессине хумхантаракан савӑнӑҫ вырӑнне хуратӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шампански ӗҫме юратмастӑп пулин те, санпа юлташла ларса ӗҫессишӗн паян сирӗнпе пӗрле пыратӑп, терӗ мана Дмитрий; Дубков каланӑ тӑрӑх, эпӗ, пӗтӗмӗшпе ялсен, темӗншӗн-ҫке полковник евӗрлӗ; Володя мана саламларӗ, халӗ эпир виҫмине яла кайма пултарни ҫинчен кӑна ним пулман пек каларӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лекцисем ҫырса хатӗрлетӗп те предметсене малтан вӗренсе пыратӑп, ҫапла майпа пӗрремӗш курсра малти вырӑна йышӑнатӑп, диссертаци ҫыратӑп; иккӗмӗш курсра пурне те малтан пӗлсе тӑратӑп, вара мана тӳрех виҫҫӗмӗш курса куҫарма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа курса вунсакӑр ҫулта икӗ ылтӑн медальпе пӗрремӗш кандидат пулса вӗренсе пӗтеретӗп, унтан магистр, доктор пулма экзамен тытатӑп та, Российӑри чи чаплӑ ученӑй пулса тӑратӑп…
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан кашни кунах университета ҫуран ҫӳретӗп (эхер мана ҫӑмӑл урапа парсан, ӑна сутатӑн та укҫине чухӑнсем валли уйӑрса хуратӑп), мӗн тумаллине пурне те лӑпах кирлӗ пек туса пыратӑп (ку «пурне те» тени мӗне пӗлтернине эпӗ ун чухне ниепле те калама пултарайман пулӑттӑм, анчах ку «пурне те» хама йӗркеллӗ тытса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пурӑнни пулнине уҫӑмлӑн ӑнлантӑм тата туйрӑм).
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫамрӑклӑх тапхӑрӗнчи хамӑн ҫитменлӗхӗмсене майӗпен-майӗпенех пӗтерсе пыратӑп, хама пурнӑҫра татах та пайтах сиен кӳме пӳрнӗ тӗп ҫитменлӗхрен — уссӑр шухӑшлама юратнинчен кӑна ниепле хӑтӑлаймастӑп.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атӑ ҫумне пылчӑкӑн пысӑк чӑмаккисем ҫыпӑҫнине, чӑлхасем паҫӑрах йӗпеннине пӑхмасӑр, пылчӑк тӑрӑх шаплаттарса, эпӗ кӳме кантӑкӗ патне чупса пыратӑп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.