Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пымалла (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юрӗ, пымалла пулсан, пырас, — аллине алӑк хӑлӑпӗнчен вӗҫертмесӗр тавӑрчӗ Сехре.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анчах кала-ха, Липа, ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра колхоза епле ертсе пымалла?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ача сачӗсене черетсӗр вырнаҫтарасси, медицина пулӑшӑвӗ парасси, шкул ачисене кунне икӗ хутчен вӗри апатпа тивӗҫтересси тата ытти пулӑшусем пӗр хутчен анчах мар, яланах пулса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Кирек-епле ыйтӑва та туххӑмрах уҫӑмлатса пымалла, чӑрмавсем кӑларса тӑратма юрамасть», – тесе ҫирӗппӗн тепӗр хут чӗнсе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Вӗсене пурнӑҫа кӗртес тесессӗн, депутатсемпе хула администрацийӗсенче тӑрӑшакансен пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлесе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Халӑхӑн строительство ӗҫӗсене ҫирӗп тӗрӗслесе пымалла, объектӑн пахалӑх шайне те курса ӗненмелле.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑвармалла, тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентсе пымалла», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Ҫар профессине суйласа илес текенсен вырӑнти ҫар комиссариатне пымалла, вӗсене унта пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Кашни ӗҫех юратса, чунтан парӑнса пурнӑҫласан пирӗн пурнӑҫ аталанса ҫеҫ пымалла.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Кашни ӗҫех юратса, чунтан парӑнса пурнӑҫласан пирӗн пурнӑҫ аталанса ҫеҫ пымалла.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

- Йывӑҫ-курӑк лаптӑкӗсене ӳстерсех пымалла.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Николай Николаевичӑн ырӑ аллин ырӑ ӗҫӗсене малашне те туса пымалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Халӗ сирӗн малалла пӗчӗк утӑмсемпе пымалла.

Сейчас вам лучше двигаться мелкими шажками.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗррехинче, ку ӗнтӗ 1974 ҫулхи ҫулла пулса иртрӗ, мана писательсен Союзӗн правленийӗн пухӑвне чӗнчӗҫ, ҫыравҫӗсен пурин те пымалла терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Пымалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑй ҫумне ҫирӗплетнӗ чир историйӗсене тӗплӗн ҫырса пымалла, чирлӗ ҫын организмӗнче мӗнле улшӑнусем пулса пынине кунсерен палӑртмалла, лаборатори анализӗсем тумалла (вӗренмелле те, ӗҫлемелле те).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл вылянине Литвинов чылай тиркерӗ, оркестрпа пӗрле каланӑ чух дирижер хыҫҫӑн пымалла, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте оркестра чарса тӑмалла мар терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна хирӗҫ нимле эмел те ҫук — профилактика ӗҫӗсене кӑна пӗр кӑлтӑксӑр туса пымалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Виҫҫӗ пымалла пулсан вара — ырӑпа мар, усалпа, пушӑ алӑпа та мар, чӗн саламатпа.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна хӑваламалла мар, ӗрӗхсе каясран чарса пымалла.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех