Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лавкка патнелле ҫывхарнӑҫемӗн ӑна мӗн туянмалли кирлӗ мар текен йӳтӗм пуҫӗпех ҫӗнтерчӗ; вӑл халӗ тарӑхмаллипех тарӑхать, лавҫа экипажа каялла ҫавӑрма хушрӗ, лешӗ тӗлӗнӗвне ҫурӑмӗпе палӑртса хушӑва пурнӑҫларӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кунта хӑвна ҫурт умӗнче кӗпӗрленсе пухӑннӑ ҫут ҫанталӑка пуҫӗпех путнӑн туятӑн.Здесь чувствуешь себя погруженным в столпившуюся у дома природу.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унтан-кунтан чышӑнса, — мӗншӗн тесен хамӑн шухӑшӑмсене пуҫӗпех путса утатӑп, — юлашкинчен тӑна кӗтӗм, залран иртсе пусма ҫине тухрӑм, урама лекес тӗллевпе айккинчи алӑкпа анма пуҫларӑм та Дези асӑма килчӗ: сехет каялла кӑна вӑл та ҫак картлашкапа пыратчӗ, кӗпин шерепине шухӑшлӑн турткалатчӗ; эпӗ ӑна йӑвашшӑн, пӗтӗм чунран ырӑ каҫ сунтӑм.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫапла вара эпӗ ҫапӑҫӑва пуҫӗпех чӑмрӑм, — кӑкӑрӑма уҫса тата хамӑн шпага вӗҫне хуҫса.Таким образом, я погрузился в бой, обнажив грудь и сломав конец своей шпаги.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хырӑм выҫҫине ирттерсе ярсан тинех асӑрхарӑм: апатланмӑша хирӗҫ пӑрахут чарӑннӑ, кӑкарӑнать; унӑн пассажирӗсем траппа анма тытӑнсан тӗркӗшӗве пуҫӗпех путса сӑнама пикентӗм: ҫынсем килӗсене е хӑна ҫуртне хӑвӑртрах ҫитмешкӗн ӑшталанаҫҫӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ахӑртнех, вӑл ҫакна асӑрхамасть, пӗтерӳ ӗҫне пуҫӗпех путнӑ.Вероятно, он не заметил этого. Губительная работа захватила его.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Лӑш канмасӑр вулӑ хыҫҫӑн вулӑ каса-каса антарать, туратсене иртет, хуҫать, виҫе-виҫе тӗрӗслет, шӑтӑк хыҫҫӑн шӑтӑк чавать, юпа хыҫҫӑн юпа лартать; куҫӗсем вӑрманӑн симӗс чӑпарлӑхӗпе тулса карӑнчӗҫ, хӑй хусканнипе-куҫнипе тухакан сасӑсенче чунӗ ӗнтӗркесе лӑпланчӗ тейӗн, — вӑл йывӑр ӗҫ арпашулӑхне пуҫӗпех путрӗ ӗнтӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Халӗ вӑл хӑй куракан мӗн пур япала-пулӑмран туллин татӑлнине нихӑҫанхинчен те хытӑрах туять; хутран-ситрен, шухӑша пуҫӗпех путнӑскер тата упӑте сассипе е сарлака ҫунатлӑ ҫерҫи чӑштӑртатӑвӗпе тӑна кӗрекенскер, Горн пуҫне тунсӑхлӑ кӑсӑклӑхпа ҫӗклет те — урӑх планета ҫине лекнӗн ахаль-махаль япаласенех тинкерет: акӑ чул муклашки, йывӑҫ татки, шывпа тулнӑ ланкашка.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ун умӗнче тӗпчев-шырав чӗмне пуҫӗпех парӑннӑ ҫын ларать: улталаннӑскер, йӳнесӗр, шанаканскер, ҫине тӑраканскер, пурнӑҫ тӗллевӗ умӗнче хурҫӑ пек ҫирӗн кӑмӑллӑскер, ӑнӑҫусӑрлӑх, сутӑнчӑклӑх тата путсӗрлӗх ҫапа-ҫапа хуҫнӑскер.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫакӑнта пуҫӗпех чӑмнӑскер пӗрре ҫурӑ пӑрӑнӑҫ турӗ те — ҫулне тепӗр хут тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн сылтӑмра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫутӑ йӑрӑмне курать.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тинг куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ; аса илӳсене пуҫӗпех путнӑскер — ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленчӗ те веранда решетки патне пырса тӑчӗ.Глаза Тинга светились; увлеченный воспоминаниями, он встал и подошел к решетке веранды.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Пуҫӗпех сӳрӗкленнӗ Жиль тӑнӑҫлӑн, хавшамасӑр утать, темиҫе сӑртпа айлӑм урлӑ каҫрӗ, акӑ хӑйӑрлӑ сукмак, кӗҫех ҫичӗ ҫухрӑмлӑ вӑрман ҫулӗ ҫине тухрӗ, ӑна вӗҫлерӗ те Альма поселокӗнче ҫӗр каҫма вырнаҫрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Хӑватлӑ вӑтану ачана ҫавӑнтах пуҫӗпех хыпса ҫӑтрӗ, вара вӑл помидор пек хӗрелсе кайрӗ те хуйхӑллӑн ахлатса мӑшлатать.Тотчас же великий конфуз съел его без остатка, и, красный, как помидор, смельчак жалостно запыхтел.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Юлашкинчен, тӳреме чупса тухсан, Комон ӑна пур енчен те хуптӗрленине, пуҫӗпех тарса ҫухалма мехел ҫитерейменнине ӑнланчӗ.Наконец, выбежав на площадь, Комон увидел, что к нему мчатся со всех сторон, и улизнуть трудно.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Пурнӑҫӗ вара унӑн хӑйне пуҫӗпех мана панин паттӑрлӑхне куҫать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Анчах ӗҫе пуҫӗпех путни тата вӑл ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланни ҫынсене пуҫ ҫаврӑнса каймалла хӑрушӑ вӑйӑ туйӑм-тӑрӑмӗнче тытать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ботредж лавккаҫпа «патакла» выляма пуҫларӗ, Галеран хӑйӗн стаканне эрех тултарчӗ те пуҫӗпех шухӑша путрӗ.Ботредж начал играть с лавочником в «палочки», а Галеран налил себе вина и погрузился в раздумье.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шурӑпа сӑрланӑ кӗленче картише хуплать; чӳрече нихӑҫан та уҫӑлмасть, иккӗлле решеткене вара — тарас тесен — хурҫӑ пӑчкӑсӑр ҫӗнтерейместӗн; анчах Давенантӑн пӑчкӑ пулсан та алӑкри шӑтӑк, — ун витӗр надзиратель кӑнтӑрла та, ҫӗрле те камерӑна пӑхса тӗрӗслесех тӑрать, — тармалли асӑннӑ меслете пуҫӗпех аркатать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакнашкал сӳрӗк кӑмӑл-туйӑмлӑ кӗпӗрнаттӑр, шухӑша пуҫӗпех путнӑскер, кӳршӗ пӳлӗмрен секретарьне чӗнмерӗ, телефон кӗпҫине хӑех ҫӗклерӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Драми вара хӗрарӑма вӑрлани-и унта е вӑрттӑн еткерлӗх-и — уншӑн, Стомадоршӑн, пур пӗрех; кисретекен алӑк тӗлне шалтан сӗтел-пукан купаланса хӳтӗленсе — хӳптӗрлесе хунӑ хӑнапа пӗрле — шпагӑсемпе револьверсене хирӗҫ ҫапӑҫма май ҫукран пуҫӗпех тунсӑха путнӑччӗ вӑл тӑхӑр ҫул каялла…
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.